Вĕçленейсен çурхи аки-сухи,
Епле паха тус-юлташсен куравĕ.
Шавлать паян ентешĕмсен пуххи...
Ку — чăннипех чăваш çыннин уявĕ!
Куç умĕнче халь пирĕн мĕн пурри
Мĕн лайăххи — Тăван çĕршыв мухтавĕ.
Янрать паян ентешĕмсен юрри...
Ку — чăннипех чăваш çыннин уявĕ!
Чун савăнать, тăванăм, акă, туй...
Ĕçчен çынна — Тăван çĕршывăм тавĕ.
Кĕрлет паян хаваслă Акатуй...
Ку — чăннипех чăваш çыннин уявĕ!
Вĕçленейсен çурхи аки-сухи,
Епле паха тус-юлташсен куравĕ.
Шавлать паян ентешĕмсен пуххи...
Ку — чăннипех чăваш çыннин уявĕ!
Куç умĕнче халь пирĕн мĕн пурри
Мĕн лайăххи — Тăван çĕршыв мухтавĕ.
Янрать паян ентешĕмсен юрри...
Ку — чăннипех чăваш çыннин уявĕ!
Чун савăнать, тăванăм, акă, туй...
Ĕçчен çынна — Тăван çĕршывăм тавĕ.
Кĕрлет паян хаваслă Акатуй...
Ку — чăннипех чăваш çыннин уявĕ!
|