Манмастпăр, Виталий Петров, сана,
Манмастпăр эпир юрӑçа.
Пуриншěн те çывăх, ентеш сан ятна
Тытатпăр ир-каç ăна асра.
Эс чаплă юрӑç пулса пурнăçра
Çунтарнă пиншер чěрене.
Юратнă çěр-шывшăн чипер самантра
Тăман хěрхенсе вăй-хална.
Патвар, улăп евěр чăваш ачине,
Мухтатпăр сана сăвăра.
Çак сăвва сан палăку вырăнне
Упратпăр тăван халăхра.
Усраççě ятна Чӑваш ен çыннисем
Ентешě пекех чěрере.
Пуриншěн те хаклă та çутă сăнна
Çухатмěç куçран ěмěрех.
|