Кашни кунах шкула васкатăп,
Ăс-тăн пухатăп, вĕренетĕп.
Ирхи гимнастика тăватăп,
Сывлăхăма çирĕплететĕп.
Тантăшсемпе эп калаçатăп,
Килти ĕçе пăхса тухатăп,
Пурне те ырă кун сунатăп,
Учителе кĕтсе ларатăп.
Вĕрентекен класа кĕрсессĕн
Пурте ура çине тăраççĕ.
Ачасене ларма сĕнсессĕн
Шăпăрт кăна кĕрсе лараççĕ.
Пĕр харăссăн куçран пăхаççĕ.
Учитель сăмахне кĕтеççĕ.
Ун çепĕç сассине итлеççĕ,
Ăша хываççĕ, ăнланаççĕ.
Шкул пурнăçĕ ытла асамлă:
Пĕлÿ тĕнчи, ăсталăх çурчĕ –
Кунта йăлтах илемлĕ, чаплă,
Тăрăшса çеç ман вĕренесчĕ.
Кунта ман çывăх тусăмсем пур,
Кирек хăçан та пулăшаççĕ.
Учительсем те юнашар пур –
Мана анне пек юратаççĕ.
Хушма пĕлÿ илес тесессĕн –
Тем тĕрлĕ кружоксем ĕçлеççĕ.
Ташлас, юрлас, канас тесессĕн –
Тем тĕрлĕ уявсем иртеççĕ.
Шкулти хаваслă пурнăç тухмĕ
Ман асăмран вăл нихăçан та.
Вĕрентекен сăнарĕ юлĕ –
Эпир кирек ăçта пулсан та.
Кристина Лукина, 6б класс,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ,
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
|