Кăшал ялĕ пысăках мар. Унта урамĕ те виççĕ кăна. Çапах та ку ялăн та хăйĕн историйĕ, çыннисем, йăли-йĕрки, уявĕ… Ялти кашни çыннăн хăйĕн кун-çулĕ, ĕçĕ-хĕлĕ, шухăш-кăмăлĕ, хуйхи-суйхи, савăнăçĕ… Пурнăç кустăрми кулленех çаврăнать, çаврăнать, çаврăнать… Пĕр тикĕс çавăрăнсан татахчĕ. Çук вĕт! Кама мĕнле шăпа пӳрнĕ — çавна курмах тивет. Унран ниçта та тарса хăтăлаймăн.
Çамкка та чиперех пурăнкалатчĕ-ха. Арăмĕпе иккĕшĕ пĕр ывăл ӳстеретчĕç. Вĕсен пĕртен-пĕр ывăлĕ Туймет тапчăм ӳссе çитĕнчĕ, пулăшакан та пулчĕ.
Çамкка хăй ывăлĕ валли çĕнĕ çурт хăпартса лартма ĕмĕтленетчĕ. Ашшĕ туса хăварнă пӳрчĕ кивелчĕ ĕнтĕ, ăшă тытми пулчĕ. Чăн-чăн арçыннăн çурт лартмалла теççĕ те, Çамкка та хăй ĕмĕрĕнче пĕр çурт çĕклесшĕн. Çĕнĕ çуртне вара аякка мар, кивви çумнех лартасшăн. Анчах пĕр чăрмав пур-ха: çурт лартас тенĕ вырăнта хулăн вулăллă, лаштра туратлă çӳллĕ йăмра кашласа ларать. Çамкка çамрăк чухнех пурччĕ çак йывăç. Миçе çул ларать-ши ĕнтĕ вăл пĕр вырăнта — никам та шутламан.
Çамкка пуçĕ çаврăнсах кайрĕ ĕнтĕ: шутлать, шутлать, шутлать… Кассан — каллех,.. касмасан — каллех... Çавах та йăмрана касса пăрахса çĕнĕ çурт çĕклес шухăш çĕнтерчĕ. Каланă — тунă. Виçĕ кун тăрмашрĕ Çамкка — йăмрана касса тирпейлерĕ. Касма касрĕ-ха та… Ахаль йывăç мар-çке вăл чăваш йăмри! Чĕрĕ вăл! Сывлать вăл! Сивĕре те, ăшăра та, çиллĕ çанталăкра та, аслати-çиçĕмре те хăйне сыхласа-упраса ларакан мăнаçлă йывăç. Турат çумне турат хушса, çулçă кăларса, çулçă тăкса хăй ĕмĕрне ирттерекен пархатарлă йывăç. Чăваш çыннин кулленхи пурнăçне сăнаса, унпа пĕрле е савăнса, е хурланса ларакан сăваплă йывăç. Тавралăха илем кӳрсе, сывлăша тасатса тăракан сиплĕ йывăç. Çынна хӳтлĕх паракан, чуна канăç кӳрекен ырă йывăç.
Виçĕ кун каялла пурччĕ вăл… Халĕ çук! Çамкка килĕ умĕнчен иртсе каякансем чарăнса тăрса тем пăшăлтатса илеççĕ те пуçĕсене чиксе малалла утаççĕ. Çамкка çеç ни савăнма, ни кулянма пĕлмест-ха, тăрăшсах çурт-йĕр çавăрма хатĕрленет.
Йăмрана каснă хыççăн ĕçĕпе пĕрле инкекĕ те хутшăнчĕ Çамккан. Чи малтанах питне-куçне тимре тапса тухрĕ. Ваттисем каланипе чӳрече тарĕ те сĕрсе пăхрĕ. Çук, пулăшмарĕ. Тимреллĕ питпе çын умне те тухайми пулчĕ вăл. Тепĕр темиçе кунтан урисем шыçса кайрĕç унăн, утайми те пулса ларчĕ.
Арçын чир-чĕрпе асапланнă вăхăтра ял çыннисем пĕр-пĕринпе Çамккана шеллесе те, ятласа та, вĕрентсе те калаçкаларĕç. Вĕсем калаçнинчен пурне те кирлĕ ырă сĕнӳ çакă пулчĕ: «Йăмрана нихăçан та тĕпĕ-йĕрĕпе касмалла мар, кассассăн та çын çӳллĕш е ытларах хăвармалла. Вара вăл вилмест — çĕнĕрен хунавсем кăларать те малалла пурăнать».
Çамкка вара çут тĕнчепе киленсе ӳсекен ырă-сывă йăмрана виçĕ кун хушшинче тирпейлесе те хучĕ. Чĕрĕ йывăç макăрчĕ пуль, асапланчĕ пуль, Çамккана тархасларĕ пуль, куççуль юхтарчĕ пуль… Çын чунĕ йывăç чунне ăнланаймасть çав, тен, ăнланма та тăрăшмасть.
Йăмра виçĕ кун асапланчĕ, Çамкка — виçĕ эрне. Виçĕ эрнерен Çамккана тирпейлесе пытарчĕç. Арăмĕпе ывăлĕ татăлса йĕчĕç. Ял халăхĕ куççульпе макăрчĕ. Çамккана юлашки çула ăсатса килчĕç. Пӳрчĕ те пушă, кил хушши те пушă: Çамкка та çук, йăмра та çук. «Мĕн тăвăн? Хăйĕн пурнăçне хăех касса татрĕ», — терĕç пытарма пуçтарăннисем.
Ĕмĕт тени вăл ырă ĕçсем тусан анчах пурнăçланать пулмалла çав. Ашшĕн ĕмĕчĕ çитмерĕ. Çурт тума хатĕрлесе хунă чăлт шурă пĕренесем кил хушшинчех выртаççĕ. Камăн тумалла? Туйметăн ĕнтĕ. Тума пуçласан ял çыннисем пулăшаççĕ пуль-ха. Çурт вырăнĕ канăç памасть-çке ăна. Синкерлĕ ĕç хыççăн йăмра ӳснĕ вырăна çĕнĕ çурт хăпартса лартасшăн мар-ха Туймет. Урăх вырăн шырама тивет.
«Инкек пĕччен çӳремест», — теççĕ ваттисем. Çамккана пытарнă хыççăн унăн арăмĕ кунĕн-çĕрĕн куляннипе чирлесех каять. Виçĕ эрне вырăн çинчен тăраймасăр асапланать вăл. Туймет ăна тем тĕрлĕ сиплĕ шыв та ĕçтерсе пăхать — усси çук. Амăшне ура çине тăратаймасть. Упăшки вилнĕ хыççăн шăп та шай пĕр уйăхран çут тĕнчерен уйрăлать Пинехпи.
Каллех çухату… Каллех куççуль… Мĕн тăвăн-ха!? Пурнăç саккунĕ çавăн пек: пĕри çуралать, тепри вилет.
Пинехпие Çамккапа юнашарах пытарчĕç. «Çӳлти патшалăхра сĕт çулĕпе çӳрĕр», — терĕç.
Амăшне пытарса килсен Туймет, чунĕ кӳтсе çитнипе, тăраниччен макăрчĕ. Юлашки вăхăтра капланса килнĕ хуйхи-суйхине йăлтах куççульпе кăларчĕ. Кăшт лăплансан кил хушшине тухрĕ те ашшĕ каснă йăмра тункати умне чĕркуçленсе ларчĕ. «Ырă йăмрам! Каçар, тархасшăн! Аттене те каçар, аннене те каçар, мана та каçар! Урăх никама та леш тĕнчене илсе ан кай. Манăн пурăнас килет, пурăнас килет, пурăнас килет…», — терĕ куççульне çăта-çăта.
Тепĕр эрнерен Туймет кил хушшинчи пĕренесене ял хĕррине турттарчĕ, çĕнĕ çурт вырăнне палăртрĕ. Унтан хĕрӳ ĕç пуçланчĕ. Çĕнĕ çуртне хăпартса лартма ăна тăванĕсем, ял çыннисем пулăшрĕç. Çамрăк каччăн хăйĕн те алли çыпăçать, вăл тума пултарайман ĕç çук та пулĕ. Тăпăл-тăпăл та хăтлă çурт çавăрса лартрĕ вăл.
Кил-çурт çавăрма илемлĕ вырăн суйласа илнĕ иккен Туймет. Йĕри-тавра улăх-çаран тăсăлса выртать. Айлăмра — юхан шыв. Ун хĕрринче — лапсăркка йăмра. Çĕнĕ пӳртрен тухсанах çак илем куç умне тухса тăрать. Пĕччен ларакан йăмра вара Туймета çывăх çын пекех туйăнать, унпа калаçас килет, ăшшăн çупăрлас килет.
Пĕр кунхине, ĕçрен кăшт пушансассăн, хĕвел анаспа çамрăк каччă шыв хĕррине анчĕ. Курăк çине ларчĕ те йăмра çине тинкерсе тарăн шухăша путрĕ.
«Çурт лартрăм: аттен çутă ĕмĕтне пурнăçларăм. Халĕ вара аннен ĕмĕтне пурнăçламалла. Çĕнĕ çурт туса пĕтерсе унта çĕнĕ çын (кин) кĕртесчĕ тетчĕ вăл. Ялта килĕшекен хĕр пур-ха. Туйнепи — çепĕç чĕлхеллĕ, ĕçчен те çаврăнăçуллă хĕр. Ун патне евчĕ ярса пăхас мар-ши?» — терĕ вăл сасăпах.
— Тĕрĕс шухăшлатăн. Пĕччен пурăнма питĕ кичем. Кайăксем те йăва çавăраççĕ, мăшăрланаççĕ, чĕпĕ кăлараççĕ. Кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ. Санăн халь шăпах авланмалли вăхăт, — кĕтмен çĕртен сас пачĕ йăмра мăнаçлă сасăпа. Кун пек тĕлĕнтермĕше кĕтмен Туймет сывламасăр тенĕ пек итлесе ларчĕ ватă йăмран сăмахĕсене.
— Эпĕ халиччен калаçакан йывăç курманччĕ. Пĕрремĕш хут илтрĕм йывăç сасăпа калаçнине, — терĕ.
— Эпĕ санпа çеç калаçатăп. Эсĕ ырăран та ырă, ĕçченрен те ĕçчен, чăтăмлăран та чăтăмлă каччă. Эсĕ çĕнĕ вырăна килсе ларнăранпах эпĕ сана сăнаса ларатăп. Чăн-чăн чăваш çынни эсĕ. Эсĕ манăн сăмахăма тивĕçлĕ Çын, — калаçăва малалла тăсрĕ йăмра.
— Эсĕ манăн атте-анне пекех ăшшăн калаçатăн, чунра ырă пулса кайрĕ. Чи çывăх çынсем манран ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнăранпа эпĕ никампа та чуна уçса калаçман. Эпĕ текех пĕччен мар ĕнтĕ. Эпĕ сан пата час-часах килме тăрăшăп, — терĕ те Туймет çĕкленӳллĕ кăмăлпа килĕ еннелле утса кайрĕ.
Калаçакан йăмра каччăн чунне уçă варкăш çил вĕрсе кĕртнĕнех туйăнчĕ. Туйметăн хальчченхи пусăрăнчăк кăмăлĕ çĕкленчĕ, салху сăн-пичĕ кулăпа çиçрĕ, шухăш-ĕмĕчĕ çунатланчĕ.
Халĕ Туйметăн юхан шыв хĕрне анса йăмра тусĕпе калаçма та, вăййа тухса Туйнепипе ăшшăн пуплеме те вăхăт тупăнакан пулчĕ.
Пĕр каçхине Туйметпа Туйнепи пĕр-пĕрне чунтан савни çинчен пĕлтерчĕç, пĕрлешме сăмах татрĕç.
Чипер хĕрпе чипер каччă туйне ялти пĕтĕм халăх пуçтарăнчĕ. Çĕнĕ пӳрт юрă-ташă сассипе янраса кăна тăчĕ. Çине-çинех масар çине икĕ виле ăсатнă ял çыннисем тинех савăнма вăй-хал тупрĕç.
Тулли кĕреке хушшинче çамрăк мăшăртан телейли те çук. Вĕсемшĕн паян чăннипех асамлă та нихçан манăçми паллă кун. Ташлать, юрлать туй халăхĕ. Акă çамрăксене пил памалли вăхăт çитрĕ. Туйра çамрăк мăшăра ашшĕ-амăшĕ пиллет вĕт-ха. Туйметăн чĕри пăчăртанса килчĕ, анчах та çакна никам та сисмерĕ, никам та туймарĕ. Тем аса илнĕн Туймет пулас арăмне çĕклесе илчĕ те пӳртрен тухса юхан шыв хĕрринелле утрĕ. Унта çитсен иккĕшĕ те йăмра умне чĕркуçленсе ларчĕç. Ватă йăмра çак самантра хăйĕн мĕн тумаллине сăмахсăрах ăнланчĕ. Вăл кăвакарчăнсем пек савнă мăшăра мăнаçлăн та хаваслăн пиллеме пуçларĕ:
— Çут çанталăкран, çăкăр-тăвартан аслă ан пулăр. Йывăç-курăка пуç тайăр, çывăх çынсене юратса та хисеплесе пурăнăр. Йывăç пек хунавлă пулăр, юхан шыв пек таса пулăр, чечеклĕ çаран пек илемлĕ пулăр. Яланах пĕрле пулăр. Ачăрсене, мăнукăрсене савăнса пăхса ӳстерĕр. Ир тăрсан — ырри çинчен шутлăр, каç выртсан — канлĕх çинчен шутлăр. Пуçăрта пĕлмен çынна вĕрентмелĕх ăс пултăр, аллăрта чун канмалăх ĕç пултăр, чунăрта хуйхăллă çынна йăпатмалăх ăшă туйăм та ырă кăмăл пултăр. Пĕр çăвартан пурăнăр, савăнăçпа хурлăха çурмалла пайлăр, çукран пур тăвăр. Ырăпа туслă пулăр, усала çывăха та ан ярăр.
Манăн ырă пилĕм сире çиттĕр! Ăна асра тытса пурăнăр! Кун-çулăр вăрăм пултăр, ăраскалăр тулли пултăр! Ырă-сывă çӳрĕр!
«Атте-анне пилĕ пурнăç тытать», — тенĕ ваттисем. Йăмра пилĕ те пурнăç тыттăрах ĕнтĕ.
Хайлав республикăмăрти "Чăваш йăмри" литература ăмăртăвне хутшăннă, унта 2-мĕш вырăн йышăннă.
|