Вырсарникун, 22.12.2024, 04:59
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Файлсем » 2023 çул

Татьяна Степанова поэт-юрăç тата композитор
[ ] 15.02.2024, 18:43

Степанова Татьяна Платоновна 1956 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Чăваш Республикин Шупашкар районĕнчи Янăш ялĕнче çуралнă. Янăшри 8 çул вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан Çĕрпÿри культурăпа çут ĕç училищине театроведени уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Ун хыççăн пĕр хушă Кÿкеçри Культура çуртĕнче илемлĕх ертÿçинче вăй хунă. 1977 çулта пĕлĕве ÿстерес тĕллевпе Чăваш патшалăх педагогика институчĕн музыкăпа педагогика факультетне вĕренме кĕнĕ. Институтра алла илнĕ профессипе Трак енри Карай вăтам шкулĕнче, Шупашкар районĕн Янăшри сакăр çул вĕренмелли шкулта, Шупашкарти 31-мĕш номерлĕ шкулта ĕçленĕ. Шупашкарти электроаппаратура завочĕн коммуналлă хуçалăх системинче воспитательте, хулари 6-мĕш шкулта хушма пĕлÿ паракан педагогра, çав шкулти пукане театрĕн ертÿçинче, Чантăр ялĕнчи клуб заведующинче, Чăваш Республикин ĕçлев министерствин социаллă хÿтĕлев учрежденйĕнче воспитательте тимленĕ.

     Вăл 20 çул ытла ĕнтĕ Трактор тăвакансен завод çумĕнчи «Çăлкуç» халăх театрĕн артистĕнче вылять. Нумай спектакльте тĕрлĕ енлĕ сăнар калăпланă, «Мыскарасăр туй пулмасть», «Пуçа килсен пуçана», «Хĕрсĕр ялта хĕсĕр мар», «Таврăнатăп, кĕт мана» кинофильмсенче ÿкерĕннĕ. Пултаруллă çын таçта та пултаруллă: сăвă çырать, юрă кĕвĕлет, хăй юррисемпе концертсенче халăха савăнтарать. Юрă-кĕвĕ дискĕ те кăларнă. Кунсăр пуçне виçĕ сăвă кĕнеки кун çути кăтартнă: «Пурнăçри тĕрленчĕксем», «Тÿпере тăри юрларĕ», «Çуркунне çитсессĕн». Çĕнĕ сăввисене тĕрлĕ пичет хатĕрĕсенче вырнаçтарать.

     Халĕ çемйипе Красноармейски муниципалитет округĕнчи Алманч территори пайĕн Супар ялĕнче пурăнать.

Категори: 2023 çул | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 63 | Уçланă: 0 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz