Эрнекун, 26.04.2024, 03:33
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
Утă уйăхĕн 15-мĕшĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн черетлĕ ларăвĕ пулать. Вăл район вулавăшĕн вулав пÿлĕмĕнче ирхине 10 сехетре пуçланать. Правлени членĕсене палăртнă вăхăта çитме ыйтатпăр. 

Пресс-центр.

Миçе çын пăхнă: 507 | Хăçан хушнă: 29.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Терентий Парамонович Дверенин ал ĕç ăсти Чăваш патшалăх премине тивĕçнĕ. (Указом Президента Чувашской Республики государственная премия Чувашской Республики 2009 года в области литературы и искусства с присвоением звания «Лауреат Государственной премии Чувашской Республики» была присуждена Терентию Дверенину за серию произведений о жизни чувашской деревни, созданных в традициях народного искусства). Ăна вăл Н.В.Федоров Президентăмăр аллинчен Чăваш Республики 90 çул тултарнине уявланă кунсенче илчĕ.

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çичĕпÿртре Карло Атте /«Буратино» юмахри сăнар/ ĕçне малалла тăсаканĕ пурăнать. 90 çулти Терентий Парамонович Дверенин хăйĕн пуканисене пилĕк çул каялла çеç ăсталама пуçланă пулин те унăн «буратинисене» районта çеç мар, республикăра та, Раççейре те лайăх пĕлеççĕ. 

Т.П.Дверенин пултарулăхĕ çинчен тĕплĕнрех

Миçе çын пăхнă: 771 | Хăçан хушнă: 23.06.2010 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Хаклă ентешĕмĕрсем!
«Ĕç – пурнăç тыткăчи», - теççĕ пирĕн халăхра. Самана улшăнать, анчах çак каларăшăн хакĕ кивелмест, çуталса, нумай енлĕн вăйланса çĕнĕ сасăпа янăрать. Çакă пĕтĕмпех кашни çын пурнăçĕнче ĕç тĕп вырăнта тăнине ăнланма пулăшать. Республика Кунĕ пирĕншĕн чаплă та илемлĕ, чăннипех те ырă ĕç уявĕ шутланать. Вăл пирĕн авалхи, тĕрлĕ наци халăхне пĕрлештерет, çынсене хутшăнма, пĕр-пĕрин чун ăшшине туйма пулăшать, пурнăçа çĕнĕ тĕл пулусемпе тата манăçми аса илÿсемпе пуянлатать. Эпир хамăрăн чĕресем тăван Чăваш Енĕн иртнĕ, хальхи тата пуласлăхри кун-çулĕшĕн мăнаçлăхпа тулнине туятпăр.
1920 çулхи çĕртме уйăхĕн 24-мĕшĕнче йышăннă «Чăваш Автономи облаçĕ çинчен» историллĕ декрет - пирĕн халăх историне, шăпине тĕпрен улăштарнă пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Çакă Чăваш Ен пурнăçĕнче çĕнĕ тапхăр пуçланнине, вăл хăйĕн тивĕçлĕ вырăнне тупнине, экономика аталанăвĕн, социаллă сферăпа культура çул-йĕрĕсене – çĕнĕ пурнăç йĕркине - суйласа илнине палăртать.
Кашнин асĕнче ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 587 | Хăçан хушнă: 23.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Гурий Егорович Дуброва районта пĕлмен çын çук пулĕ. Кăçалхи январĕн 14-мĕшĕнче 76 çул тултарчĕ. Çулĕсене пăхмасăр лара-тăра пĕлмест вăл. Кил хуçалăхĕнче качакасем усрать, вĕлле хурчĕ ĕрчетет. Юрă-ташăпа туслă, халăха пултарулăхĕпе савăнтарать. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухнăранпах çыравçă калемне туптать, пĕр ывăнмасăр сăвă, очерк шăрçалать. Акă çак кунсенче Шупашкарти "Çĕнĕ вăхăт" издательствăра унăн черетлĕ, вун иккĕмĕш кĕнеки пичетрен тухрĕ. Сăвăсен пуххи."Кун-çул сыпăкĕсем" ят панă ăна. 
Мĕншĕн çапла ят панине хăй çапла каласа парать: "Кашни çыннăнах пурнăçĕ уйрăм тапхăрсенчен тăрать: ачалăх, яшлăх, вăй питти вăхăт. Манăн та вĕсем шавласа иртрĕç. Халĕ, çулсем иртнĕ май, хăшне-пĕрне аса илсе пĕтĕмлетме те вăхăт. Эпĕ çапла тума тăрăшрăм та. Кĕнекене "Кун-çул сыпăкĕсем" ят патăм. Ăна çырма чаплă юбилейсем кĕрлесе çитни те хавхалантарчĕ. Манран вĕсене хăйне евĕр парне пултăр терĕм…"
Çапла автор кĕнекин пысăк, тĕп ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 493 | Хăçан хушнă: 21.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
17 июня в 16.00 в Центре современного искусства Чувашского государственного художественного музея состоится торжественное открытие юбилейной выставки работ преподавателей и учащихся Чебоксарской детской художественной школы №4 им. Э. М. Юрьева, посвященной 25-летию школы. 
Экспозиция будет представлена лучшими работами воспитанников школы и их педагогов. Творческие работы выполнены в различных видах изобразительного искусства и разнообразных техниках: станковая и декоративная композиция, керамика, батик, вышивка, куклы.
В день открытия выставки все желающие смогут более подробно узнать о школе, ее истории, деятельности и задачах, просмотрев слайд – презентацию о работе данного учреждения.
В завершении торжественной части открытия ведущие педагоги «Чебоксарской детской художественной школы №4 им. Э. М. Юрьева» в залах экспозиции проведут мастер – классы, на которых каждый сможет проявить свой творческий талант и научиться чему-то ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 571 | Хăçан хушнă: 17.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Заслуженный художник Чувашской Республики К.В.Владимиров в год своего 70-летия сделал большой подарок землякам. В Алманчинской средней общеобразовательной школе работает его выставка картин. Селяне с удовольствием знакомятся с представленными работами известного мастера кисти.
Клементий Владимирович Владимиров родился 14 марта 1940 года в деревне Нимичкасы Красноармейского района Чувашии. В семье был десятым ребёнком. Отец, Владимир (Олати) Павлович Павлов, работал лесником, держал пчел, вырастил прекрасный сад. В память о нем земляки назвали его именем овраг и озеро близ Цивиля.
Раннее детство Клементия пришлось на голодные военные и послевоенные годы. Несмотря на малолетство, ему приходилось и пахать, и убирать хлеб. Ребёнком он часто наблюдал, как рисует его старший брат. Бумаги не было, поэтому рисовали на чистых страницах книг, а чернила делали из желудей и сажи. Ручки же мастерили из шиповниковых пру ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 2032 | Хăçан хушнă: 16.06.2010 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Май уйăхĕнче Чул хулари "Ласточка" кану çурчĕ çумĕнчи культура керменĕнче "Чул хула трансгаз Газпром" обществăн лайăххипе палăрнă пултарулăх коллективĕсем "Венок Поволжья" фестиваль-конкурса хутшăннă. Çак конкурса "Газпром" акционер пĕрлешĕвĕн "Факел" корпоратив фестивалĕ валли чи лайăх коллективсене суйласа илес тĕллевпе ирттернĕ. Фестиваль ноябрь уйăхĕнче Чул хулара иртĕ.
"Заволжский" клубран конкурса 30 çынран тăракан виçĕ ушкăн тухса кайнă. "Халăх юррисене юрлакан ушкăн" номинацине хутшăнса "Раштав" фольклор ансамблĕ (ертÿçи А. Тюмеров) "Салтак ăсатни" чăваш йăлин пĕр сыпăкне лартса панă. Пултарулăхĕ çÿллĕ шайра пулнине кура жюри членĕсем çак ушкăна лауреат дипломĕпе палăртнă.
Тепĕр номинацийĕ — "Хореографи ансамблĕ". Кунта "Илем" ташă ушкăнĕ (ертÿçи Е. Тюмерова) хăйĕн ăсталăхне кăтартнă, "Ниточка" вырăс халăх ташшипе "Сурхури" ташă лартса панă. Вĕсем те лауреатсен дипломне тивĕçнĕ. Андрей Тюмеров юрлама та, ташлама та ăста. Конкурсра çакă вара уççăнах ку ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 522 | Хăçан хушнă: 08.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Районти ачасен искусство шкулĕнчен черетлĕ кăларăм тухрĕ. Хальхинче кунти музыка (унта юрлама, фортепианопа, баянпа, балалайкăпа, гитарăпа, домрăпа выляма вĕрентеççĕ — 5—7 çул вĕренмелле), художество (ÿкерчĕк тата алă ĕçĕ тăвасси, живопись, графика, декоративлă прикладной искусство — 4 çул) тата хореографи (классика, хальхи тата наци ташшисене ташлама вĕрентеççĕ — 5 çул) уйрăмĕсенчен пĕтĕмпе 18 ача вĕренсе тухрĕ, алла пуçламăш професси пĕлĕвĕ илни çинчен çирĕплетекен документ — свидетельство — илчĕ.
Майăн 27-мĕшĕнче çав ятпа Красноармейскинчи ачасен искусство шкулĕнче савăнăçлă каç иртрĕ. Ăна кĕске сăмах каласа музыка уйрăмĕн преподавателĕ Л. Н. Ильина уçрĕ, шкул директорне Н. М. Никонорова сăмах пачĕ. Николай Михайлович савăнăçлă каçа пухăннă ачасене, вĕсен ашшĕ-амăшĕсене, хăнасене паллă самант ячĕпе саламларĕ, хушма пĕлÿ ачана хăйне тытма вĕрентнине, суйласа илнĕ професси пурнăçра яланах кирлĕ пулма пултарнине палăртрĕ, шкултан вĕренсе тухнисене тата ашшĕ-амăш ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 553 | Хăçан хушнă: 08.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Ку ялта ĕнерхипе иккĕмĕш хут пултăм ĕнтĕ. Чи малтанхи хут — виçĕ çул каялла (тăваттă та теме пулать) — 2006 çулхи авăнăн 29-мĕшĕнче. Вăл вăхăтранпа пулса иртнĕ улшăнусене сăнама та интереслĕ пулчĕ. Ялăн Йăлăм ятлă пайĕнче икĕ сарай ларатчĕ — халĕ вара пĕрре кăна. Эдисон Патмар (ун патне хăнана кайрăм ĕнтĕ) килĕ патĕнчи пĕвере малтан шыв та, хурсем те пурччĕ пулсан — халĕ шывĕ çуккипе пĕрех. Чиркӳ пурччĕ — хута яманччĕ. Халĕ те ларать — йĕри-тавра самай хăт кĕртнĕ пулин те çак виçĕ çул хушшинче хута ярайман. Шкулне ун чухне тин кăна хупнăччĕ те малтанхи хут килнĕ чухне чиперех ларатчĕ. Халĕ вара... Пĕр енчен тăррине çил хăйпăтнă, темиçе чӳречи кантăксăр юлнă. Клубĕ тата... Икĕ хутлăскер. Малтанхи хут килсе кайнă чухне эп ăна фотоаппартпа ӳкерменччĕ. Хальхинче вара — хăрушă ӳкерчĕк çеç: чӳречисене çĕмĕрнĕ, стенин пĕр енĕ ишĕлсе аннă. Шыв арманĕ пирки калас пулсан... Хуçасăр тăрса юлнă япала майĕпен арканать. Кĕперĕ малтан чип-чиперехчĕ — ун урлă машинсем те ним мар к ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 642 | Хăçан хушнă: 07.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Н.И. Ашмарин пухса хатĕрленĕ Чăваш сăмахĕсен кĕнеки пичетленсе тухнăранпа кăçал 100 çул çитет.
Тĕнчипе паллă 17 кĕнекеллĕ словарĕн пĕрремĕш томĕ 1910 çулта тухнă. Ăна Хусанти император университечĕн типо-литографийĕнче çапса кăларнă пулнă. Кĕнекене Хусанти вĕренӳ округ управленийĕ çумĕнчи Куçару комиссийĕ хатĕрленĕ пулнă. Хусан университечĕн паллă тюркологĕ Н.Ф. Катанов та ăна хатĕрлеме ун чухне самай пулăшнă. Умсăмахĕнче çавăн пекех латинла Ф.Е. Корш академике тата çĕнĕ чăваш çырулăхне хатĕрлекен И.Я. Яковлева ырă сăмахпа асăннă. 160 старницăра вара чăваш пурнăçне пур енчен те çутатса паракан «А» саспаллирен пуçланакан сăмахĕсем вырнаçнă пулнă. Иккĕмĕш томĕ 1912 çулта çеç тухнă. Чăваш культурине тĕрлĕ енчен çутатса паракан словарĕн 17-мĕш томне 1950 çулта кăларнă. 1994-2000 çулсенче Ашмарин хатĕрленĕ словаре çĕнĕрен репринт мелĕпе пичетлесе кăларнă.
Пурĕ 3000 экземплярпа пичетленĕ 17 томлă словаре кĕнеке лавккисенче халĕ те тупма пулать. Хакĕ те çыртмасть — ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 560 | Хăçан хушнă: 03.06.2010 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 42 43 44 45 46 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz