|
Ачалăх
Ĕçлеттерес тесе те мар, Выçсассăн, çăкăр ыйтнăран, Мана анне çурла тытма Вĕрентнĕ, эп вунна пуссан. Ята çурла аври çине Эп çырнăччĕ хитре касса, Уйра тупсан, Кам çурлине, Такам та пĕлнĕ, вуласа.
Пăхмастчĕç эс камне. Ана Виçсе паратчĕç — упален. Выраттăмччĕ, Хыçри çынна Хамран эп пур пĕр ирттермен.
Кашни пучах — çăкăр чĕлли, Çакна эп пĕлнĕ пĕчĕкрен. Пурне çине вырма палли Çурла лартман пуль ахальтен. Эп тунă сар кĕлтесенчен Çавра çĕмел ӳссе ларсан, Çут тĕнчере маншăн, ĕнен, Унран пахи нимскер пулман... Çиме ларсан, ĕшеннине Туяттăмччĕ кĕлеткере. Ачалăха эп хăш чухне Куратăп халь те тĕлĕк
| Категори: Николай Карай пултарулăхĕ | Кам хушнă: mixaj_58 (24.05.2009)
| Миçе çын вуланă: 430
| Рейтинг: 5.0/1 |
|
|
|
Ыйту | |
Статистика |
Кунта халĕ: 1 Хăнасем 1 Юзерсем 0 |
!--
|