Юнкун, 24.04.2024, 10:25
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2021 » Ака » 26 » "Улăп-2021" конкурс-викторина ыйтăвĕсем (20-30.04.21)
"Улăп-2021" конкурс-викторина ыйтăвĕсем (20-30.04.21)
21:42
Сăн ÿкерчĕк

Юрий Петров-Вирьял поэт çуралнăранпа 85 çул çитнине халалласа иртекен

«Чĕлхем! Санра çĕр кĕввине илтетĕп...» викторина ыйтăвĕсем

«Улăп - 2021» конкурс

  1. Юрий Вирьял поэт-лирик ăçта тата хăçан çуралнă? Ку яла мĕншĕн çапла каланă-ши?
  2. Унăн ачалăхĕпе çамрăклăхĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Сăвă çырма ăна мĕн хистенĕ? Вăл ăçта-ăçта вĕреннĕ тата ĕçленĕ, мĕнле пултарулăхпа палăрнă?
  3. Юрий Вирьял хăйĕн пĕрремĕш сăввисене ăçта-ăçта тата хăçан пичетленĕ? Пĕрремĕш сăвă кĕнеки мĕн ятлă тата хăçан пичетленнĕ? Унта ытларах мĕнле темăсем хускатнă?
  4. Юрий Вирьялăн пĕтĕмĕшле ĕçĕ-хĕлĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Ăна литература çулне уçса параканĕсем кам-кам пулнă? Поэт мĕнле-мĕнле хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ-ши?
  5. Поэтăн чи паллă юррисене çырса парăр, вĕсене ытларах хăш композиторсем кĕвĕленĕ? Унăн пурĕ миçе юрă пур?
  6. Вăл Раççей поэчĕсен сăввисене чăвашла сахал мар куçарни паллă. Камсем вĕсем тата вĕсен хăш хайлавĕсене куçарнă-ши?
  7. Поэтăн пичетленсе тухнă поэзи кĕнекисене хронологи йĕркипе асăнса тухăр.
  8. Ачасем валли те сахал мар çырнă Юрий Вирьял. Эсир унăн çак темăпа пичетленнĕ сăвă кĕнекисене хронологи мелĕпе асăнса тухăр.
  9. Хамăр ентешсем ун çинчен тĕрлĕ хаçат-журналта сахал мар статья пичетленĕ. Çав çынсене палăртăр. Ăна «çамрăклăх юрăçи» тесе кам каланă?
  10. «Хĕç евĕр çивĕч,

Çиçĕм пек кăварлă,

Çут кĕмĕл саслă, витĕмлĕ чĕлхем!

Эс манăн ĕçĕмри сӳнми хастарлăх,

Юратупа кĕрешӳри илем!» - авторăн хăш сăввинчен çак йĕркесем? Ăçта тата хăçан пичетленнĕ вăл?

Асăрхаттарни: Викторинăна тĕп-тĕрĕс хуравланăшăн пĕтĕмпе 10 балл таран пухма пулать (кашни ыйту хуравĕшĕн 1 балл).

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 149 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2021  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
2627282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz