Шăматкун, 23.11.2024, 23:43
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Юпа » 17 » Нестер Янкаса халалласа - çĕнĕ кĕнеке
Нестер Янкаса халалласа - çĕнĕ кĕнеке
20:42
Сăн ÿкерчĕк
 Шупашкарти "Трак ен" ентешлĕхĕн правленийĕ тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх пайташĕсем тăрăшнипе "Нестер Янкас пурнăçĕпе пултарулăхĕ" ятлă çĕнĕ кĕнеке кун çути курчĕ. Кĕнекене поэтăн сăввисемпе поэмисем, тĕрлĕ авторăнне вырăс чĕлхинчен чăвашла куçарнă сăввисем, Нестер Янкас эпиграммисем, поэтăн кĕвве хывнă сăввисем, прозăпа çырнă калавĕсем, пубицистика статйисем, çырăвĕсем кĕнĕ. Кунтах чăваш поэчĕсемпе шкул ачисем Нестер Янкаса халалланă сăвăсем, поэт пурнăçĕпе пултарулăхне хакланă тата тĕрлĕ  хаçат-журналта пичетленнĕ статьясем вырăн тупнă. Кĕнекере Красноармейски районĕнчи Нестер Янкас ячĕпе хисепленекен культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен те тĕплĕн çутатнă. Нестер Янкас ячĕллĕ Премине тивĕçнĕ пултарулăх çыннисемпе коллективсен пĕтĕмĕшле ятлăхне те панă.
Нестер Янкас еткерлĕхне пухас тĕлĕшпе тата кĕнекене пичете кăларас тĕллевпе анлă редколлеги ĕçленĕ. Вĕсем хушшинче çак юлташсен ячĕсене курма пулать: Алексеев О.А. (Ăсан Уçăпĕ), Ефимов Г.Л. (Тусли), Ершов Н.Г. (Янкер), Кириллов А.Г., (поэт тăванĕ), Кириллов Г.К. (поэт шăллĕ), Львов А.Н. ("Трак ен" ентешлĕх ертÿçи), Михайлов В.М. (Аксар Чунтупай), Никифорова В.В., Сементер Ю.С. (Чăваш халăх поэчĕ), Юмарт Г.Ф. (поэт, литература тĕпчевçи), Яковлев А.В. (журналист). Материалсене пухса йĕркелекенĕ - Алексеев О.А., умсăмахне çыраканĕ - Сементер Ю.С. Кĕнеке чăвашсен паллă поэчĕн ырă ятне тата унăн еткерлĕхне халăх патне çитерес тĕллевпе тунă пысăк ĕç пулчĕ. Тавах уншăн çак пултаруллă та тăрăшуллă çынсене. Тăван халăх  вĕсене манмĕ.
Кĕнекене 500 экземплярпа "Çĕнĕ вăхăт" типографире хытă хуплашкапа пичетлесе кăларнă. Кĕнекере пурĕ 492 страница.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 671 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Юпа 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
    123
45678910
11121314151617
18192021222324
25262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz