Кĕçнерникун, 28.03.2024, 17:14
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Юпа » 7 » Педагог, журналист, сăвăç тата библиограф
Педагог, журналист, сăвăç тата библиограф
22:30
Сăн ÿкерчĕк
Михаил Юрьев-Нямань çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Михаил Иванович Юрьев-Нямань 1910 çулхи октябрĕн 10-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Çирĕклĕ Шетмĕ ялĕнче çуралнă. Унăн ашшĕ, Иван Данилов, амăшĕ Иустиния Иванова — хресченсем. Пуçламăш пĕлĕве Михаил Яманак шкулĕнче илнĕ. 1926—1929 çулсенче Ишекре вĕреннĕ. 
М. Юрьев тавра курăмне Шупашкарти педтехникумра анлăлатнă. Кунта Филипп Лукин, Григорий Хирбю (каярахпа чăвашсен паллă композиторĕсем) çамрăксемпе пĕлÿ пухнă, Шупашкарти пединститутра та ăслăлăха туптанă.
Михаил Иванович мĕн пĕчĕкренех çырма, ÿкерме юратнине те пĕлетпĕр. Пуçламăш класра вĕреннĕ чухнех тантăшĕсем, юлташĕсем, çемьери ачасем çинчен шÿтлĕ сăвăсем çыркаланă. Ишекри 8 çул вĕренмелли шкулта унăн çырас ăсталăхĕ аталаннă.
1928 çултан пуçласа "Çамрăк коммунист", "Пионер сасси" хаçатсемпе "Хатĕр пул" журналта "М. Нямань" хушма ятпа заметкăсем, сăвăсем çапăнса тухаççĕ. Çамрăк çыравçă "Сунтал" журналпа та туслашнă. Вун саккăртах республикăри пичет органĕсен активлă корреспонденчĕ пулса тăнă, журналистика алăкне çирĕппĕнех уçса кĕнĕ.
М. И. Юрьевăн тепĕр лайăх енĕ вăл — учитель ĕçĕ. Акă мĕн ĕнентерет ĕç кĕнеки.
— 1933 çулхи августăн 17-мĕшĕнче Кĕçĕн Шетмĕри колхоз çамрăкĕсен шкулĕн ертÿçин тулли лавне туртма Михаил Ивановича шанаççĕ. Ентешĕмĕр таврари 18 ялтан çÿрекенсене чăваш чĕлхипе литература вĕрентме тытăнать. Кунта нумаях ĕçлеме май килмест, мĕншĕн тесен 1935 çулхи мартăн 18-мĕшĕнче ăна Тракри вĕрентÿ пайĕн инспекторĕ пулма çирĕплетеççĕ. Çав çулах, сентябрĕн 1-мĕшĕнче, каялла Кĕçĕн Шетмĕри тулли мар вăтам шкула таврăнать, директор ĕçнех кÿлĕнет. М. И. Юрьев ертÿçĕ тивĕçне 1938 çулхи ноябрĕн 13-мĕшĕччен тулли кăмăлпа пурнăçласа пырать. Кĕçĕн Шетмĕрен яланлăхах Шупашкара куçса каяссин сăлтавĕ — ăна "Пионер сасси" хаçатăн ответлă (яваплă) редакторне лартни.
Ял-йыш асĕнче мĕнпе асра юлнă-ха Юрьев? "Паянхи кун та унăн вĕренекенĕсем ăна питĕ пысăк хаваслăхпа аса илеççĕ. Шкул историйĕнче Юрьев ĕçленĕ вăхăтри сăн ÿкерчĕксем упранса юлнă. Вĕсенче çамрăк, туслă шкул коллективĕ пулнине тÿрех тавçăрса илетĕн", — çапла çирĕплетнĕ 30-мĕш çулсенче техслужащире вăй хунă Зинаида Илларионова-Ермакова (Липовкăри Александр Ермакова качча тухнă).
Коллектив аван ĕçленине райархиври документсем те ĕнентереççĕ. М. Юрьев директорта вăй хунă чухне шкулăмăр вĕренÿ енĕпе самаях çÿллĕ шайра тăнă. Вĕрентÿ пайĕн пуçлăхĕ çирĕплетнĕ тăрăх Михаил Иванович хăйĕн тивĕçне чыслăн пурнăçласа пынă, пурнăç уттипе тан пыма тăрăшнă, хăйĕн квалификацине ÿстерес енĕпе те нумай ĕçленĕ. Чăваш чĕлхипе — чăн-чăн учитель- методист. Пĕрле ĕçлекен педагогсене (вĕрентекенсене) вĕрентÿре вăхăтра кирлĕ пулăшу панă, ыттисемшĕн çул кăтартакан вырăнĕнче пулнă. Кĕçĕншетмĕсемпе кайран та çыхăнăва татман, вĕсен ĕçĕ-хĕлĕпе кăсăклансах тăнă. Çакна эпир Кĕçĕн Шетмĕ шкулĕнчи математика учителĕн Игнатий Федорович Комаровăн арăмĕ патне янă çырура та куратпăр.
1936 çулхи сентябрь—декабрь уйăхĕсенче Чăваш АССР Наркомпрос инструкторĕ З. Кутаркина Трак районĕнче халăха вĕрентес лару-тăру мĕнле пынине тишкернĕ. Хăйĕн отчетĕнче районти тулли мар вăтам шкулсем хушшинче вĕренÿ енĕпе пĕрремĕш вырăна Çавалçырмари (83 %) тата Кĕçĕн Шетмĕри (82 %) шкулсем тухни çинчен асăннă. Пирĕн вĕрентекенсен воспитани ĕçне ырланă: тĕрлĕрен кружоксем ĕçленине, ачасем кĕнекесен чăн-чăн тусĕсем пулнине палăртнă. Шкул директорĕ М. И. Юрьев çинчен ырă сăмахсем каланă. Пултаруллă та пуçаруллă педагогăн ĕçри хастарлăхĕ ыттисене те илĕртнĕ, тата та лайăхрах ĕçлеме хистенĕ.
30-мĕш çулсенче Михаил Иванович шкулта вăй хунипе пĕрлех литература вучахĕнче те палăрма ĕлкĕрнĕ. Кĕçĕн Шетмĕне ĕçлеме киличченех вăл "виçĕ кĕнеке авторĕ" чыслă ята çĕнсе илнĕ. Хăйĕн сăввисенче пирĕн ентеш çĕнĕ пурнăç çыннисене, вĕсен ĕçне-хĕлне, пуласлăхне витĕмлĕн сăнласа панă.
1932 çулта М. Юрьевăн пĕрремĕш кĕнеки, сăвăсен пуххи, "Хаваслăх” ятпа кун çути курнă. Тепĕр çултанах "Хрисан" очеркпа "Тантăшсене" сăвăсен пуххи, 1936 çулта "Ешĕл вăй" пьеса уйрăм кĕнекепе вулакансем патне çитнĕ. Михаил Иванович хăй мĕн курнине, мĕншĕн чун ыратнине хайлавĕсенче уçса пама тăрăшнă, Тăван çĕр-шывăн çыннисен мухтавлă ĕçне-хĕлне, туслăхне ырланă. Вăл — чăн-чăн патриот. Тăван çĕр-шывшăн мĕн пур йывăрлăха чăтса та тÿссе ирттернĕ, ăна çĕнтерсе малалла ăнтăлма чĕннĕ.
1939 çул. Февралĕн 15-мĕшĕ. ВЛКСМ Чăваш обкомĕн пĕрремĕш Пленумĕн йышăнăвĕпе М. Юрьева "Пионер сасси" хаçатăн ответлă редакторĕнчен хăтарнă. Ăна "Çамрăк большевик" хаçатăн редакторĕ пулма çирĕплетнĕ.
1941 çулхи апрелĕн 6-мĕшĕнче "Чăваш коммуни" (хальхи "Хыпар") хаçатăн тĕп редактор çумĕн ĕçĕсене тытăннă.
Çав çулхи июлĕн 18-мĕшĕнче Михаил Иванович та салтак шинелĕ тăхăннă. Чулхулари М. В. Фрунзе ячĕллĕ çарпа политика училищинче 4 уйăхлăх курсра вĕренсе çар пĕлĕвĕ илнĕ. Лейтенант батальон командирĕн политика енĕпе ĕçлекен çумĕн тивĕçĕсене пурнăçлама тытăннă. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчи хастарлăхшăн правительство наградисене илме тивĕçлĕ пулнă.
1946 çулхи март уйăхĕнчен М. И. Юрьев — запасри офицер. 1949 çулхи май уйăхĕнчен — Чăваш АССрĕнчи радиопа телевидени комитечĕн председателĕн заместителĕ-тĕп редакторĕ. Тепĕр тăватă çул "Çамрăк коммунист" хаçат редакторĕн çумĕнче вăй хунă.
Педагогăн ятлă-сумлă лавне тивĕçлипе туртса пынипе пĕрлех вăл республикăра тухса тăракан хаçат-журналсемпе малтанах тачă çирĕпленнĕ çыхăнăва татман, ăна татах та тĕреклетсе пынă. Вырăс классикĕсен произведенийĕсене: П. Журба çырнă "Александр Матросов", Ю. Корольковăн "Леня Голиков партизан", В. Смирновăн "Саша Чекалин" повеçĕсене чăвашла куçарнă, уйрăм кĕнекен пичетлесе кăларнă.
1956 çулхи сентябрьтен "Коммунизм ялавĕ" (халĕ —"Хыпар") хаçатăн литературăпа искусство пайĕн заведующийĕ.
М. Юрьев журналисткăра тăрăшнă тапхăр усăсăр иртмен: чăваш пичетне аталантарас ĕçре нумай вăй хунă, кунта та хăй йĕрне хăварнă.
Республикăра тухса тăракан "Ялав", "Тăван Атăл" журналсенче "Çĕнелнĕ ял" очерк, тĕрлĕрен темăпа çырнă калавсем, "Çунатлă хĕр" очерк (1952 ç.) уйрăм кĕнекен пичетленсе тухнă. Совет Союзĕн Геройĕ З. И. Парфенова çинчен питĕ тĕплĕн сăнарласа парать автор. "Европа чемпионĕ" брошюра та вулакансене кăсăклантаратех.
Михаил Ивановичăн хĕрĕ — Земфира — ашшĕ çинчен уйрăм экспозици йĕркелессине пĕлсен килти библиотекинчен 110 кĕнеке ялти Элли Юрьев ячĕллĕ картинăсен галерейине парнелерĕ. Çÿлте асăннă хайлавсемпе музейра паллашма пулатех. Кăçалхи юпа уйăхĕн çурринче хамăр галерейăра Михаил Ивановичпа Евдокия Ивановнан туслă çемйи çинчен кĕтес йĕркелетпĕр.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 60—70-мĕш çулĕсенче М. И. Юрьев чăваш писателĕсен пултарулăхне тимлĕн тĕпченĕ. Хăйĕн литературăри тата журналистикăри пуян опычĕпе ĕçĕсене пĕтĕмлетсе 1964 çулта "Чăваш писателĕсем" ятпа библиографи справочникне вырăсла пичетлесе кăларнă.
Кайран ку кĕнеке 1968, 1975, 1988 çулсенче вырăсла та, чăвашла та пичетленнĕ. Михаил Ивановичсăр пуçне кунашкал ĕçе унччен чăвашра никамах та тăвайман, тăвас тесе сăмах та тапратман пулас, тен, шутламан та. Апла пулсан М. И. Юрьев чăн-чăнах чăваш библиографи никĕсне хываканĕ. Н. В. Никольскипе И. С. Максимов-Кошкинскипе ним иккĕленмесĕрех пĕр шая лараять.
"Çурма çултан каялла таврăнмалла ан пултăр!" — тенĕ юратнă ентешĕмĕр. Çакăн пек ĕненÿпе, пурнăç тĕллевĕпе ĕмĕр ĕмĕрленĕ вăл.
1973 çулта тивĕçлĕ канăва тухнă. Республика (РСФСР) пĕлтерĕшлĕ пенсионер пулса тăнă, чăваш сăмахлăх вутне сÿнтермен. Çĕнĕрен те çĕнĕ тишкерÿсем, тĕпчевсем тунă, чăваш халăхне пултарулăхĕпе савăнтарнă, çамрăк çыравçăсене çĕнĕ ÿсĕмсем тума хавхалантарнă.
1960 çулта литературăра пысăк çитĕнÿсем тунăшăн, ĕçре хастарлăх кăтартнăшăн ăна "Хисеп палли" орденпа чысланă.
1968 çулта литературăри хастарлăхшăн "Чăваш АССР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ят парса хакланă.
Чăваш литературине малалла аталантарассишĕн нумай çул тухăçлă ĕçленĕшĕн Чăваш АССР Аслă Канаш Президиумĕ икĕ хутчен Хисеп грамотипе чыс тунă.
М. И. Юрьев 1980 çулхи майăн 7-мĕшĕнче ĕмĕрлĕхех çут тĕнчерен уйрăлнă.
Михаил Ивановичпа Евдокия Ивановна (вăл Пшонкăран) Юрьевсем çемье ăшшине тума, ăна упрама питĕ аван пĕлнĕ. Çакна вĕсен ачисем, тăван-хурăнташĕсем, тус-юлташĕсем — кирек кам та, вĕсем патне пырса çÿрекен туйнă, ăна сиснĕ.
Çынна пур енчен те сăнлас тесен, ĕçне çеç мар, çемьери пĕр-пĕрин хушшинчи хутшăнăвĕсене аса илсе хăварни те вырăнлă. Михаил Иванович — хăйĕн чун кăмăлĕпе ыттисенчен нимĕнпе те уйрăлса тăман, хăйне мăнна хуман çын. Этем телейне, хуйхи-суйхине, савăнăçне питĕ аван ăнланнă. Çынна тиркес, ун çинчен калаçса çÿрес йăла-йĕрке пачах та пулман. Пули-пулми сасă хăпартма, çынна сиввĕн кăшкăрма юратман. Çынпа хутшăнма кăмăлланă, кирлĕ чухне пулăшу пама васканă.
Вунă ачине (тăватă ывăлпа ултă хĕрне) çавăн пек пулма вĕрентнĕ те.

08.10.2010

Ю. Дубров, Д. Федоров

"Ял пурнăçĕ" (Красноармейски районĕ)
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 705 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz