Виталий! Сан яту чаплă,
Чун хавалу пуян та аслă,
Ĕçÿ, чăнах та, пархатарлă,
Вăл ĕмĕр пултăрччĕ мухтавлă!
Тĕнчери мĕн пур чечек -
Сирĕн валли, Виталий!
Чунран тухан ăш сăмахсем -
Пурте Сирĕншĕн вĕсем.
Юрăç ĕçĕ çăмăл мар -
Туртать-çке вăл чи йывăр лав.
Тĕрлĕ юрă шăрантарать,
Итлекенсене савăнтарать.
Чунна парса вăйна хунишĕн,
Çĕр-шывшăн пысăк ĕç тунишĕн,
Юрласа кăмăла çĕкленишĕн
Тавах, Виталий, сана!
|