Эрнекун, 29.03.2024, 14:04
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Авăн » 13 » Шупашкарти Ӳнер музейĕнче М.С. Спиридонов куравĕ ĕçлеме пуçларĕ
Шупашкарти Ӳнер музейĕнче М.С. Спиридонов куравĕ ĕçлеме пуçларĕ
21:48
Сăн ÿкерчĕк
Эрнекун, авăнăн 10-мĕшĕнче, Чăваш патшалăх ӳнер музейĕнче чăваш живопиçĕн никĕсне хывакан Моисей Спиридоновăн куравĕ уçăлчĕ. Ăна ӳнерçĕ 120 çул тултарнă ятпа йĕркеленĕ.
Чăваш Енĕн халăх художникĕ, СФРСР (выр. РСФСР) тава тивĕçлĕ ӳнер ĕçченĕ Моисей Спиридонович Спиридонов 1890 çулхи çурлан 24-мĕшĕнче Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашра çуралнă. Юбилее халалласа нумай пулмасть Чăваш ӳкерӳçисен пĕрлешĕвĕ ун тăван ялĕнче плэнер йĕркеленĕччĕ —
Владимир Степанов, Виталий Яковлев, Алексей Иванов (Сĕрмек), Ирина Егорова ӳнерçĕсем тĕрлĕ пейзажсем ӳкерчĕç: «Улица Спиридонова», «Дом Спиридонова», «Баня», «Киремет», «Ветла у речки», «Из глубины веков», «Ветреный день в Норвашах», «Колодец у дома», «Турă кĕнеки» тата ыттисем. Вĕсене пурне те çак куравра тупма пулать.
Курава уçма Чăваш Енĕн культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Вячеслав Фошин, чăваш ӳкерӳçисен пĕрлешĕвĕн предстедателĕ Василий Кузьмин, М.С. Спиридоновăн музей-хваттерĕн заведующийĕ, Раççейĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Николай Садюков, Енĕш Нăрваш ялĕн историпе мемориал музейĕн директорĕ Владимир Петров хутшăнчĕç. Çавăн пекех ытти ӳнерçĕсем, журналистсем, студентсем пулчĕç. Вячеслав Фошин хăйĕн сăмахĕнче Моисей Спиридоновича чăвашсен литература шайĕнчи классикĕпе, Константин Ивановпа танлаштарчĕ. Константин Иванов чăваш литераутрин никĕçлевçи шутланать пулсан — Моисей Спиридонов чăваш живопиçĕн никĕсне хывнă.
Василий Кузьмин, Енĕш Нăрвашра çуралса ӳснĕскер, художник пирки çапла каларĕ: «Моисей Спиридоновăн ĕçĕсем чуна ăшăтаççĕ, чĕрĕлĕх кĕртеççĕ. Пултарулăхĕ тĕрлĕ енлĕ пулнăран вăл хăйĕн пур ӳкерчĕке чунне парса хатĕрленĕ». Çавăнпах, тен, вĕсем пире илĕртеççĕ те.
Курава М.С. Спиридоновăн музей-хваттерĕн заведующийĕ, Раççейĕн тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Николай Садюков йĕркеленĕ. Моисей Спиридоновăн ĕçĕсен экпозицине вăл хальхинче пиллĕкмĕш хут калăпларĕ. Унчченхи вĕççĕшне ӳнерçĕ пурăннă вăхăтрах тунăччĕ.

Вăхăт тупăнсан — кайса курма сĕнетпĕр.

Хыпар çăлкуçĕ: http://www.chuvash.org/news/1162.html

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 512 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Моисей Спиридонов художник | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz