Тунтикун, 23.12.2024, 21:01
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Хайлавсем » Пирĕн пултарулăх » Георгий Тусли пултарулăхĕ

Хĕлимун, Хреççи тата Варуççи…

Сурăх тирĕнчен çĕлетнĕ çĕлĕкне Хĕлимун çамки çине пусарарах лартнă. Хăлхине салтса антарман пулин те, капла ăшăрах. Раштав сивви, çилĕ хăть ытлашши хуçаланаймасть пулин те, ытлашши пăркăчлаймасть арçынна. Ял çине, пусма картлашкисем евĕр, кăвак çут улăхса хăпарсанах урасем çинче Хĕлимун. Ватă çыннăн ыйхи кĕске çав. Хăть çитмĕл çул çине капашать пулсан та, аптрамасть-ха вăл. Шăмшакĕ çăмăл, чусынккă тăхăннă урисене çăмăллăн яра-яра пусать. Кĕçĕр çĕрĕпех юр канăçсăрлантарчĕ тата. Пĕтĕм кил-çурта, хуралтăсене ахах, мерчен пĕрчисем хупларĕç. Çавăнпа та иртерех ĕç-пуçа тытăнчĕ кил хуçи. Йывăç кĕреçе тытнăскер çурт таврашне, кил картине юр кĕрчĕсенчен тасатрĕ. Кил умне те, чĕркуççи таранах ашса, пăштик-пăштик! сывласах йĕркене кĕртрĕ. — Хĕлимун, Хĕлимкка, ясар куçĕсене тăруках мăчлаттарчĕ калитке умне тухнă Хреççи. — Манăн кил умĕ те пулăшу кĕтет... Лутрарах çан-çурăмлă, пит çăмартисем ăмăртмаллах пăт! путакан хĕрарăма куç хывнă-ха кỹрши. Пĕррехинче мунчара çурăмне те тикĕслесе янăччĕ. Курăс мунчалапах, супăньпе кăпăклантарсах ĕнтĕ, ырлăх кỹнĕччĕ. Тепрехинче тата, така пусса тирпейленĕ хыççăн, эх, çав хаяр шĕвеке, Хреççине сĕтел хушшинче тутинчен чуптуса та илнĕччĕ. Юрать-ха ку хыпар Варуççи хăлхине çитмен... Унсăрăн тĕк тăкма хатĕрленнĕ автан евĕр, самаях тĕк-çăмне вĕçтеретчĕ пулĕ арăмĕ. — Хĕлимун, Хĕлимчик... — сылтăм аллисене çил арман çунаттисем пекех çавăрттарчĕ Хреççи. — Ман пата юр уçма, вперед! Ачисем ỹссе çитĕннĕ, çын пулнă ĕнтĕ Хĕлимунăн. Ашшĕ килĕнче тĕтĕм-çулăм сỹнтермен. — Паян пĕр пăта çапмасан, ыран вара вуншар пăта çапма тивет, — хаштах сывлать арçын. — Чăн-чăн арçын пулмалла. — Чăн-чăн арçын пулмалла тенине ытахальтен каламасть вăл. Çавна ĕçĕпе те çирĕплетет, паллах... Пĕччен пурăнакан, качча тухман хĕрарăма алăран вĕçертесшĕн мар-мĕн... Ун патне çăмăллăнах çыпçăнать. — Çурăмне çунă, такине пусса тирпейленĕ... Халь, арăм çуккипе усă курса, Хреççи килне кĕрсе çаврăнса тухмаллах. Юрне те хырса парăпăр, кăмăл тăвăпăр, — пуçра шухăш çуралчĕ Хĕлимунăн. — Куç курать те алă тăвать... Лутрарах çан-çурăмлă хĕрарăмпа хăвăртах пĕр сак çине вырнаçрĕ Хĕлимун. Автан çулталăкĕ çывхарса килет тенĕн, ай-вай, ку-ка-ре-ку тукмакĕсем, газ кăмакинче ăшаланнăскерсем, пỹрт-çуртра техĕмлĕ шăршă сарнă. — Пĕрер стакан пыл сăри, Хĕлимухха...Тĕл пулнă ятпа хаклă ентешĕм, юратăвăм! — чăпăрт! чуптурĕ арçынна пĕчĕкрех хĕрарăм. — Раштав сивви пире нипочем! — Çуралнă кун ячĕпе кĕпе... Мана килĕшекен кĕлетке-çурăма, кĕпе... — иккĕмĕш стакана алă ытамне çаклатиччен килне чупса кайса килчĕ сăн-питне палан тĕсĕ çапнă арçын. — Çулталăкра пĕрре çаврăнакан уяв вĕт... Кĕпи чăнах та капăр. Чечеклĕ, унăн илемĕ чуна тыткăнлать, кĕлетке-çурăма та туххăмрах çамрăклăх сăн-сăпатне парнелет. Хакĕ-шывĕ те йỹнех мар çав... Тĕрĕссипе, кĕпине мăшăрĕ валли илнĕччĕ. Ара, унăн çуралнă кунĕ Автан çулĕнчи кăрлач уйăхĕпе сыпăнать-çке. Район центрĕнчи “Инесса” лавккара туяннă Хĕлимун хăтлă парнене. Арçынăн çемçе кăмăлĕ... Халь çав кĕпе, икĕ пин тенкĕ патне тăраканскер, лутра Хреççи çан-çурăмĕнче вырăн тупрĕ. Виççĕмĕш стакана, Турă калашле виççĕмĕшне, сарлака тути патне çывхартнăччĕ Хĕлимун... Алăка шак! шак! шаккарĕç... — Эпĕ-ха ку, Сухви почтальонка... Çĕнĕ çул умĕн ватлăх укçине парасшăн. Илме хатĕрех пуль... — хĕвел шевли евĕр йăл! кулăпа çиçекен Варуççи çине ăмсанса пăхрĕ хĕрарăм. — Вăт, ку кĕпепе чăннипех те патша майри пек ларатăн эсĕ Хреççи. Хамăр çын, лайăх çын тесе, шалт! çеç йăвантарчĕç тутлă сăрана. Алăкра каллех сасă пулчĕ. Йывăç пỹртре çитмĕлелле çывхаракан, туллирех сăн-питлĕ хĕрарăм курăнчĕ. Хĕлимун арăмĕ Варуççи иккен... Сĕтел кукринче, икĕ хĕрарăм хушшинче ыталанса ларакан Хĕлимуна асăрхасан тăруках чышкисене чăмăртарĕ Варуççи...

