Вырсарникун, 05.05.2024, 06:16
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк

Хыпар» хаçат пуш уйăхĕнче уйранпа тинкĕле çинчен çырса савăнтарчĕ. Çав статьясемпе паллашнă хыççăн хамăн шухăшсене те пĕлтерес   терĕм. Михаил мĕн ачаранах ÿкерме юратнă. Вăтам пĕлÿ илсен Чăваш патшалăх педагогика институтне çул тытнă. Унтан ăнăçлă вĕренсе тухсан Муркаш районĕнчи Ильинка шкулĕнче ĕçлеме пуçланă, çамрăк ăрăва илем тĕнчин алăкне уçма пулăшнă. Разумовсем -\çиччĕн пĕртăван. Асли Лида Ленинградра крановщицăра ĕçленĕ, халĕ Сернурта пурăнать. Михаилăн шăллĕ Виктор та Чăваш патшалăх педагогика институчĕн ÿнерпе графика факультетне пĕтернĕ, Етĕрнери ачасен искусство шкулĕн директорĕнче ĕçленĕ. Йăмăкĕ Нина та çав факультетрах вĕреннĕ. Хальхи вăхăтра Нина Еграшкина Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсем валли тухса тăракан «Канаш» хаçатра вăй хурать. Редакцие литература страницине илемлетекен ÿкерчĕкĕсене илсе пынă та хаçатра ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 130 | Хăçан хушнă: 14.07.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Санькасси ялĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ йĕркеленипе Осип Алексеев (Ăсан Уçăпĕ) çыравçă-журналистăн хăй çуралса ÿснĕ тата пурăннă çурчĕ çинче Асăну хăмине уçрĕç. Ĕç-хĕле писателĕн тăванĕсем, ял çыннисем тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх пайташĕсем хутшăнчĕç. Асăну каçне пĕрлĕх ертÿçи Иван Афанасьев çыравçă-композитор уçрĕ, сăмах каларĕ. Ун хыççăн пĕрлĕх ертÿçин çумĕ, район энциклопедийĕн тĕп редакторĕ Виталий Михайлов-Чунтупай çыравçăн чăваш литературăри тÿпи çинчен каларĕ. Виктор Данилов журналист-ветеран вара Ăсан Уçăпĕпе туслă çыхăнура пулни çинчен çирĕплетрĕ. Тăванĕсенчен çыравçăн аслă хĕрĕ Ирина тухса калаçрĕ, ашшĕн çынлăх туйăмĕ пысăк пулни çинчен пĕлтерчĕ. Асăну хăмине çыравçăн кĕçĕн ывăлĕ Александр Алексеев уçрĕ. Юлашкинчен ĕç-хĕле Ни ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 132 | Хăçан хушнă: 05.07.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Яковлев Николай Геннадьевич 1954 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче Красноармейски районне кĕрекен Чатукасси ялĕнче çуралнă. 1961-71 çулсенче Чатукасси вăтам шкулĕнче вĕреннĕ, ун хыççăн пĕр çул Енĕшкассинчи вулавăшра вăй хунă. 1972-74 çулсенче Совет Çарĕнче хĕсметре пулнă. 1974-75 çулсенче "Герой" колхозăн водителĕнче тăрăшнă, 1975-86 çулсенче вара Красноармейски районĕн шалти ĕçсен пайĕнче милицин участокри инспекторĕнче тимленĕ. 1986 çултан пуçласа 2011 çулччен «Чул хула трансгаз Газпромĕ» ОООн филиалĕнче – Заволжски ЛПУМГра хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен служба начальникĕнче вăй хунă. Халĕ – пенсионер, тивĕçлĕ канура. Вăл – районти юрă-ташă халăх пултарулăх ушкăнĕсен хастар пайташĕ, газ уçлакан станцин Заволжски клубĕнче те артист-юрăç тĕрлĕ конкурссемп ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 132 | Хăçан хушнă: 11.06.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Архипова (Александрова) Ольга Александровна 1929 çулхи авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Тусай ялĕнче çуралнă. Ачалăхĕ колхозсем йĕркеленнĕ пăтравлă вăхăтра, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1941-1945 çулĕсемпе пĕр килнĕ. Тусайри пуçламăш, Упири вăтам шкулта (1949),  Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ патшалăх педагогика институтĕнчен историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă (1953). Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпари вăтам (1953-1956),  Кĕçĕн Таяпари çичĕ çул вĕренмелли (1956-1957),  Елчĕкри вăтам(1957-1958),Çĕмĕрле районĕнчи Юманайри вăтам (1958-1985) шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ.

Педагог, фольклорист, таврапĕлÿçĕ, общество деятелĕ, ĕçпе вĕрентÿ (1953- ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 121 | Хăçан хушнă: 11.06.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
  1. Юрий Вирьял поэт-лирик тата куçаруçă ăçта тата хăçан çуралнă? Ку яла мĕншĕн çапла каланă-ши?

Юрий Вирьял (Юрий Петрович Петров) 1936 çулхи çурла уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Еншик Чуллă ялĕнче учитель кил-йышĕнче çуралнă. Пилĕк ачаран чи асли пулнă. Ку ял икĕ ял пĕрлешнипе пулса кайнă: Еншик тата Пысăк Чуллă. Еншик – яла пуçарса янă тĕне кĕмен чăваш, Чуллă – чулран тунă çуртсем пур тенине пĕлтерет.

  1. Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Сăвă çырма ăна мĕн хистенĕ? Вăл ăçта-ăçта вĕреннĕ тата ĕçленĕ, мĕнле пултарулăхпа палăрнă?

Юрий Вирьял хăй ачалăхĕпе Аслă Аттелĕх вăрçин асаплă кунĕсене чăтса ирттернĕ поэтсен йышне кĕрет. Учитель çемйинче çуралнăскер, «вăрçă ачи» пĕчĕкренех хут-кĕнекепе туслă пулнă. 3-4-мĕш класра вĕреннĕ вăхăтра ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 134 | Хăçан хушнă: 11.06.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Юрий Петров-Вирьял поэт çуралнăранпа 85 çул çитнине халалласа иртекен

«Чĕлхем! Санра çĕр кĕввине илтетĕп...» викторина ыйтăвĕсем

«Улăп - 2021» конкурс

  1. Юрий Вирьял поэт-лирик ăçта тата хăçан çуралнă? Ку яла мĕншĕн çапла каланă-ши?
  2. Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Сăвă çырма ăна мĕн хистенĕ? Вăл ăçта-ăçта вĕреннĕ тата ĕçленĕ, мĕнле пултарулăхпа палăрнă?
  3. Юрий Вирьял хăйĕн пĕрремĕш сăввисене ăçта-ăçта тата хăçан пичетленĕ? Пĕрремĕш сăвă кĕнеки мĕн ятлă тата хăçан пичетленнĕ? Унта ытларах мĕнле темăсем хускатнă?
  4. Юрий Вирьялăн пĕтĕмĕшле ĕçĕ-хĕлĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Ăна литература çулне уçса параканĕсем кам-кам пулнă? Поэт мĕнле-мĕнле хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ-ши?
  5. Поэтăн чи паллă юррисене çырса парăр, вĕсене ытлара ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 150 | Хăçан хушнă: 26.04.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Ака уйăхĕн 9-мĕшĕнче Красноармейски районĕн вулавăш пÿлĕмĕнче хастар чĕреллĕ журналиста, "Ял пурнăçĕ" хаçат редакторĕн çумне Юрий Зиновьевич Борисова 60 çул тултарнă ятпа чысларĕç. Красноармейски район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Н.Кузнецов ăна "Красноармейски районĕ умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн" медаль çакса ячĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕх правленийĕн ертÿçи И.А.Прокопьев "Чăвашлăха аталантарнăшăн" медальпе чысларĕ, Чăваш наци конгресĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçи З.П.Михайлова Хисеп хучĕпе саламларĕ.

БОРИСОВ Юрий Зиновьевич (псевд. Георгий Борзин) родился  9 апреля 1961 года в с. Убеево Красноармейского района Чувашской Республики. Журналист. Член Союзов ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 136 | Хăçан хушнă: 11.04.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Сăнсем

Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хамӑрӑн паллӑ ентеш — сӑвӑҫ, прозаик тата куҫаруҫӑ Нестер Кириллович Ефимов (литературӑри псевдонимĕ - Янкас) ҫуралнӑранпа 112 ҫул ҫитрӗ. Ҫакна халалласа, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче районти Культура ҫуртӗнче "Янкас вулавӗсем" ӑслӑлӑхпа тавра пӗлӳ конференцийӗ иртрӗ. Хальхипе вӑл пиллĕкмӗш хут пулчӗ.

Конференцине Н. Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗн ертÿçи Иван Афанасьевич Прокопьев уçрĕ. Вăл тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн наградăсем парас енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ Виталий Михайлович Михайлов Упи енче çуралса ÿснĕ, нумай çул хушши Упири вăтам шкулта ачасене пĕлÿ панă Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенне, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреатне Матвеев Иван Петровича педаго ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 165 | Хăçан хушнă: 04.03.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ педагогика ĕçĕнче, сăн ÿкерÿ, капăрлăх тата хушăм ал ĕç пултарулăх енĕпе нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн, район культурине аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенне, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреатне Матвеев Иван Петровича «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальпе чыслама йышăннă.

Тĕплĕнрех

Иван Матвеев пултарулăхĕ çинчен

Миçе çын пăхнă: 122 | Хăçан хушнă: 04.03.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Паян, кӑрлач уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, чӗлхеҫӗ, поэт, ҫыравҫӑ, куҫаруҫӑ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент, Петр Яковлевич Яковлев пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Литературӑра ӑна Петӗр Яккусен ятпа пӗлеҫҫӗ. Вӑл Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӑслӑлӑхӑн аслӑ ӗҫченӗ пулнӑ.

Петӗр Яккусен 1950 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Упаҫырми ялӗнче ҫуралнӑ. Мӑн Шетмӗ шкулӗнче вӗреннӗ, унтан И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн историпе филологи факультетне кӗнӗ 1990 ҫулта филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ пулса тӑнӑ, 1996 ҫулта – доцент.

Вӑл куҫару ӗҫӗпе те тӑрӑшнӑ, ытларах – тӗн литератури енӗпе. Петр Яковлевич «Евангелия от Луки», «Четвероевангелия», «Библия для детей», «Новый Завет» тата ытти кӗнекене чӑвашла куҫарнӑ. Вӑл «Кумаляк», «Эснереш», «Тӑм ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 174 | Хăçан хушнă: 07.01.2021 | Рейтинг: 1.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 5 6 7 8 9 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz