Фёдорова Эльвира Ивановна халăх пултарулăх ăстине, Красноармейскинчи Культура çурчĕ çумĕнчи «Трак ен» фольклор ушкăнĕн, Халăх хорĕн тата Ĕç ветеранĕсен хорĕн юрăçине 2019 çулта Трак ен халăхне хăйĕн иксĕлми пултарулăхĕпе паллаштарса тăнăшăн, халăх пултарулăхне аталантарас ĕçре сумлă тÿпе хывнăшăн, обществăлла ĕçсене хастар хутшăннăшăн. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи «Культура тата библиотека ĕçне аталантаракан центр» муниципаллă бюджетлă культура учрежденийĕ тăратнă.
Вăл 1955 çулта Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Алманч ялĕнче çуралнă. 1997 çултанпа Красноармейскинчи Культура çурчĕ çумĕнчи «Трак ен» фольклор ушкăнне çÿрет. Чылай уяв вăл хутшăнмасăр пĕрре те иртмест. «Трак ен» ушкăнпа вăл Мари Эл, Тутарстан республикисенче, Тюмень, Чулхула облаçĕсенче тата Мускав хулинче пулнă, хăйĕн иксĕлми пултарулăхĕпе тĕлĕнтернĕ. Юрăç – 2017 çулхи «Шетмĕпе Çавал кĕввисем» фестивалĕн лауреачĕ. Ăна Чăваш Республикин Ял хуçалăх министерствин, Культурăпа национальноçсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерствин, Тюмень облаçĕнчи чăвашсен «Тăван» ассоциацийĕн, «Раççейри пенсионерсен пĕрлĕхĕ» обществăлла организацин районти уйрăмĕн, Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн тата ытти нумай обществăлла тытăмсен Хисем хучĕсемпе чысланă.
|