Тавах сана, Раççей салтакĕ, Упранăшăн лăпкăлăхра Салтакăмăр, çĕр-шыв аннемĕр Чыслать сана чунтан савса.
Эс ĕмĕр-ĕмĕр паттăр пулнă, Паян та çирĕп те патвар. Ялан эс халăхна сумланă, Тен, çавăнпах та пуль хастар.
Мухтав сана, Раççей салтакĕ — Çĕр-шывăма хÿтĕлекен. Эс ун тĕрекĕ, чысĕ, чапĕ. Хаярлăха çĕнтерекен.
Тавах сана, Раççей салтакĕ. Уяв кунне чун-чĕререн Сунас килет телей кун-çулĕ Вăй-хал та сывлăх, çут тивлет.
|