Юхать, юхать Мӑн Шетмӗ, Хӑй тупнӑ йӗрӗпе. Эпир шкула ҫӳретпӗр Мӑн Шетмӗ хӗррипе.
Кӗнекесем вулатпӑр, Шутлатпӑр примерсем. Тетрадь ҫине ҫыратпӑр, Тӑватпӑр йӑнӑшсем.
Пӗри ҫырать «Мӑн Шетмӗ» Ҫемҫелӗх (ь) паллипе. Тепри пуҫне чикет те Ҫырать ӑна пӗрле!
А виҫҫӗмӗшён, курӑр, - Шыв ячӗ пӗчӗкрен! Ҫук! Ҫук! Пӑхмастӑп урӑх, Ҫыратӑп хам... Пӗччен!
Тен... эп те йӑнӑш ҫырнӑ... Ах! Кам-ши тӗрӗслет... Вулать... Вулать учитель... Вулать те... Тӗлӗнет!
Эп хам та тӗлӗнетӗп: Мӗнле вара, ҫапла. Юхать, юхать Мӑн Шетмӗ Виҫ тĕрлӗ йӑнӑшпа?..
Юхать, юхать Мӑн Шетмӗ Ҫавна пӗлмесёрех. Эпир шкула ҫӳретпӗр Мӑн Шетмӗ хӗррипе.
|