Энтри утмăл урлă каçнă, пĕчĕкрех çан-çурăмлă старик. Мунчара реххетленме юратать. Шăмат кун йăлана кĕнĕ сăлтавпа каллех кăмака йăсăрлантарса ячĕ. Хурăн вуттипе усă курчĕ мунча хутма. — Техĕмлĕ. Мунча та хĕрÿллĕ. Эх, çапăнам-ха пĕреххут, — вĕри чул çине чаш! çеç тутарчĕ алтăрти шыва арçын. — Вăт мунча! Мăшăрне кĕтмерĕ Энтри мунчана пырасса. Хăвăрт тăхăнса тумланчĕ. Картишĕнче йăлтах урăхла сăн-сăпат халь. Тÿпе маччинчен юр пĕрчисем ăмăртмаллах çĕр çинелле ярăнса анаççĕ. Хĕл çитрĕ иккен… Çĕнĕ, кăп-кăпăш юра пăхса ытараймарĕ ватă. Ывăçла-ывăçла илчĕ ăна. Мăшăрĕ çак сĕмлĕхре тухса çÿремест-ха унăн. Ывăлĕн ура йĕррисем-ха кусем. Тепĕр йĕррисем, пăта вĕçĕ пекех шĕвĕррисем, камăн-ши? — Микуль авланатăп тесе сăмах пуçарнăччĕ ĕнер. Çапла, çапла… Урам урлă çуртра пурăнакан Мариçе куç хывнă-ха Микуль, — тута хĕррисене хускатрĕ Энтри. — Шăмат куна хуларан яла çитнĕ пулĕ-ха хĕр упраç. Пÿрте кĕчĕ арçын. Хăй шутланă пекех пулчĕ, чăнах та… Сĕтел хушшинче Мариçпе Микуль лараççĕ. Иккĕшĕн те сăнра савăнăç шевли вылять. Иккĕшĕ те кăмăллă, çепĕç чĕлхепе сăмахлаççĕ. Энтри мăшăрĕ те, тулли кĕлеткеллĕ, çатăрти калаçакан Тарье, лара-тăра пĕлмест. — Старик, старик, хĕпĕрте-хĕпĕрте ĕнтĕ... Ывăл çĕнĕ кайăк çавăтса килчĕ. Çухалсах кайрăм вĕт. Мунчана та тухаймарăм-иç, — Энтрине чăпăрт! чуп турĕ Тарье. — Спаççипах, ачасем!
Ялти фельдшерпа акушер пункчĕпе çыхăнтарнă вăл ĕçне. Кунта 40 çул ытла вăй хунă. Профессине Канашри фельдшерсем вĕрентсе хатĕрлекен курсра вĕренсе илнĕ. — Мана пурнăç Чукоткăна та илсе çитерчĕ. Мĕн пурĕ 5 çул пултăм. 1954 çулта вара салтак ячĕ тухрĕ. 1957 çулта тăван кĕтесе таврăнтăм. Тепĕр икĕ çултан авлантăм, — сăмаха сыпăнтарчĕ 79 çулхи Василий Гаврилович. — Чун савнине Еншик Чуллăран тупрăм. Унăн чун савнийĕ Зоя Васильевна. Вăл фельдшерпа акушер пунктĕнче — санитаркăра, В. Гаврилов фельдшерта тăрăшнă. — Хăвăр ĕмĕрте çынсен сывлăхне сыхлас çĕре чылай тÿпе хывнă ĕнтĕ? Ун чухне çулĕ те пулман Санькассине. Тен, транспорчĕ те тивĕçеймен… — ыйтуллăн пăхрăм ветерана. — Ачасем те çураттармалла пулнă тата… — Тĕрĕсех. Телефонĕ те пулман. Ачасем çураттармалла тенĕрен манăн ĕçре те тĕл пулнă ун пек тĕслĕхсем. Алăка кĕле хуман… Пĕррехинче киле килчĕ арçын. Арăмĕн çăмăлланмалла. Килтех çăмăллантартăм вара. Кайран Красноармейскине леçмелле пулчĕ, — аса илчĕ В. Гаврилов. — Тепрехинче хам мунча кĕнĕ чухне те чĕнсе илчĕç. Килте иккĕнех Гавриловсем. Клуб урамĕнче вырнаçнă вĕсен килĕ. Иккĕшĕ пĕр ывăл та виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Çичĕ мăнук Гавриловсен.
— Ялта кил-хуçалăхсен шучĕ пур-ха. Шел пулин те хĕллехи вăхăтра 32—33 килĕн мăрйисенчен çеç тĕтĕм тухать. Ыттисем дача евĕр паллах. Çуркуннепе килеççĕ-ха пуçтарăнса, — тет ял шăпи пирки Владимир Яковлевич Клементьев. — Ватăлать ял. Санькассинчи йывăç çуртра пурăнаççĕ Клементьевсем. Пÿрчĕ ашшĕ пулнă чухне, утмăлмĕш çулта хута янăскер. Çĕннине те тума пуçланă. Йывăçран вăл. Çук, укçа-тенкĕ тивĕçейменнипе ĕç-пуç малалла каяймасть. Халь темиçе çул ĕнтĕ тăрă айне витнĕскер ларать. — Колхоз та арканчĕ, çынсем ĕçсĕр юлчĕç. Çамрăксем яла юлмаççĕ вĕт. Мăшăр тата инвалид манăн. Иксĕмĕр шăкăлтатса пурăнатпăр. Пирĕн çур гектар çĕр. Ĕне усратпăр, — калаçăва хутшăнчĕ В. Клементьевăн мăшăрĕ Ирина Семеновна. — 1983 çулта пĕрлешрĕмĕр. Хĕрпе ывăл çуратса çитĕнтернĕ Клементьевсем. Калаçăва каллех кил хуçи хутшăнчĕ. Унăн аллинче "Савнă енĕм, тăван ялăм — Санькасси” курăнчĕ. — Ăсан Уçăпне пĕлетĕр вĕт-ха эсир? Ялти клуба хирĕç ларать çыравçăн килĕ. Вăл парнеленĕччĕ ăна. Эпĕ библиотекăра тăрăшнă чух… — мана паллаштарчĕ кил хуçи. — Кĕнеке вулама юрататăп. Клементьевсемпе сыв пуллашса урама тухрăм эпĕ. Тăруках сăмсана тĕтĕм шăрши хупларĕ. Мăрьерен кăвак тĕтĕм явăнса тухрĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ кăмака хутса янă-мĕн. Çăкăр пĕçерме хатĕрленетчĕ Ирина Семеновна.
Зоя Павловна Павлова Санькассинче хисеплĕ çын. Вăтам пÿ-силлĕ, тарават хĕрарăм. Комсомольски урамĕнче урама урлă вырнаçнă унăн кирпĕч çурчĕ. Утмăлмĕш çулсенче лартнă ăна. — Анне пурăннă чух çĕклерĕмĕр-ха çурта. Вăй çитерсе çавăртăмăр. Халь килте пĕр пĕчченех. Хăнăхнă ĕнтĕ. Ĕçлемелле çеç… Хусканура шăмшака та çăмăл, — çепĕççĕн сăмахлать кил хуçи хĕрарăмĕ. — Ав, çăл тасаттартăм анчахрах… Çăл тенĕрен асăннă урамра тăватă çăлпа усă кураççĕ. Çав шутра пĕри — З. Павлован. Вăл урамра, кил-çуртпа юнашарах вырнаçнă. Анаталла, Григорий Семеновсен кил умĕнче те çăл пур. — Хамăр умри çăла 14 çул каялла чавтартăм. Ултă ункă (кольцо) ямалла пулчĕ. Шывĕ типмест-ха. Халь анчахрах тасаттартăм. Пĕлтĕр çанталăкĕ типĕ килчĕ. Ял пĕвисем типрĕç. Пилĕк урамри çăлсенчен хăшĕ-пĕринче шыв çулĕсем çухалчĕç, — хăй шухăшне уçрĕ З. Павлова. — Çăлсăр пурнăç çук. Ялта тасалăхпа тирпейлĕхшĕн те çунакан çын ку хĕрарăм.
