|
Категорире миçе материал: 7 Миçе материал кăтартнă: 6-7 | Страницăсем: « 1 2 |
Сортла:
Дате ·
Названию ·
Рейтингу ·
Комментариям ·
Просмотрам
Тӑван Васнар, cap хумлӑ хир, Ҫырми-ҫатри — пурте эсир Мана асамлӑ вӑйпалан Чӗнетӗр ытама ялан.
Сирӗнпеле ман ӑраскал, Кунта вӑй илнӗ ман ӑс-хал. Кунта хӗвел те ҫутӑрах, Тапать чӗрем те ҫӑмӑлpax.
Атте-анне пилленӗ ен, Юнра-чунра эс пӗчӗкрен. Кун-сул вӗҫне тухсассӑн та Выртасчӗ сан ытамунтах.
|
Пирӗн ял йӑмраллӑ, Килӗрен—садсем. Пурт-ҫуртсем те паллӑ, Калӑн—керменсем.
Фермера ӗҫлеҫҫӗ Ылтӑн алӑсем. Пархатар кӳреҫҫӗ Ҫӗр-шыва вӗсем.
Тинӗс евӗр хумлӑ Уй-хирте тыр-пул. Ял-йышсем ят-сумлӑ Халӗ ҫултан-ҫул.
Ӗмӗтсем сунатлӑ, Шав ӳсет вӑй-хал. Чаплӑран та чаплӑ Пулӗ пирӗн ял.
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 3 Хăнасем 3 Юзерсем 0 |
!--
|