Категори: Георгий Тусли пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (20.02.2017)
Миçе çын вуланă: 334 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пурĕ миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Пайри уйрăмсем
Геннадий Юмарт [0]
Николай Карай пултарулăхĕ [96]
Поэзи тата проза
Леонид Антонов пултарулăхĕ [27]
Поэзи
Юрий Сементер пултарулăхĕ [26]
Поэзи
Исмай Исемпек пултарулăхĕ [7]
Николай Ершов-Янкер пултарулăхĕ [28]
Поэзи
Шетмĕ Михали пултарулăхĕ [2]
Николай Петров (Мăн Шетмĕ) пултарулăхĕ [94]
Георгий Тусли пултарулăхĕ [11]
Проза тата публицистика
Гурий Дубров пултарулăхĕ [69]
Николай Ункай пултарулăхĕ [4]
Поэзи
Анатолий Раскай пултарулăхĕ [1]
Юрий Шепилов юррисем [4]
Юрă тексчĕсем
Лука Семенов пултарулăхĕ [7]
Геннадий Сергеев [1]
Кулăш
Валентина Рудникова [13]
Поэзи
Çемен Эреш [1]
Поэзи
Галина Яковлева-Çуткÿл [6]
Поэзи
Зинаида Михайлова-Селиме пултарулăхĕ [4]
Калавсем. Сăвăсем
Галина Макарова пултарулăхĕ [8]
Поэзи
Мария Ильина пултарулăхĕ [1]
Поэзи
Ачасен пултарулăх конкурсĕ [71]
Красноармейски (Трак) районне туса хунăранпа 75 çул тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх йĕркеленнĕренпе 20 çул çитнине халалланă литература конкурсĕ
Ача-пăча пултарулăхĕ [49]
Районти пултаруллă ачасен ĕçĕсем
Александра Яковлева, Николай Янгер ячĕллĕ преми лауреачĕ [3]
Виталий Петров юрăçа халалланă сăвăсем [5]
Виталий Петров юрăç çуралнăранпа 60 çул çитнине халалласа ирттернĕ "Улăп-2014" вăйă конкурс материалĕсем

Шырав

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz