Тунтикун, 20.05.2024, 09:08
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
Чăваш сăмахě – пирěн чăн çăл куçě, шăнкăртатать вăл ěмěр-ěмěр». Петěр Хусанкайăн çак сăмахěсем çунатлă пулса кайрěç. Вěсене сăвăç 1965 çултах Иван Патмара халăх ăс-халне пěрчěн-пěрчěн пухса упранăшăн саламласа каланă, эппин, тăван сăмах çăл куçне типме паман çыннăн ěçě-хěлě мěнлерех-ши?
Чăваш халăх сăмахлăхне уйрăмах П. Васильев, И. Юркин, Н. Ашмарин, Н. Никольский, И. Никитин-Юркки, Г. Комиссаров, А. Васильев, С. Максимов, И. Одюков нумай пухса хăварнă. Иван Патмар та вěсен йышне кěрет. Вěсен пуянлăхě Чăваш гуманитари институтěнче упранать. Патмар пухнисен шутěнче – юрă-такмак, юмах-халап, тěрě-эреш, сăнав-календарь т. ыт. те. Тăван ялě Яманак ен юррисенех тăватă кěнеке халлěн пухса хатěрленě, ваттисен сăмахěсем – виçě том, Уртей мучи юмах-халапěсем – икě кěнеке. Çапла кěскен асăнса тухниех акă мěн çинчен калать: Патмар еткерě жанр тěлěшěнчен чылай пуян. Юрă-такмак хăех тěрлě тěслě: унта туй, ěçкě, салтак, ěç, çен çěр, истори, сăпка, йăла-йěрке юррисем пур. Ěç ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 861 | Хăçан хушнă: 12.12.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Владимир Васильевич Бараев 1910 çулхи раштавăн 5-мĕшĕнче Шăмăршă районĕнчи Виçпӳрт Шăмăршă ялĕнче чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Ялти пуçламăш шкултан, каярах Тутарстанри Хурăнварти икĕ сыпăклă шкултан вĕренсе тухнă, ун хыççăн Ульяновскри ял хуçалăх техникумĕнче, 1930 çулта Самар хулинчи планпа экономика институтĕнче вĕреннĕ.
1934 çулта Шупашкара пурăнма куçнă. Кунта вăл халăх пултарулăх çуртĕнче, радиокомитетра, кĕнеке палатинче, хаçат редакцийĕсенче ĕçленĕ.
1941 çулхи çурла уйăхĕнче В.Бараев салтак шинелĕ тăхăннă, фашистла оккупантсем Мускав çине тапăнса пынă вăхăтра Мало-Ярославец патĕнче пĕрремĕш хут çапăçăва кĕнĕ. 1942 çулхи юпа уйăхĕнче В.Бараев лейтенант ертсе пыракан взвода Сталинграда хӳтĕлеме янă. Унта та вăл хăюллăн çапăçнă. 1942 çулхи чӳк уйăхĕн 19-мĕшĕнче фронтра паттăрсен вилĕмĕпе вилнĕ.
В.Бараев поэт çеç мар, вăл проза жа ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 1544 | Хăçан хушнă: 12.12.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Ырă йăла-йĕрке çухалмасть пирĕн йăваш халăхăн. Ĕлĕкренех пĕр-пĕрин патне çитсе-курса пĕр-пĕрин пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе паллашасси тата çав тĕл пулура пухăннисене асăнмалăх юрă-ташăпа савăнтарасси манăçман. 
Районти халăх пултарулăх çурчĕ çумĕнчи Н. Янкас премийĕн лауреачĕ "Трак ен” халăх фольклор ушкăнĕ (илемлĕх ертÿçи Н. Никоноров баянист-юрăç) 15 çул ытла ĕнтĕ куракансене хăйĕн пултарулăхĕпе савăнтарать, чун-чĕрере вăй-хал хушма пулăшать тата хуйхă-суйха пĕрле пайлать. Асăннă тапхăрта пĕчĕкех мар йыш Трак ен тăрăхĕнчи кашни ялтах, хăш-пĕр çĕрте темиçе хутчен те, пулнă, хăйĕн пуян та тулли содержаниллĕ программине кăтартнă. Вырăнти артистсем районти ялсенче çеç мар, республика тулашĕнчи чăвашсемшĕн те хисеплĕ те кĕтнĕ хăнасем.Тюмень облаçне икĕ хутчен çитнĕ. Мари Эл, Тутар Республикисенче сценăсем çине тухнă, унти ялсемпе шкулсенче тĕл пулусем йĕркеленĕ.
Хальхинче те пултарулăх ушкăнĕ палăртнă кун кÿршĕллĕ Тутар Республикинчи Çĕпрел районĕнчи Алешкино-Саплăк я ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 613 | Хăçан хушнă: 11.12.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чÿк уйăхĕн 28-мĕшĕнче чăваш çамрăкĕсен çĕнĕ проекчĕ çуралчĕ. Вăл Шупашкарти пĕр кафере "Аван Party” ятпа иртрĕ. Республикăри культура пурнăçне хастар хутшăнакан яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç йышлă пухăнни савăнтарчĕ. Йĕркелÿçĕсем ăна "Comedy Club” телекăларăм евĕрлĕрех йĕркелесшĕн пулни сисĕнчĕ, ертÿçĕ йĕплĕ шÿт самай хатĕрленĕ. Халăх пухăннă хушăра темшĕн чăваш юрри-кĕввине янăраттарма тăхтарĕç. Билет çине çырнине ĕненес тĕк - хаваслă каçа 18 сехет те 30 минутра пуçламаллаччĕ. Анчах кая юлнисене 19 сехет иртичченех кĕтме тиврĕ. Яшсемпе хĕрсен сĕтел хушшине вырнаçса ларсан сцена çине "Асамат” солисчĕ Леонид Антонов тухрĕ. 
"Аван Party” каçĕнче çамрăксем хуçаланчĕç. Эдуард Комиссаров, Наталья Васильева, Виктория Захарова, Анастасия Николаева, Светлана Вутăшпи юрăçсем куракан кăмăлне çавăрчĕç. Сергей Петровăн "Сарă хĕр ача” юррисĕр чăваш дискотеки мĕнле ирттĕр-ха? Вăл та кунта килме кăмăл тунă. "Чăваш Биланĕн” Дмитрий Ивановăн чуна тивекен юррисем асра юлчĕç. "Кĕмĕл сасă - ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 423 | Хăçан хушнă: 09.12.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Миçе çын пăхнă: 477 | Хăçан хушнă: 08.12.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
"Сирĕн кашни çырăвăра илмессерен темле вăй хушăннăн туйăнать. Татах вĕренес, ĕçлес, пурăнас килет. Халиччен манпа капла пулман. Тĕрĕссипе каласан, киле çыру çырма та вăхăт катайман эпĕ. Ялан ĕçлĕ. Халĕ... халĕ кашни кунах килччĕр сиртен çырусем. Çурăлам та – вĕсене хуравлама вăхăт тупатăпах. Тата этем çав териех çыру кĕтме, ăна алла илсен темрен те хаклă япалана тупнă пекех савăнма пултарнине ĕненмен те эпĕ. Шутламан. Халĕ унсăр – çав туйăмсăр – эпĕ никам та мар. Çавна туйтарма пултарнăшăн сире яланах тав тумалла.” 
Çапла çырнă 1982 çулхи раштав уйăхĕнче пулас театровед Кирилл Кириллов Мускаври Щепкин ячĕллĕ театр училищин студентки Надежда Степанова патне. Вăхăт çитнĕ те – вĕсем пĕрлешнĕ: Йĕпреç тăрăхĕнчи Чăрăшкасси хĕрĕ Кириллова хушамата илсе Пушкăртстанри Кăтаймас кинĕ пулса тăнă. 1983 çултанпах К.В.Иванов ячĕллĕ Ч ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 496 | Хăçан хушнă: 04.12.2010 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Раштавăн 1-мĕшĕнче Шупашкар хулин Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ кил-йыш вулав центрĕнче вырнаçнă «Тĕрĕ тĕнчи» клубра ăсталăх занятийĕ пулать. Ăна çĕвĕсемпе тата эрешсемпе пĕлсе те вырăнлă усă курассине халалланă. Чăваш тĕрринче йăлана кĕнĕ эрешлĕхне, ĕç мелĕсемпе епле усă курнине тĕпчесе пĕлни питĕ кирлĕ. Хальхи тĕрĕ, унăн мелĕсем, тĕрлĕ тĕслĕ çипсемпе усă курасси — çаксем пурте халăхăн ĕмĕрхи ăсталăхĕпе тачă çыхăнса тăраççĕ, авалхи тĕрĕн хитрелĕхне палăртаççĕ. Шăп çак ыйтусене сÿтсе явма палăртаççĕ те «Тĕрĕ тĕнчи» клуба çӳрекен пулас маçтăрсем. Кашниех çак заняти валли ятарлă ĕç туса хатĕрлеме палăртнă, хатĕр ĕçсене клуба çӳрекенсем ертӳçипе, Надежда Кузнецовăпа, пĕрле сӳтсе яваççĕ. Вĕсем чăваш тĕррин тĕшшине шĕкĕлчесшĕн.
Клубăн занятийĕ раштавăн 1-мĕшĕнче 18:00 сехетре пуçланать. Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене пĕлесшĕн çунакансене пурне те çак адреспа кĕтетпĕр: Шупашкар хули, Октябрĕн 50 çуллăх урамĕ, 3 çурт. Троллейбуссем: 2, 5, 6, 9, 16, 19. Маршрутлă таксисем: 45, 54, ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 511 | Хăçан хушнă: 29.11.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш халăх сайчĕ пĕлтернĕ тăрăх, чӳкĕн 27-мĕшĕнче ЧНК çуртĕнче вырнаçнă «Çăлкуç» кафере чăваш халăхĕн хастарĕсем чӳклеме ирттернĕ. Укçа-тенкĕпе «Сувар» фонд пулăшнă.
Нумайăн пухăнман пулин те (малтанхи çулсенче чӳклемене 5-10 хут ытла çын пухăннă иккен) чăваш халăхĕн кун-çулĕ, унăн шăпипе малашлăхĕ пирки чылай калаçнă. Пухăннисем чăваш халăхĕн хуйхи-суйхине сÿтсе явнă.
Чӳклемене Виталий Станьял, Сарри Мишши, Тимĕр Тяпкин, Владимир Алмантай, Микуç Палтай, Арсентий Тарасов, Геннадий Тафаев хутшăннă. Геннадий Тафаевăн унсăр пуçне  çуралнă кунĕ те — çакна шута илсе «Сувар» фонд ăна хăйсен кĕмĕл паллине парнеленĕ.
Миçе çын пăхнă: 506 | Хăçан хушнă: 28.11.2010 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Эдисон Патмар çĕнĕ кĕнеке калăпласа кăларчĕ. Унăн «Чăвашла-вырăсла халăх сăмах кĕнеки»  (Иванпа Эдисон Патмарсен çырнисен пуххин 6-мĕш томĕ) 1 пин  экземпляр тиражпа Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» типографире кун çути курчĕ. Автор кĕнеке умсăмахĕнче çак шухăша палăртать: "Чăвашла вырăсла халăх сăмах кĕнекине" кăларас шухăш иртнĕ ĕмĕрти 90-мĕш çулсенчех çуралнăччĕ. Тĕрлĕ тăрăхри чăваш ялĕсенче пулнă май (зпĕ 646 чăваш ялĕнче пулса куртăм тет вăл) хам пĕлмен тата ăнланман диалект сăмахĕсене самай тĕл пултăм.  Вĕсем кĕнекесенче пачах çук иккен. Кунсăр пуçне ку ĕçре чăваш ăсчахĕсем кăларнă сăмахсарсемпе те анлăн усă куртăм". 
Кĕнеке умсăмахĕнче автор вулавçăсене илемлĕ, кăсăклă тата пуян чăваш чĕлхине вĕренме чĕнсе калать; вăл, тăрăшса вĕренсен, йывăр маррине ĕнентерет. 
Миçе çын пăхнă: 691 | Хăçан хушнă: 25.11.2010 | Рейтинг: 5.0/4 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш кĕнеке издательствинче «Чи илемлĕ кĕнеке» конкурса пĕтĕмлетнĕ. Ăмăртура 2009-2010 çулсенче кăларнă кĕнекесене пăхса тухнă. Хаклавçăсен (Ю.В. Викторовпа А.И. Мордвинова ӳнер тĕпчевçисем, З.И. Чернова, Г.С. Самсонова, С.А. Бритвина, И.М. Амосова ӳнерçĕсем) кĕнекисен дизайнне çак номинацисенче пăхса тухмалла пулчĕ: илемлĕ литература, ача-пăчасен литератури, ансат чĕлхеллĕ ăслăлăх литератури тата вĕренӳ литератури.
Ансат чĕлхеллĕ ăслăлăх литературин номинацийĕнче чи илемли шутне Чăваш кĕнеке издательстви 2009 çулта кăларнă «Терентий Дверенинăн чăваш тĕнчи» кĕнекене кĕртрĕç.
Ку кĕнеке пысăк хака иккĕмĕш хут тивĕçет. Кăçал пуш уйăхĕн 12-мĕшĕнче ăна Мускавра чи лайăх кĕнеке шутне кĕртсе хисеплĕ дипомпа палăртнăччĕ. Ку кĕнеке Терентий Дверенина Чăваш Республикин Патшалăх премине илме те пулăшрĕ, вăл лауреат пулса тăчĕ. Унсăр пуçне кăçал Мускавра унăн к ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 481 | Хăçан хушнă: 22.11.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 37 38 39 40 41 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz