Пултаруллă ентеше — Иван Афанасьевич Прокопьев-Чураль сăвăç-юрăçа, çуралнăранпа 65 çул тултарнă май тата паянхи творчество каçне халалласа.
Тавралăх мамăк пек шап-шурă,
Паян та кăшт çăватчĕ юр...
Иван Чураль хайлать çĕн юрă —
Кĕвĕлеме таланчĕ пур.
Илсе ăсталăхне хăй тĕллĕн,
Тухайрĕ юрă тĕнчине...
Янраç вĕсем пит илĕртỹллĕн —
Савăнтараççĕ çынсене.
Хăех вăл сăвăç, композитор,
Юрлать хăех, купăс калать...
Ĕмĕтленни ун чăн та çиттĕр —
Çапла Трак енĕм халаллать!
|