Такăр мар вăл нихçан вăрçă çулĕ —
Чĕтренет, хумханать тинĕс пек.
Кашни çынăн куçра куççỹль тулĕ,
Мĕн пулса иртнине курнипе.
Х/ю:
Пурнăç хакĕ шутра вăл пулман —
Кĕç пултарнă салтак çухалма.
Вилĕм пынă ялан юнашар,
Чунсенче хыптарса хĕм пушар.
Нимĕç танкĕ шăвать шăлтăр-шалтăр,
Айĕнче таптанать çĕр-анне.
Хуçăлать яштак хыр шăтăр-шатăр,
Сирпĕнет вутлă хĕм пур енне.
Лăпкă мар чун-чĕрийĕ аттемĕн,
Хурçă утăн айне ыткăнать.
Чĕр юнпа хулпуççийĕ йĕпеннĕ,
Пурпĕрех вăл гранат ывăтать...
Çук атте, тĕнчере тек пурнаймĕ,
Илчĕ çĕр ăна хăй ытамне.
Асăмра çут сăнарĕ упранĕ,
Нихăçан та эп ямăп ятне.
|