Тунтикун, 06.05.2024, 12:45
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Файлсем » 2006 çул

Юрий Зиновьевич Борисов журналист тата таврапĕлÿçĕ
[ ] 03.07.2009, 00:16
2006 çулта пичетлесе кăларнă «Упи тăрăхĕ - çĕр-шыв мухтавĕ» ятлă историлле очерксен кĕнекишĕн тивĕçнĕ. Вăл 1961 çулта Упи ялĕнче çуралнă, Красноармейски салинче пурăнать.
КĔТМЕН çĕртен паллашнă вĕсем. Юрий Борисов Красноармейски район хаçатĕнче ĕçленĕ. Татьяна вара "Ял пурнăçне” пĕрмай çырса тăнă, ÿкерчĕксем ярса панă. "Мĕнлерех-ши çак пике, çырать те çырать пирĕн пата, паллашасчĕ унпа”, - вăрттăн ĕмĕтпе пурăннă яваплă секретарьте ĕçлекен йĕкĕт. Материалĕсене çырупа янă çамрăк автор, редакцие хăй пĕрре те пырса курăнман. Ун чухне Пичет кунне çу уйăхĕн 5-мĕшĕнче уявланă. Район хаçачĕпе çыхăну тытакансене шăп çав кун пухăва чĕннĕ. Хайхи нихçан килсе курăнман Татьяна Григорьева та çитнĕ. Чăн-чăн тĕлĕнтермĕш мар-и-ха? Тахçанах çак тĕл пулăва кĕтекенскер пикене тÿрех асăрханă. Ÿкерчĕксен конкурсĕнче 3-мĕш вырăн йышăнни пирки йыхравланă Татьянăна. "Халĕ те ас тăватăп, 4 тенкĕ те 80 пус пачĕç, унпа сĕтел-пукан сăрламалли лак туяннăччĕ”, - тет Татьяна Ивановна. Ун чухне вăл Кÿкеçри 2-мĕш шкулта ĕçленĕ, "Ылтăн хохлома” кружок ертсе пынă. Ав мĕншĕн лак хаклă пулнă уншăн.
Мĕнех, Юрий Борисов чиперккене пĕрре курсах килĕштернĕ. Пичет кунне уявлама килнисене кафене илсе кайнă. Юрий Зиновьевич Татьянăна хирĕç вырнаçнă. "Çавăн чухне пĕр стакан хăйма лартса панăччĕ, каччăран вăтаннипе çимерĕм те”, - аса илсе кулать Татьяна Ивановна.
Çак кĕтмен тĕл пулу хыççăн Татьяна çĕрĕпе çывăрайман. Чун çунтармăш каччă пирки сăвă шăрçаланă.

"Çав каçхине килмерĕ манăн ыйăх,
Эп сан çинчен шутларăм çĕрĕпех.
Тен, эсĕ - ман пуласлăх, çутă ырлăх,
Асра тытса çÿрерĕм кунĕпех.
Тен, килĕштертĕн эсĕ те мана...
Каламалли нумай халь ман сана.
Апла пулсан ална мана эс пар,

Пĕр сукмакпа утар-и юнашар?” - асран тухми пĕрремĕш тĕл пулу çинчен хывнă сăвă йĕркисемпе пăхмасăр паллаштарчĕ Татьяна Борисовна.
Иккĕшĕ те пĕр-пĕрне пĕрре курсах килĕштернĕ, çавăнпа та тÿпери çăлтăрсене нумай шутласа çÿрес темен, кăштахранах пĕрлешнĕ.
Борисовсен çемйи пысăк, икĕ хĕрпе виçĕ ывăл вĕсен.
- Эпĕ çемьере пĕртен-пĕр ача пулнă, Татьянăсем вара улттăн пĕр тăван. Пичче-шăллăм, аппа-йăмăк çуккишĕн хама тăлăххăн туяттăм, - пилĕк ача таран çуратнин вăрттăнлăхĕпе паллаштарчĕ Юрий Зиновьевич.
Чи аслине Ольăна качча пама та ĕлкĕрнĕ вĕсем. Вăл Шупашкарти 23-мĕш професси училищинче ÿнер уйрăмне пĕтернĕ. Татьяна Ивановнăпа Юрий Зиновьевич çулталăкри мăнукне алран ямаççĕ. Мăнук ачаран та хаклăрах тесе ахальтен каламан çав. Саша 9-мĕш класа, Славик 7-мĕшне çÿреççĕ. Иккĕшĕ те спортпа туслă. Катя 2-мĕш класра вĕренет. Амăшĕ пекех ÿкерме ăста тата йĕлтĕрпе ярăнма юратать.
Чи кĕçĕнни Артем 5 çулта кăна-ха, ача садне çÿрет. Вăл та пĕчĕккĕллех аллинчен хутпа кăранташ ямасть. Çук, Татьяна Ивановна хистенипе мар. Турă пани амăшĕнчен куçнă теес килет.
Паянхи самана ниме пăхмасăр йывăрлăхсене çĕнтерсе малтан мала талпăнакансене, çĕнĕ пурнăç тума ăнтăлакансене килĕштерет. Татьяна Борисова çавăн йышшисенчен пĕри, унăн ларма-тăма вăхăт çук. Пĕтĕм пурнăç хĕрарăм çинче тытăнса тăрать тени те тĕрĕсех пуль. Çемье ăшши те, ача-пăча ăраскалĕ те, арçын вăйĕпе сывлăхĕ те унранах килет. Ылтăн алăллăскер отпускра та аякка кайса темĕн те ĕçлесе килме ĕлкĕрет. Ĕçре ăна хисеплеççĕ, ачи-пăчи тăрăшуллă та типтерлĕ. 5 ачаллăскер тесе калаймăн, сăвăсем çырма та вăхăт тупать, хитре ÿкерет. Кунта мăшăрĕн витĕмĕ те пысăк. Çемьере пĕр-пĕрне пулăшса, хавхалантарса пырсан пурнăç малаллах каять çав. Юрий Зиновьевичпа Татьяна Ивановна пĕр-пĕрне шанаççĕ, çур сăмахран ăнланаççĕ.
- Качча кайсан тĕлĕнсе кайнăччĕ. Юра хушмасăрах кил-çурта та тирпейлет, варени-компот вĕретет, хăяр та тăварлама маçтăр, çăкăр та пĕçерме пултарать. Хам çине кăна шанса 5 ача таран çуратас çукчĕ ĕнтĕ. Пирĕн çемьере ку арçын, ку хĕрарăм ĕçĕ тесе тиркешни нихăçан та пулман, - тет Татьяна Ивановна.
Юрий Зиновьевич Чиркÿллĕ Упи ялĕнчен. Амăшĕ çĕре кĕнĕ хыççăн килти вучаха сÿнтермен. Ялта урăх никамăн çук хапха вĕсен. Каçхи тÿпене уйăх тухнă, хĕрпе каччă юланутпа пыраççĕ. Ку, паллах, Татьяна Ивановнăн ĕçĕ. Темиçе çул каялла Борисовсем ялта хур-кăвакал та, выльăх-чĕрлĕх те ĕрчетнĕ. Халĕ вĕлле хурчĕ тытаççĕ, хăйсене çимелĕх пыл туса илеççĕ, пахча çимĕç ÿстереççĕ. Ялтисĕр пуçне тепĕр 25 сотка çĕр пур. Унта темĕн тĕрлĕ улма-çырла йывăççи ÿсет, пахча çимĕçĕ те ăнса пулать.
- Мăшăр питĕ çырла юратать, çавăнпа виктори нумай лартрăмăр, çемйи пирĕн пысăк та хĕл валли компот-варени чылай хатĕрлетпĕр, - тет Юрий Зиновьевич.
Хĕллехи вăхăтра Красноармейскинче, çулла ытларах ялта пурăнаççĕ Борисовсем. Татьяна Ивановна çак тăрăхранах, Мăн Супар ялĕнчен. Ултă пĕр тăван тĕрлĕ çĕре саланнă, халĕ амăшĕ пĕчченех пурăнать. Ольга Артемьевна Григорьева пур ачине те аслă пĕлÿ парса ура çине тăма пулăшнă.
- Анне сурăхпа çеç качча килнĕшĕн хăй вăхăтĕнче атте тăванĕсем пĕрмай сăмахланă. Çавăнпа пире, пур ачине те, пĕр ĕне кăна мар, виççĕ таран ÿстерсе пачĕ. Паян та ачисемпе мăнукĕсемшĕн тăрăшать, - тет Татьяна Ивановна.
Ачисене тĕрĕс воспитани пама, ялти хуçалăха аталантарма та ĕлкĕреççĕ Борисовсем. Аслисене те, кĕçĕннисене те вăрçса, хистесе ĕçлеттермеççĕ вĕсем. Кашниех хăй ĕçне пĕлсе тăрать, никам хушмасăрах пурнăçлать. Кил хуçисем иккĕшĕ те яваплă ĕçре тимлеççĕ. Юрий Зиновьевич - "Ял пурнăçĕ” хаçатăн патшалăх, обществăпа политика пайĕн ертÿçи, Татьяна Ивановна - Красноармейскинчи ÿнер шкулĕнчи живопись, композици, ÿнер предмечĕн преподавателĕ.
Ю.З.Борисов районти историпе краеведени музейĕн директорĕпе В.Константиновпа пĕрле "Упи тăрăхĕ - çĕршыв пуянлăхĕ” кĕнеке кăларса Нестер Янкас премине тивĕçнĕ. Туслă çемье 2005 çулта районти "Çулталăк çемйи” конкурсра 1-мĕш вырăн йышăннă, çав çулах Шупашкарта иртекен республика конкурсĕнче "Пултаруллă, нумай ачаллă çемье” номинацире мала тухнă.
- Вырăс чĕлхи вĕрентекенне Лидия Матвеевна Александровăна питĕ хисеплеттĕм. Çирĕп ыйтатчĕ. Литературăна юратасси те унранах пуçланчĕ. Еншик Чуллăра вĕреннĕ чухне Тамара Степановна Минеева чăваш чĕлхипе литература учителĕ "Ешĕл хунав” кружок ертсе пыратчĕ. Çав вăхăтсене ырăпа аса илетĕп. Николай Андреевич Андреев черченипе рисовани учителĕнчен уйрăлма пĕлместĕмĕр. Ирхи çутăпа кайса каçхине кăна таврăнаттăмăр, - каласа парать Татьяна Ивановна. - Анчах та шкул пĕтерсен литература енĕпе мар, Калугăри ÿнер училищине кайнă, кайран Шупашкарти педагогика институтĕнчи ÿнерпе графика уйрăмне пĕтернĕ. Çапах та çырас туртăм паян та пур. Часах акă сăвă кĕнеки тухмалла.
Килĕшÿпе юратура пурăнаççĕ Борисовсем. Вĕсем патĕнче çур сехет кăна пултăм. Апла пулин те пысăк тавра курăмлă, ырă, ăста, ăш-пиллĕ пулнине ăнлантăм. Çакă вĕсен юратупа çиçекен куçĕсенче те палăрчĕ.

КИЛĔШŸПЕ ЮРАТУРА ПУРĂНАКАНСЕМ («Молодежная газета (Çамрăксен хаçачĕ)», Чебоксары ) 29 февраля 2008, пятница

 
Категори: 2006 çул | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 602 | Уçланă: 0 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz