Вырсарникун, 05.05.2024, 04:11
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк

Çуралнăранпа 80 çул çитнĕ май тата нумай çул хушши чăваш поэзине аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлĕхĕн членне, Чăваш халăх поэтне тата Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченне, Петĕр Хусанкай, Нестер Янкас, Фатих Карим ячĕллĕ литература премийĕсен лауреатне Юрий Семёнович Семёнова (Юрий Сементере) Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ «Чăваш культурипе искусствине тата литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» («За вклад в развитие чувашской литературы, искусства и культуры») орденпа чыслама йышăннă.

Тĕплĕнрех

Миçе çын пăхнă: 131 | Хăçан хушнă: 03.01.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Чăваш пичечĕпе журналистика ĕçĕнче нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн, таврапĕлÿ тата публицистика енĕпе çырнă паха материалсемшĕн тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн ĕç-хĕлне аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн Раççей журналисчĕсен пĕрлĕхĕн членне, Чăваш Республикинчи таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Красноармейски районĕнчи уйрăмĕн ертÿçине тата Нестер Янкас ячĕллĕ культура тата искусствăпа литература пĕрлĕхĕн правленийĕн пайташне çуралнăранпа 70 çул тултарнă май Владимир Захарович Константинов таврапĕлÿçĕне, журналиста тата педагога «Чăвашлăха аталантарнăшăн» ("За развитие чувашской культуры") медальпе чыслама йышăннă.

... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 175 | Хăçан хушнă: 03.01.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Юрий Сементер (Юрий Семенович Семенов) Красноармейски районĕнчи Танăш ялĕнче 1941 çулхи кăрлачăн 2-мĕшĕнче çуралнă. Кĕçĕн Шетмĕри çичĕ çул вĕренмелли, Красноармейскинчи вăтам шкул-сенче, Çĕрпӳри культурăпа çут ĕç училищинче, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. 1960-1963 тата 1969-1971 çулсенче çар ретĕнче тăнă. 1964 çулта Чатукассинчи клуб заведующийĕнче, 1964-1966 çулсенче ВЛКСМ Çĕрпӳ райкомĕн пай пуçлăхĕнче, 1966-1969 çулсенче Çĕрпӳ район хаçачĕн сотрудникĕнче ĕçленĕ. 1971-1973 çулсенче Чăваш кĕнеке издательствин илемлĕ литература редакторĕ, аслă редакторĕ, редакцисен заведующийĕ пулнă, 1974 çултанпа — «Ялав» журналăн тĕп редакторĕ. Литература ĕçне шкул çулĕсенче тытăннă, малтанхи сăввисене хаçатсенче тата «Ялав» журналта (1958) пичетленĕ. Унтанпа Ю.Сементер çирĕм пилĕк кĕнеке пичетлесе кăларнă. Вĕсенчен паллăраххисем: «Тупа» (1972), «Аван-и, салтак» (1981), &la ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 130 | Хăçан хушнă: 03.01.2021 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Петĕр Яккусен (П.Я.Яковлев) поэт, ăсчах, тăлмачă çуралнăранпа 70 çул çитнине паллă туса ирттернĕ «Поэзирен чăнрах тĕнче эп тупаймарăм çĕр çинче...» инçет викторина хуравĕсем тата пĕтĕмлетÿ протоколĕ

  1. Петĕр Яккусен (Петр Яковлевич Яковлев) 1950 çулхи çурла уйăхĕн 26-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Упаçырми ялĕнче çуралнă. Ку тӑрӑхри ялсем сахалран та 300-400 ҫул лараҫҫӗ. Халапсем тăрăх, ку вырăнта Упаç ятлă тĕне кĕмен чăваш пурăнни паллă, çавăнпа ку яла çапла ят панă теççĕ. Ку вырăнта упа шăтăкĕ пулни çинчен калакан халапсем те пур. Хальхи Упаçырма унччен Тăмсар ятлă пулни те паллă.
  2. Вăл нумай ачаллă çемьере ÿснĕ, вуннăмĕш ача пулнă. Ашшĕ, Яков Иванович 1900 ҫулта ҫуралнӑскер, революции саманине курнӑ, Граждан вӑрҫи витӗр утса тухнӑ, коллективизаци хӑрушлӑхне курнӑ, Аслӑ аттелӗх вӑрҫине хутшӑннӑ. Петӗршӗн вӑл ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 193 | Хăçан хушнă: 13.12.2020 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Вопросы викторины 

VIII районной дистанционной игры-конкурса знатоков истории и культуры родного края

«Улăп - 2020»

  1. Петĕр Яккусен ăçта тата хăçан çуралнă? Ку яла мĕншĕн çапла каланă-ши?
  2. Унăн ачалăхĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Сăвă çырма ăна мĕн хистенĕ? Вăл ăçта-ăçта вĕреннĕ тата ĕçленĕ, мĕнле пултарулăхпа палăрнă?
  3. Петĕр Яккусен хăйĕн пĕрремĕш сăввисене ăçта-ăçта тата хăçан пичетленĕ? Пĕрремĕш сăвă кĕнеки мĕн ятлă тата хăçан пичетленнĕ? Унта ытларах мĕнле темăсем хускатнă?
  4. Петĕр Яккусен пĕтĕмĕшле ĕçĕ-хĕлĕ çинчен мĕн пĕлетĕр? Ăна литература çулне уçса параканĕсем кам-кам пулнă?
  5. Поэтăн чăваш филологийĕнчи наука ĕçĕ-хĕлĕ тата çитĕнĕвĕсем çинчен каласа парăр.
  6. Поэт православи тĕнĕн тĕп кĕнекине – Библине чăвашла куçаракан комиссинче ĕçлени паллă. Мĕнле-мĕнле кĕнекесем кăларассипе тимленĕ вăл ку енĕпе? Тат ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 226 | Хăçан хушнă: 04.11.2020 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Нумай çул хушши чăваш чĕлхипе литературине, культурипе наукине аталантарас енĕпе сумлă тÿпе хывнăшăн тата çуралнăранпа 70 çул çитнĕ май Писательсен пĕрлĕхĕн пайташне, поэт-чĕлхеçĕне, ăсчаха, филологи наукисен кандидатне Петр Яковлевич Яковлева (Петĕр Яккусене) Нестер Янкас ячĕллĕ культура, искусство тата литература пĕрлĕхĕн наградăсем парас енĕпе ĕçлекен комиссийĕ (председателĕ - Чăваш этнокультурин тава тивĕçлĕ деятелĕ В.М. Михайлов) «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медальпе чыслама йышăннă. Саламлатпăр!

Тĕплĕнрех

Миçе çын пăхнă: 182 | Хăçан хушнă: 26.08.2020 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хамӑрӑн паллӑ ентеш — сӑвӑҫ, прозаик тата куҫаруҫӑ Нестер Кириллович Ефимов (литературӑри псевдонимĕ - Янкас) ҫуралнӑранпа 111 ҫул ҫитрӗ. Ҫакна халалласа, нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче районти Культура ҫуртӗнче "Янкас вулавӗсем" ӑслӑлӑхпа тавра пӗлӳ конференцийӗ иртрӗ. Хальхипе вӑл тӑваттӑмӗш хут пулчӗ.

Конференцине Н. Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗн "Эпир - Трак ен ҫыравҫисем" (сӑвви - Николай Ершовӑн, кӗвви - Иван Прокопьевӑн) юррипе уҫрӗҫ. Ҫак мероприятине Н. Янкасӑн пиччӗшӗн ывӑлӗ - Петр Митрофанович Митрофанов профессор, ветеринари ӑслӑлӑхӗсен докторĕ хутшӑнни те хӑйне евӗр пысӑк савӑнӑҫпа телей пулчӗ. Вӑл хӑйӗн пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ, пултаруллӑ ҫывӑх тӑванне — Н. Янкаса аса илчӗ, ентешсене унӑн ятне сумлӑн упраса пурӑннӑшӑн чӗререн тав турӗ. Районти Н. Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх ертӳҫи И. Прокопьев Петр Митрофанович кӑк ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 236 | Хăçан хушнă: 04.03.2020 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Нарăс уйăхĕн 20-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Трак вăтам шкулĕнче Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунне халалланă чăваш чĕлхи кунĕ иртрĕ. Кунта районти шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем, Чăваш наци конгресĕн вĕренÿ комитечĕн пайташĕсем, Чăваш кĕнеке издательствин ĕçченĕсем, çыравçăсем, тавра пĕлÿçĕсемпе библиотека ĕçченĕсем пухăнчĕç. Хисеплĕ хăнасене 5в класс ачисем çăкăр-тăварпа, юрă-ташăпа кĕтсе илчĕç.
Унтан чĕлхе кунне хутшăнакансем уçă уроксенче пулчĕç. Трак шкулĕн чăваш чĕлхипе литератури вĕрентекенсем Ю.Е. Кузьмина «Чĕмпĕрти чăваш шкулĕ», И.М. Федорова «Пурнăç илемĕ», И.А. Павлова «Атте-анне пилленĕ тăван ен» темăсемпе ăста урокĕсем ирттерчĕç. Вĕсем чăвашла пуплев хăнăхăвĕсемпе, калаçу тĕслĕхĕсемпе, кăтарту хатĕрĕсемпе тата тĕрлĕ ĕç мелĕсемпе усă курса çĕнĕ пĕлĕве ачасен ăшне хывма тăрăшрĕç.
Савăнăçлă лару пысăк залра иртрĕ. Чăваш чĕлхи кунне Трак вăтам шкулĕн директорĕ И.А. Федорова уçрĕ. ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 255 | Хăçан хушнă: 21.02.2020 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Чӑваш Республикин вӗренӳ институтӗнче паян Тӑван чӗлхе кунне халалласа «Н.И. Ашмарин тата шкул вӗрентӗвӗ» ятпа ҫавра сӗтел иртрӗ. Ӑна ирттерме Чӑваш наци ӑслӑлӑхпа ӳнер академийӗ те хутшӑнчӗ. Ҫапла май паллӑ ӑсчахӑн кун-ҫулне тата унӑн эткерне чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсемпе академиксем пӗрле тишкерчӗҫ.

Ҫавра сӗтеле Юрий Исаев институт директорӗпе академин президенчӗ Евгений Ерагин ертсе пычӗҫ. Вӗренӳ ӗҫӗнче палӑрнисене хисеп хучӗпе ЧНК вице-президенчӗ Тимӗр Тяпкин та чысларӗ.

Докладпа тухса калаҫакансен йышӗнче чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем, гуманитари ӑслӑлӑх институчӗн ӗҫтешӗсем, академи пайташӗсем пулчӗҫ. Каласа хӑварас пулать, пухӑннӑ халӑх умӗнче хӑйсен тӗпчевӗсемпе студентсем те, шкул ачисем те паллаштарчӗҫ. Сӑмахран, Ангелина Яковлевӑпа Мадина Абдуллова хӑйсен тӑван ялӗнче — Етӗрне районӗнчи Пушкӑртра — Н.И. Ашмарин пухнӑ лексика пирки каласа пачӗҫ. Кӑсӑкл ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 191 | Хăçан хушнă: 21.02.2020 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 6 7 8 9 10 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz