Телевизор! Эс мана Питӗ кансӗрлетӗн. Тухас тетӗп урама— Эс: «Мультфильм кур!» —тетӗн. А ун хыҫҫӑн —«Звездный час» Е тата темтепӗр... Уроксем хӑҫан тӑвас? (Апатне ҫиетпӗр!) Эп ларатӑп пӗр сехет... Иккӗ... Виҫҫӗ... Пиллĕк! Ну! Лекет сана! Лекет! Анне ӗҫрен килтӗр!.. Вӑл каларӗ-ҫке ӗнер: «Кун пекех пулсассӑн, Мур илесшӗ ещӗкне Хӑваратӑп сассӑр!..» Е... унран та ытларах: (Вӑт пулать пӗҫерккӗ!) Чарса хурӗ самантрах Электроэнерги... Эп ҫапах та кӑшт сана Вӑрттӑн хӗрхенетӗп: Аннене курсассӑнах
«Атте хушрӗ»,—тетӗп.
|