— Ялти чи ватă çынсемпе паллаштарăр-ха? — кăсăклантăм 51 киллĕ Санькассинче. — 110 çын пурăнать тетĕр-и? Ку ыйтăва эпĕ Клуб урамĕнчи çуртра ĕмĕрлекен 1919 çулхи майăн 18-мĕшĕнче çуралнă Клавдия Марковна Леонтьевана патăм.
Вăл пуканне стена çумнелле куçарчĕ те меллĕрех вырнаçрĕ. Мана куçран шăтарасла пăхрĕ.
— Эпĕ пулатăп вĕт чи ватти… Паллах, хĕрарăмсен йышĕнче, — терĕ. — Арçынсенчен ялта чи асли Василий Гаврилов пулать. 79 çул çинче пырать-ха. Пирĕн урамранах…
Çак ялтах çуралнă. Егор Максимович Максимова качча тухнă. Шел, мăшăрĕ Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинчен таврăнайман. Çулталăка яхăн çеç пурăннă иккĕшĕ. Пĕр ывăл çуратнă Катюк кинемей.
— Якура салтака ăсатни халĕ те асрах-ха. Михайловка станцине леçнĕччĕ. Урăх кураймарăм упăшкана, — хаштах сывларĕ Катюк кинемей. — Тепре качча тухрăм тата…
Халь иккĕмĕш упăшкипе çуратнă ывăлĕ пăхать ватăна. Виталий ятлă. Авланман-ха. Сывлăх енчен аптрасах каймасть К. Леонтьева. Хăлха илтменни пăркăчлать. Сасă хăпартса калаçма тивет салтак арăмĕпе. Чуна уçса сăмахлать.
— Мана ялта хитре Катюк, теççĕ. Мĕн пăшăрхантарать-ха? Колхоз саланни тесшĕн эпĕ. Килте ĕне усрани çăмăллăх ĕнтĕ. " Тоня” ятлă хунă. Сурăхсем те тытатпăр, — тет кинемей. — Яла эрнере виçĕ хутчен тавар сутма килни те усăллă.
Катюк кинемейпе сывпуллашрăм. Вăл пукан çинчен çĕкленчĕ те: "Чипер çÿремелле пултăрччĕ сана”, — тесе алă тытрĕ.