Вăл 1947 çулхи кăрлачăн 10-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Чатукасси ялĕнче çуралнă. Ятарлă вăтам пĕлÿллĕ. Юлашки çулсенче «Чувашмелиоводхоз» управленийĕн районти филиалне ертсе пынă. Халĕ – тивĕçлĕ канура.
Лауреат ятне пама Чăваш Республикинчи Таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Трак енри уйрăмĕ тăратнă.