Пĕрремĕш
учитель тухмасть асăмран,
Юратрăм
ăна эпĕ пĕтĕм чунтан.
Вĕрентрĕ
мана вăл çырма, вулама,
Хитре
ÿкерме, калаçма, шутлама.
Пĕрремĕш
учитель вăл чи пирвайхи,
Чи-чи
кăмăлли те чи-чи лайăххи.
Чĕри
ун пĕрмай ачасемшĕн çунать,
Тăван
анне пек вăл пире юратать.
Вăл
ырă, хисеплĕ, илемлĕ, хастар,
Ĕçчен,
тăрăшуллă, чунпа та патвар.
Пире
те хăй пек тăвассишĕн куллен
Вăйне
те, халне те нихçан шеллемен.
Учителĕн
ĕçĕ пĕртте çăмăл мар,
Анчах
пархатарлă, хисепсĕр те мар.
Мĕн
чухлĕ çынна парнелет хăй ăсне,
Пур
ыр кăмăлне, туйăмне те чунне.
Мария Данилова, 6б класс,
Красноармейски иккĕмĕш шкулĕ,
«Кăмăл» вĕренÿ пĕрлешĕвĕ
Ертÿçи – Михайлова З.П.
|