Санькассине асфальтлă çул пырса кĕрекен урамра илемлĕ, эрешленĕ кил-çуртра пурăнаççĕ Надежда Никитичнапа Константин Афанасьевич Афанасьевсем. 43 çул пĕрле. Пĕри — медицина ĕçченĕ, тепри профессийĕпе вĕрентекен. Ялта хисеплĕ çынсем. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех халăх ырлăхĕшĕн ĕçленĕ. Пĕри-ялти фельдшерпа акушер пунктĕнче, тепри Еншик Чуллăри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вăй хунă. Физика предмечĕпе пĕлÿ панă. — Шупашкарти И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх институтĕнчен (халь университет) вĕренсе тухсан мана Упири вăтам шкула ячĕç. 1964 çултан тытăнса тăван кĕтесри — Еншик Чуллăри вăтам шкулта. — Кунта наука тĕнчинче пулса мĕн чухлĕ ачана ăс паман пуль. Мĕн чухлĕ пултаруллă ачасен тавра курăмне аталантарман пуль, — тет вĕрентекен. — Хам воспитани панă ачасемпе халĕ те мухтанатăп. Вăл сĕтел çине 1998 çулта Мускаври кĕнеке издательствинче çапăнса тухнă, Р. Позамантирпа Л. Бондарев çырнă "К космическим высотам — из глубины века” кĕнекине кăларса хучĕ. Кĕнекере космоса тĕпчессипе çыхăнтарнă материалсене пичетленĕ. Сăмах май, Королев академик хулинче Еншик Чуллăра çуралнă Гера Лаврентьев ĕçлесе пурăнать. Вăл — хула мэрĕн çумĕ, К. Афанасьевăн вĕренекенĕ пулнă. Нефалим Васильевич Константинов вĕренекенпе те хĕпĕртет наставник. Тавçăруллă та пултаруллă çамрăксем татах та пур Константин Афанасьевичăн. Вĕсем тĕрлĕ профессире палăраççĕ. Санькассинче пĕрремĕш вĕрентекенсен йышĕнче вăл. Кăçалхи нарăс уйăхĕн 3-мĕшĕнче 70 çул тултарчĕ. Хăйĕн 60 тата 70 çулĕсене паллă тунă ветерана Еншик Чуллăри шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, К. Афанасьевăн шкулти хăй тăрăшнă тапхăрти ĕçĕ-хĕлне сăнлакан виçĕ альбом парнеленĕ. Альбом материалсемпе тата сăн ÿкерчĕксемпе пуян. Юбиляра республикăри И. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн деканĕ В. Алексеев та саламланă, вăрăм кун-çул, кил ăшши суннă. Унпа пĕрлех район администрацийĕ ырă сунса панă хисеп хучĕ те тивĕçлĕ вырăнта. Физика предмечĕпе çыхăннă ытти брошюрăсемпе кĕнекесем темиçе те. К. Афанасьев вĕрентекенĕн пархатарлă ĕçне республикăпа Раççей шайĕнче те пысăк хак панă. Вăл — Раççей вĕрентĕвĕн хисеплĕ ĕçченĕ. Афанасьевсен Комсомольски урамĕнчи 5-мĕш номерлĕ çурчĕ ялта чи хăтлă та илемлисен йышĕнче. — Çак алăсемпе çĕклерĕм ăна. Мăшăрпа пĕрле ĕçлерĕмĕр, ял-йыш та купалама пулăшрĕ, — тет вĕрентекен. — Виçĕ ача çуратса пăхса çитĕнтертĕмĕр. Акă, Владимир район территорийĕнчи газ уçлакан "Заволжски” станцире ĕçлет. Алексей — çар çынни. Оля — бухгалтер. Мĕн пурĕ çичĕ мăнук Афанасьевсен.