Эрнекун, 26.04.2024, 19:12
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2010 » Авăн » 11 » ЧĂВАШ ДЕЛЕГАЦИЙĔ ТĔРĔКСЕН ТĔНЧЕ КОНГРЕСНЕ ХУТШĂННĂ ("Сăвар")
ЧĂВАШ ДЕЛЕГАЦИЙĔ ТĔРĔКСЕН ТĔНЧЕ КОНГРЕСНЕ ХУТШĂННĂ ("Сăвар")
23:03
Сăн ÿкерчĕк
Кăçалхи августăн 25-29-мĕшĕсенче Молдова Республикинчи «Гагауз çĕрĕ» автономи облаçĕнче тĕнчери тĕрĕк халăхĕсен пĕрремĕш Конгресĕ ĕçлерĕ. Унта тĕнчери 14 çĕршыв делегацийĕсем, Турцирен, Иранран, Ливанран, Сирирен, Азербайджанран, Болгарирен, Венгрирен, Кăркăстанран тата ытти çĕртен килнĕ хăнасем хутшăнчĕç. Çав шутра Чăваш Енри çамрăксен «Сăвар» пĕрлешĕвĕн хисеплĕ эльтеперĕ Олег Михайлович Цыпленков ертсе пынă Чăваш Республикин делегацийĕ те. Делегаци йышĕнче çыравçăсем, вĕрентекенсем, ытти çĕрте ĕçлекенсем, «Шуçăм» фольклор ансамблĕ.
Конгресăн пĕрремĕш ларăвĕ августăн 25-мĕшĕнче «Гагауз çĕрĕн» тĕп хулинче – Комратра иртрĕ. Ытти ларусем гагаузсем пурăнакан чи пысăк ялсенче – Конзакпа Копчакра. Чи малтан делегатсем Конгреса гагауз çĕрĕ çинче ирттерес тĕлĕшпе нумай вăй хунă Гагаузи Парламенчĕн депутатне Олег Горизана чĕререн тав турĕç.
Конгреса Тĕрĕк çамрăкĕсен Пĕрлĕхĕн председателĕ, Азербайджан Республикин Парламенчĕн депутачĕ Эхрем Камал оглу Абдуллаев уçрĕ, Иракран килнĕ делегат Шемсутдин бей ертсе пычĕ.
Конгресс йышăннă резолюцире чăваш халăхне пырса тивекен çак сăмахсем те пур: «Тĕрĕк халăхĕсен Конгресĕ чăваш халăхĕн йышĕ питĕ хăвăрт, пăшăрхантармалла чакса пынишĕн канăçсăрланать. Эпир Раççей Федерацийĕн Президенчĕ, Парламенчĕ, Правительстви патне çак инкекĕн сăлтавĕсене тупса палăртса чăваш халăхĕн чĕлхипе культурине упраса хăварса малалла аталантарма ятарлă патшалăх Программи туса хатĕрлеме компетентлă экспертсен ушкăнне туса хума ыйтатпăр.
Чăваш чĕлхин – тĕрĕк халăхĕсен пăлхар ушкăнĕнчи пĕртен-пĕр чĕрĕ чĕлхин уникальлĕхне шута илсе Конгресс çавăн пекех Тĕнче пĕрлĕхне, ООНа, ЮНЕСКОна ку ыйтăва чи пысăк шайра татса пама ыйтса Чĕнсе калать».
Резолюцире ытти тĕрĕк халăхĕсен проблемисене пырса тивекен ыйтусем те чылай. Çавăн пекех Конгресс 7 çынран вăхăтлăх Йĕркелӳ Комитетне йĕркелесе ăна Конгресс Уставĕпе Программине хатĕрлеме, ытти тĕрĕк халăхĕсемпе калаçма полномочисем панă. Тепĕр Конгреса Комитетăн мĕнпур документсене йĕркелемелле.
Конгресс ĕçне Гагаузин парламент пуçлăхĕ, Комрат хулин мэрĕ, депутатсем, Азербайджан, Турци посолĕсем, Раççей посольствин культура енĕпе атташе тата ытти паллă çынсем хутшăнчĕç. Анчах, шел пулин те, унта Гагаузи президентне (башканне) Михаил Формузала курма пулмарĕ. Вăл Конгреса салам та яман.
Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 527 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (11.09.2010 23:06) [Материал]
Тĕнчери чылай тĕрĕк халăхĕсен инкеклĕ пурнăçĕ пирки хĕрӳ калаçу пулчĕ Конгресра. Уйрăмах тухса калакансен сăмахĕнче Иракра пурăнакан туркменсен йывăр шăпи пирки пăшăрханни палăрчĕ.
Туркменсем тесе тĕрĕк огузсен йăхĕсене мăсăльман тĕнне йышăннă хыççăн чĕнме пуçланă. Турккăлла «туркмен» тени «хастар та маттур турккă» тенине пĕлтерет. Туркменсем Иракăн çурçĕр енче тулăх та пуян лаптăкра Сирипе Иран чиккисене çитичченех, Мусул, Эрбиль, Алтункĕпрӳ, Керкюк, Дакук, Тузехурмату, Кифри, Ханекин хулисенче тата йышлă ялсенче пурăнаççĕ. Иракра пурăнакан туркменсен йышĕ 2,5 миллион çын ытла, чи нумай пĕлӳллĕ халăх шутланаççĕ вĕсем. Иракра халиччен туркмен культурине палăртакан мĕнпурĕ 30 ытла хаçат-журнал, тĕрлĕрен периодика литератури кăларнă. Вĕсенчен чи паллисене – «Бешир» хаçатпа «Кардешлик» журнала режим 1999 çулта кăларма чарнă.
