Шăматкун, 20.04.2024, 12:56
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Çурла » 27 » "Манăçми вăрçă çулĕсем"
"Манăçми вăрçă çулĕсем"
18:34
Сăн ÿкерчĕк
Çак ятпа Шупашкарти "Перфектум" издательствăра нумаях пулмасть çĕнĕ кĕнеке пичетленсе тухрĕ. Тиражĕ-200 экземпляр. Авторĕ — пирĕн ентеш, Çĕньял Шетмĕ ялĕнче 1925 çулта çуралнă Е. А. Маркова. Унăн ашшĕ — Антон Осипович 1942 çулта Ржев хули çывăхĕнчи пĕр çапăçура пуç хунă. 5 ачана амăшĕ — Агафия Семеновна пăхса çитĕнтернĕ. Елена Антоновнан (вăл пединститутра вĕреннĕ, Карай шкулĕнче вăй хунă) педагогикăри ĕç стажĕ — 44 çул, ăна "Тăван çĕр-шывăн 1941—1945 çулсенчи Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" тата юбилей медалĕсемпе, нумай Хисеп грамотипе чысланă.
Çамрăклăхĕ вăрçă çулĕсемпе пĕр килнĕрен-тĕр Е. А. Маркова ку темăна çутатма суйласа илнĕ. Кĕнекен тĕп геройĕсем — Карай тăрăхĕнче ÿт илсе çунатланнă çынсем. Вĕсем пурте хăйне евĕр паттăрсем теес килет.
Тăван çĕр-шывăн иртнĕ хаяр вăрçинче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 65 çул тултарнине уявланă кунсенче халăх патне çитнĕ 355 страницăллă кĕнеке икĕ пайран (сыпăкран) тăрать. Пĕрремĕшĕнче вăрçăран Карай енне таврăнман салтаксен списокĕпе, фронтра пулнисемпе, вĕсем пирки каласа панисемпе, тыл ĕçченĕсен, вăрçă ачисемпе мăнукĕсен аса илĕвĕсемпе паллашма пулать. Автор çырнисемпе унăн комментарийĕсем те самай чылай.
Иккĕмĕш сыпăка вăрçă вăхăтĕнче тата ун хыççăнхи çулсенче Карай шкулĕнчи чăваш чĕлхипе литературин кружокне çÿрекенсем алăпа çырса тăнă "Çăлтăр" журналтан çырса илнисем кĕнĕ. Халапсем те, очерксем те, сăвăсем те пур.
Ман шутпа, иртнĕ вăрçă теми патне таврăнса тата çак кĕнекене кăларса Елена Антоновна пысăк ĕç тунă. Вăл хальхи тата пулас ăрусемшĕн калама çук пысăк пĕлтерĕшлĕ.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 643 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/2 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (01.12.2014 15:12) [Материал]
Мана Елена Антоновна чăваш чĕлхипе вĕрентсе пултарулăха аталантарнă. Ку кĕнекере эпĕ Карай шкулĕнче вĕреннĕ чухне çырнă хайлавсем те пур.



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz