Кỹлĕ ялĕ — Кỹлхĕрри Карай:
Питĕ ырă, пурăнма та — рай.
Каласассăн чăвашла сăмах:
Савнă енĕм — чăннипех çăтмах!
Малашне те пирĕн Кỹлхĕрри
Юмахри пек капăр пултăр-и!
Пĕр çемье пекех тăван-пĕтен.
Уявра, ав, авăнать сĕтел...
Хăнана килсен хăта-тăхлач —
Йышпала хитре юрлаç-ташлаç!
Малашне те пирĕн Кỹлхĕрри
Пуринчен те туслă пултăр-и!
Ĕçлĕ халăх эпĕр ĕлĕкрен —
Пурнăçа çĕнетрĕмĕр тĕпрен.
Çавăнпах-ши кулленех туян:
Кĕрекемĕр пуянтан пуян!
Малашне те пирĕн Кỹлхĕрри
Таврара чи чаплă пултăр-и!
|