Ирак патшалăхĕ 1932 çулта Нацисен Обществин членĕ пулас тесе туркменсене административлă тата культура прависен гарантине панă пулнă. Анчах çулталăкран туркменсен мĕнпур шкулĕсене хупса хунă. Ирак патшалăхĕн конституцийĕнче туркменсем çинчен нимĕн те асăнман, вĕсене патшалăх ĕçĕсенчен пăрма пуçланă. Правасемсĕр юлнă туркменсен гражданла прави те çук. 2003 çулхи çуркунне Ирака Америка вăрçăпа кĕни туркменсемшĕн те пысăк инкек пулса тăнă. Америка курдсене союзника суйласа илсе вĕсене Керкук хулинче пурăнакан туркменсен прависене хĕстерме хушнă. Апрелĕн 10-мĕшĕнче хулана курдсем тытса илнĕ, çурт, участок докуменчĕсене пĕтерме тытăннă, вырăнти халăх шăпипе хăйсене кирлĕ пек выляма пуçланă. Демократипе ирĕклĕх кĕтнĕ туркменсем американецсемпе курдсен аллине лекнĕ. Çавăн пекех курдсем Мусул, Тузехурмату, Арбил, Дияла хулисене тытса илнĕ. Туркменсем йышлă пурăнакан вырăнсенче çапăçусем, политикăлла вĕлерӳсем, криминалсем чарăнмаççĕ. Телафер хулинче çеç 3000 ытла çын вĕлернĕ, 10 пин ытла çын тыткăна илнĕ. Юлашки çапăçура вара Эмирли ялĕнче 100 туркмен вилнĕ. Иракри тĕрĕк халăхне пĕтересси малалла пырать. Пĕлтĕр Тазехурмату тата Телафер хулисенче геноцида пула 3000 çын ытла вилнĕ, пиншерĕшне арестленĕ. Иракри Туркменсен фрончĕпе ытти политикăлла партисем, çĕршыври халăх пурнăçне лайăхлатас тесе кĕрешекенсем мĕнпур тĕрĕк тĕнчине тата ирĕклĕхпе демократи вăйĕсене туркменсене тĕрĕслĕх тупма пулăшма ыйтаççĕ. Çакна Конгресс йышăннă резолюцире те палăртса хăварчĕç.
Румыни пусмăрĕнче асапланакан тепĕр тĕрĕк халăхĕн – секейсен синкерлĕ шăпи пирки те хĕрӳ калаçу пычĕ Конгресра. Легендăсем çак тĕрĕк халăхĕ ку тăрăха 1500 çул каялла Атилла патшапа пĕрле килсе лекни çинчен каласа параççĕ. Вĕсем тĕрĕк чĕлхипе калаçаççĕ, кĕввисем те, çырулăхĕ те авалхи тĕрĕксен. Ку çырулăхпа хальхи вăхăтра тĕнчипе те секейсем çеç усă кураççĕ.
Секейсем йышлă пурăнакан территори – Секелистан Ливанран пысăкрах, кунта 700 пине яхăн çын пурăнать, урăхла каласан, Исландири халăхран икĕ хут ытларах. Ку çĕршыва вăтам ĕмĕрсенче Секейсен королевстви тесе асăннă. Вĕсен хăйсен наци ассамблейи, йăли-йĕрки, законĕсем пулнă. Венгри королĕсем вĕсен автономине йышăннă. Çавăншăн секейсем венгрсен çарĕнче хĕсметре тăнă.
1918 çулта секейсем хăйсен уйрăм патшалăхне, Секелистан Республикине туса хума хăтланнă. Анчах вăрçăра çухатусем тӳсекен Венгрипе кунта тапăнса кĕнĕ румынсен, вĕсене пулăшакан французсен политикĕсем чăрмантарнă.
Хальхи вăхăтра Секелистан секейĕсем хирĕç пулнине пăхмасăр Румыни пусмăрĕ айĕнче пурăнать. Вĕсене дискриминацилеççĕ, хĕсĕрлеççĕ, хăвалаççĕ, наци ресурсĕсемпе çĕрĕсене туртса илеççĕ. Секейсене хăйсен прависене хӳтĕлеме пĕрлешӳсем туса хума Румыни правительстви тата Румынире пурăнакан венгрсен лидерĕсем май памаççĕ. «Румынири венгрсен демократиллĕ Альянсĕ» влаçри коалици пайĕ пулса тăрать-çке. Паянхи куна секейсене шухăшĕсене пĕлтерме çеç мар, этникăлла ячĕпе наци шрифтне официаллă усă курма та чараççĕ. Анăçри политиксем, çав шутра Европа Союзĕн лидерĕсем ытти çĕршывсене критиклеме юратаççĕ, хăйсен демократийĕн пысăк стандарчĕсем çинчен кăшкăраççĕ. Анчах та, секейсен ыйтăвне татса паман пулин те вĕсем 2007 çулхи кĕрешӳре секта Румыние Европа Союзĕн членне йышăннă. Çапла вара секейсене Евросоюз та хĕсĕрлет теме пулать.
Çавах та юлашки çулсенче Секелистанра автономи туса хурассишĕн мирлĕ культура кĕрешĕвĕ пуçланнă. Хăйсем пурăнакан вырăнсенче вĕсем хăйсен шрифчĕсемпе çырнă табличкăсем çакма пуçланă. Малашне çак кĕрешӳре вĕсене Тĕрĕк Халăхĕсен Конгресĕ пулăшасса çирĕп шанса тăраççĕ секейсем.
Çакăн çинчен Конгресра секейсен представителĕ, Англире пурăнакан Левент Борвели каласа пачĕ, пулăшу ыйтрĕ. Секейсен проблемисене Конгресс йышăннă резолюцире уйрăм пунктпа палăртса хăварчĕç.



Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2010  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
27282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz