Юнкун, 08.05.2024, 23:11
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Файлсем » 2022 çул

Людмила Терентьева педагог тата эстрада юрăçи
[ ] 04.03.2023, 10:15

Терентьева (Тимофеева) Людмила Михайловна, Чăваш Республикин Вăрнар муниципалитет округĕн Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Нурăс вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекен педагог тата эстрада юрăçи, чăваш юрри-кĕввине Чăваш Республикин тĕрлĕ тăрăхĕнче анлă сарнăшăн, Трак ен халăхне "Шетмĕпе Çавал кĕввисем" фестивальте хăйĕн ăсталăх-пултарулăхĕпе паллаштарсах тăнăшăн тата 2022 çулта пултарулăх ĕçĕнче пысăк çитĕнÿсем тунăшăн Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕн ятне тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикинчи Вăрнар муниципалитет округĕн «Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан Нурăс вăтам шкулĕ» бюджет учрежденийĕ тăратнă.
Терентьева Людмила Михайловна, родилась 29 февраля 1964 года в с.Исаково Красноармейского района Чувашской Республики.
Терентьева Людмила Михайловна В 1971 году поступила в 1 класс Исаковской восьмилетней школы. В 1981 году окончила 10 класс Красноармейской средней школы. Во время учебы в школе активно занималась общественной работой школы, была комсоргом класса, членом редколлегии.
В этом же году поступила учиться в ЧТУ им.Ульянова в г.Чебоксары на историко- филологический факультет чувашского отделения. За время учебы в университете активно участвовала в культурно - массовых мероприятиях университета, города. Была солистской ансамбля «Мерчен», гастролировала вместе с агитбригадой по районам Чувашии, а также за ее пределами.
По окончании университета с 1986 по 1989 год работала в Ямашевской средней школе Канашского района учителем русского и чувашского языка. В школе организовала фольклорный кружок, ансамбль «Ложкари», активно участвовала в культурной жизни села, школы.
С 1989 по 2008 работала библиотекарем, преподавателем, освобожденным секретарем комсомольской организации в Калининском профессиональном училище Вурнарского района. Организовала в училище драмкружок, фольклорный кружок, выступала солисткой эстрадной группы Калининского Дома культуры, состояла в женсовете Калининского поселения, организовала различные культурные мероприятия.
С 2008 по сегодняшний день работает в Калининской СОШ школьным библиотекарем и учителем чувашского языка и литературы. Её ученики являются частыми призерами и победителями районных олимпиад, районных и республиканских конкурсов.
Занимает активную жизненную позицию, поёт в церковном хоре, а также участвует в различных эстрадных концертах чувашской эстрады в г.Чебоксары. Награждена многочисленными грамотами и дипломами районных и республиканских конкурсов.

Категори: 2022 çул | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 56 | Уçланă: 0 | Комментарисем: 1 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (06.07.2023 07:28) [Материал]
Маттур чăваш пикине Людмила ТЕРЕНТЬЕВĂНА паллă пулма юрă пулăшнă. Паян çак юрăç — пирĕн рубрика тĕпелĕн хăни.
— Людмила, калаçăва санран пуçлар пуль. Пурнăçу мĕн ачаран юрăпа çыхăннă. Репертуарунта ытларах — халăх юррисем. Мĕншĕн чуну шăпах çак юрăсене суйларĕ-ха?
— Эпĕ Красноармейски районĕнчи Кĕçĕн Шетмĕ ялĕнче кун çути курнă. Аттене Шетмĕ Михали сăвăç пек пĕлеççĕ. Чăваш чĕлхин илемне туятчĕ вăл, рифмăласа калаçатчĕ. Тăван халăх юррисене юратма унран вĕрентĕм. Вĕсене мĕн пĕчĕкрен итлесе çитĕнтĕм. Вĕсем чун валли пулнăран маншăн питĕ çывăх. Çапах эпĕ хальхи юрăсене те кăмăллатăп. Виçĕ çул каялла пысăк сцена çине Владимир Рыбкинăн «Саламлатăп» сăввипе хайланă юрăпа пĕрремĕш хут тухрăм. Концерта тăвансем килчĕç, мана чечек çыххипе парне айне турĕç. Çакă мана питĕ хавхалантарчĕ, мĕншĕн тесен халăх умне ун чухне хăюсăррăн тухрăм. Халĕ кĕвĕ ăстипе Петр Романовпа тачă çыхăнса ĕçлетĕп.
— Пултарулăх пушă вырăнта çуралмасть. Ача аслисене курса çитĕнет.
— Юрласси аннерен куçнă-тăр. Анчах вăл ĕçкĕ-çикĕре юрламастчĕ, сăпайлăччĕ, именетчĕ. Манăн питĕ артистка пулас килетчĕ, анчах пултараймасран хăраттăм. Пĕррехинче пичче манран кулчĕ те çак туртăм пăчланчĕ. Эпĕ шкулта вĕреннĕ чухне çын умĕнче юрласа-ташласа курман. Килте пĕччен чухне «Эх, юррăм, янăра» кĕнекене алла тытаттăм та юрлаттăм. Килте аслисем ку профессипе çăкăр çимелĕх укçа ĕçлесе илейместĕн тесе шухăшланă. Атте чăваш литературине юратма хăнăхтарчĕ. Халĕ унăн сăввисене вулатăп та вăл пурнăçа мĕн тери тарăннăн туйнине ăнкаратăп. Хутран-ситрен эпĕ те сăвă çыркалаттăм. Çапах мана çут çанталăк аттен пултарулăхне паман. «Сирĕнтен нихăшĕ те манăн çулпа утмасть», — тесе кулянатчĕ атте. Вара эпĕ университета чăваш филологи факультетне вĕренме каяс терĕм.
— Аçун сăввисемпе юрă хайлас кăмăл пур-и?
— Пур паллах. Хальлĕхе ерçеймерĕм-ха. Аттен сăввисемпе Илья Степанов, Юрий Шепилов, Станислав Гаврилов чылай юрă хайланă. Вĕсене ялти культура çурчĕ çумĕнче йĕркеленнĕ ушкăн та юрлать. Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем районта унăн ячĕпе конкурссем йĕркелеççĕ. Пире те çав уявсене чĕнеççĕ. Вăрçă çинчен çырнă сăввисене итленĕ чухне куççуль тухать.
— Аслă пĕлӳ илнĕ самант патне таврăнар-ха…
— Шкулта вĕреннĕ чухне нимĕç тата чăваш чĕлхисене юрататтăм. Нимĕçле аван калаçаттăм. Икĕ чĕлхерен пĕрне суйлама çăмăлах пулмарĕ. Аслă шкула документсене кайса париччен нумай шухăшларăм. Чăваш чĕлхи çĕнтерчех. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУн чăваш филологийĕпе культура факультетĕнче аслă курсра ăс пухакан пĕр студенткăпа калаçса кайрăм. <...>Альбина ЮРАТУ калаçнă.



Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz