Юнкун, 20.11.2024, 02:02
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Файлсем » 2018 çул

Зинаида Михайлова педагог-сăвăç
[ ] 01.03.2019, 18:33

Михайлова Зинаида Петровна педагог-сăвăçа, Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн председательне, Раççей пĕтĕмĕшле вĕрентĕвĕн хисепĕ ĕçченне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ учительне чăваш литературипе искусствине тата культурине аталантарас енĕпе уйрăмах палăрнăшăн, 2018 çулхи пултарулăх ĕçĕнче çитĕнÿсем тунăшăн, «Чун ăшши» сăвă кĕнекишĕн. Лауреат ятне пама Чăваш наци конгресĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕ тăратнă.

Зинаида Петровна 1959 çулхи нарăсăн 1-мĕшĕнче Тутарстанри Аксу районĕнчи Савкаç (Савгачево) ятлă чăваш ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкулта, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш уйрăмĕнче вĕреннĕ. Элĕк районĕнчи Юнтапари сакăр çул вĕренмелли шкулта, Вăрнар районĕнчи Вăрманкасри вăтам шкулта, Красноармейски районĕнчи Красноармейски 1-мĕш номерлĕ вăтам шкулĕнче (халĕ Трак шкулĕ) ĕçленĕ. Хальхи вăхăтра (37-мĕш çул ĕнтĕ, шкул уçăлнăранпах) Красноармейски пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулĕнче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентет.

Тăван чĕлхене вĕрентнипе пĕрлех 10 çул ачасен «Кăмăлпи» фольклор ушкăнне ертсе пынă. Çак ушкăнпа вăл Чулхулара, Пушкăртстанри Пелепей районĕнчи Слакпуç ялĕнче (Нарспи çĕр-шывĕнче), Чăваш наци конгресĕ йĕркеленĕ «Берлинри чăваш культурин кунĕсенче» (Германи çĕр-шывĕ) пулнă, курма пыракансене чăваш халăх юрри-ташшипе савăнтарнă. «Кăмăлпи» фольклор ушкăнĕ – Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ. Халĕ, 17 çул ĕнтĕ, районти ачасен пултарулăх çурчĕ çумĕнчи «Кăмăл» литературăпа краеведени вĕренÿ пĕрлешĕвне ертсе пырать. Ку пĕрлешÿре хушма пĕлÿ илекен ачасен сăвви-калавĕсем район тата республика хаçачĕсенче пичетленеççĕ. Пултаруллă кăмăлçăсем район тата республика йĕркелесе ирттерекен тĕрлĕ конкурссенче, олимпиадăсенче, фестивальсенче, наукăпа практика конференцийĕсенче хастар хутшăнаççĕ, малти вырăнсене çĕнсе илеççĕ.

2018 çулта унăн "Чун ăшши" кĕнеки пичетленсе тухрĕ. Ку кĕнекене унăн тĕрлĕ вăхăтра çырнă сăввисене кĕртнĕ. Вĕсем шкул пурнăçне, вĕрентÿпе воспитани ĕçне çутатса параççĕ. Юратупа пейзаж лирики, гражданла лирика та палăрать. Туслăх, сапăрлăх, çынлăх темисене хускатнă хайлавсем те пур.

Педагогикăри çитĕнÿсемшĕн Чăваш наци академийĕн Геннадий Волков медальне тата чăвашлăха аталантарас ĕçре пысăк тÿпе хывнăшăн Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальне тивĕçнĕ.

Категори: 2018 çул | Кам хушнă: mixaj_58
Миçе çын пăхнă: 262 | Уçланă: 0 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем

Шырав

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz