Сар хĕвел пăхать
ачашшăн,
Çутатать пирĕн
çула.
Ăслă çын эпир
пуласшăн
Çÿресе куллен
шкула.
Çирĕп сывлăхлă
пуласшăн –
Çырăнатпăр
кружока.
Кашни кун
аталанасшăн –
Тăрăшатпăр урокра.
Учительсене
сунатпăр
Сывлăх та
çитĕнÿсем.
Кăмăлтан эпир
калатпăр:
«Ăнса пыччăр
ĕçĕрсем».
Максим Степанов, 6б
класс,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ,
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
|