Ганна Петровна АНДРЕВĂНА, чӑн-чӑн ВЁРЕНТЕКЕНЕ.
Камшăн пурнăç — вăйă-кулă, Камшӑн — тӗпсӗр кӗленче. Камшӑн — лӑпкӑ, пӑнтӑх кӳлӗ. Саншӑн — тӑвӑллӑ тӗнче!
Тӑвӑлра этем вӑй-халлӑ! Тӑвӑлра — чёри ун вут!
Эс ҫапла пулма ҫуралнӑ! Лӑпкӑ пурнӑҫ саншӑн ют.
Эс утатӑн тӑвӑл витӗр Кунĕн-ҫӗрӗн малалла. Кам сана халь хуса ҫиттӗр — Камӑн чунё тӑвӑлра!
Ҫав чуна эс ӑнланатӑн Хӑв чунна ӑнланнӑ пек, Ёненӳ, вӑй-хал паратӑн ... Вӑл ҫавна курима пӗлет
Вӑл пӗлет: хӑш чух сана та Шеллемеҫҫӗ тӑвăлсем. Эс ҫавах. ҫавах утатӑн Ас-тӑнпа йӑлт ҫёнтерсе!
Вӑл пӗлет: ҫул-йӗр тумхахлӑ,
Тепӗр чух яка, шуҫлак .
«Ҫав ҫулпа утни —ухмахлӑх!»-
Тенине те илтрӗ ак.
Вӑл пӗлет: ун хӑйӗн ҫулӗ... Тусӗсем... Тӑшманӗсем...
Хӑйӗн савӑнӑҫ. Куҫҫулĕ...
Туррипе шуйттанĕсем.
Вӑл пӗлет: сан пек пулаймё; Ҫитесси сана —инҫе. Чи кирли—пуҫа вăл таймĕ Тӗрӗсмарлӑх умӗнче!
Вӑл пӗрре ӳксе аманчӗ, Ҫунчӗ ирсӗр элекре. Эс ӑна паратăн шанчӑк Ҫав асар-писерлӗхре.
Тӳрленмен-ха ун суранӗ: Чун тени—ытла черчен! Пурпĕр ҫӑмӑллӑх шырамӗ Вӑл, юлсассӗн та пӗччен.
Вӑл шанать: темле пулсан та- Ӳктӗр! Ҫунтӑр вӑл тепре!— Эс ӑна чунпа ӑнланӑн, Парӑн вӑй ҫӗнме тӗпрен!
...Чунӗпе те, чӗрипе те Вӑл тӑрать ҫав ҫул ҫинчех... ...Камшӑн пурнӑҫ лӑпкӑ питӗ. Камшӑн — тӑвӑллӑ тӗнче...
25.02 — 4.11.99. Николай ПЕТРОВ
|