Юнкун, 08.05.2024, 21:48
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Файлсем » 2023 çул

Анатолий Федоров оперăпа балет театрĕн режиссёр управленийĕн ертÿçи
[ ] 15.02.2024, 18:47

Фёдоров Анатолий Павлович 1944 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче Чăваш Республикин  Красноармейски  районĕнчи Хĕлеç ялĕнче нумай ачаллă хресчен çемйинче çуралнă. Янкасри çичĕ çул вĕренмелли тата Красноармейскинчи вăтам шкулсенче вĕреннĕ. 1966 çулта çар хĕсмечĕ витĕр тухнă хыççăн конкурсра çĕнтерсе Чăваш патшалăх музыкăпа драма театрне хор артисчĕн ĕçне кÿлĕннĕ. 1967 çулта профессиллĕ пĕлĕве туптас тесе Ленинградри патшалăх театр институтне вĕренме кĕнĕ. 1969 çултан паян кунчченех хор солистĕнче тата режиссёр пулăшуçинче, каярах режиссёр управленийĕн заведующийĕнче тăрăшать. Пурĕ 57 çул пĕр вырăнта пĕр улшăнмасăр ĕçленĕ!

     Артист пурĕ 30 ытла роль вылянă, калăпланă паллăрах сăнарсем çаксем: Граф Чепрано «Риголеттора», Джузеппе Верди тата Нотариус  «Севильский Цирюльникре», Джоаккино Россини, Микс «Сильвăра», Имре Кальман тата Патриарх «Борис Годуновра», Модест Мусоргский оперинче, Судья  «Тоскере», Джакомо Пуччини тата Лакей Иоганн Штраусăн «Летучая мышь» оперинче. Асран тухман сăнарсем вара музыкăллă комедисенче калăпланнă: Чудеев (Тимофеей Фандеевăн «Виçĕ туй»), Хĕлип (Юрий Кудаковăн «Кăвак сирень айĕнче»), Антун (Геннадий Терентьевăн «Çимĕк умĕнхи каç»), Кукшумов (Аристарх Орлов-Шуçăмăн «Юратнă Шупашкар») тата Миша (Геннадий Максимовăн Энĕш хĕрринче»).

     Вăл Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ (1991), «Чăваш автономине йĕркеленĕренпе 100 çул» медаль кавалерĕ (2020).

Категори: 2023 çул | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 19 | Уçланă: 0 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz