Кĕçнерникун, 28.03.2024, 13:25
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Çурла » 16 » Шупашкарта - тепĕр музей ("ХЫПАР")
Шупашкарта - тепĕр музей ("ХЫПАР")
16:02
Сăн ÿкерчĕк
Шупашкар хулин кунне халалланă мероприятисен йышне Шупашкар епархийĕн Православи тĕн училищинче Православин Чăваш Енри историйĕн тата чăвашла пичетленнĕ Библин музейне уçассине те кĕртнĕ. Ăна ĕнер савăнăçлă ларура уçма Шупашкар-Чăваш епархийĕн митрополичĕ Варнава, тĕн училищин ректорĕ Михаил Иванов протоиерей, ЧР культура министрĕ Роза Лизакова, ЧР Президенчĕн канашçи Владимир Кузнецов, Наци музейĕн директорĕ Ирина Меньшикова хутшăнчĕç.
Музей уçăлнă ятпа вĕсем сăмах каларĕç. Варнава митрополит музее сăвапларĕ.
Çакна палăртмалла: музее ЧР Культура министерстви пулăшнипе Шупашкар-Чăваш епархийĕ йĕркеленĕ. Унăн концепцине хатĕрлес ĕçе Чăваш наци музейĕн сотрудникĕсем хутшăннă.
ЧР Президенчĕ Николай Федоров йыхравĕпе утă уйăхĕн 28-29-мĕшĕсенче республикăна Раççей халăх артисчĕ, Пысăк театр солисчĕ Владимир Маторин килсе кайрĕ. Вăл йĕркеленĕ ыр кăмăллăх концерчĕсем Шупашкарта, Сĕнтĕрвăрринче иртрĕç. Çапла майпа пухăннă укçана пархатарлă çак ĕçе хывнă.
Вулакан пĕлет пулĕ: Библин тулли тексчĕ чăвашла кăçал кун çути курчĕ. Çакна палăртма кăмăллă: эпир Раççейре вырăссем хыççăн Кĕнекесен кĕнекине тăван чĕлхепе вулама пултаракан иккĕмĕш халăх шутланатпăр.
Библие тăван чĕлхене куçарас ĕç XIX ĕмĕр пуçламăшĕнчех тĕвĕленнĕ. Унăн пĕрремĕш кĕнекисем чăвашла 1820 çулта пичетленнĕ. XIX ĕмĕрĕн иккĕмĕш çурринче куçарăвăн çĕнĕ тапхăрĕ вăй илнĕ. Хальхинче ĕçе Аслă вĕрентÿçĕ, чăваш культурин паллă деятелĕ Иван Яковлев ертсе пынă. Ун чухне Çĕнĕ Сăмаха тата Авалхи Сăмахăн уйрăм кĕнекисене куçарса пĕтернĕ.
1991 çулта Чăваш Библи комиссийĕн пуçарăвĕпе , Раççей Библи обществи тата Библи обществисен пĕрлĕхĕ пулăшнипе асăннă ĕç çĕнĕрен тапраннă. 1997 çул тĕлне Авалхи Сăмахăн кĕнекисенчен ытларахăшне куçарса пĕтернĕ, пĕрремĕш хут редакциленĕ, компьютерпа наборланă. Ун хыççăн ытти ĕç пурнăçа кĕрсе пынă.
2010 çулхи ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче тĕп хулари К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕнче Библин чăвашла куçарнă кăларăмне халалланă савăнăçлă пуху иртнĕччĕ.
Халĕ Библие тăван чĕлхепе вулама пултарнипе пĕрлех ăна куçарас ĕç мĕнле пурнăçланса пынипе, Православин Чăваш Енри аталанăвĕпе тĕплĕн паллашма пултаратпăр. Çапла тума ятарлă музей пурри пулăшĕ.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 481 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
      1
2345678
9101112131415
16171819202122
23242526272829
3031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz