Шăматкун, 18.05.2024, 16:44
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк

Миçе çын пăхнă: 216 | Хăçан хушнă: 08.02.2020 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Николай Ершов писатель çулленех хăйĕн ячĕллĕ литература конкурсне йĕркелесе ирттерет. Çакă кăçалхипе вун тăваттăмĕш хут пулчĕ. Хальхинче лауреат Дипломне Виктор Данилов тивĕçрĕ. Ăна çыравçă пичет ĕçĕн ветеранне районти "Ял пурнăçĕ" хаçатра 2019 çулта пичетленнĕ чи лайăх статьясемшĕн пама йышăнчĕ. В.М. Данилов 1957 çулта хамăр районти Еншик Чуллă ялĕнче çуралнă. Ялти вăтам шкултан, партин Чулхулари аслă шкулĕнчен тата патшалăх службин Атăл-Вятка академийĕнчен вĕренсе тухнă. Совет Çарĕнче службăра тăнă. Тĕрлĕ çулсенче районти "Ял пурнăçĕ" хаçатра корреспондентра, радиоорганизаторта, радиоинформаци пайĕн заведующийĕнче, район администрацийĕн радиоинформаци тата общественноçпа çыхăну тытакан пайĕн заведующийĕнче, организаципе тĕрĕслев тата информатизаци управленийĕн начальникĕн çумĕнче, вырăнти хăй тытăмлăх тата территорири общество хăй тытăмлăхĕн секторĕн заведующийĕнче ĕçленĕ. 2011-2018 çулсенче районти "Ял пурнăçĕ" хаçатăн ял ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 225 | Хăçан хушнă: 25.01.2020 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Трак енрен паллă çынсем чылайăн тухнă. Вĕсенчен пĕри — Иван Ефимович Шашков. ... Вăл 1909 çулхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕнче хамăр тăрăхри Пайсупин ялĕнче çуралнă. Упири пуçламăш, Çĕрпỹри икĕ сыпăклă шкулсенчен, 1935 çулта Ленинградри патшалăх университечĕн математикăпа механика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. 1936-1938 çулсенче 224-мĕш номерлĕ заводра инженер-расчетчикра ĕçленĕ. Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçине хутшăннă, аманнă. Ленинград хулине хỹтĕлес тата ăна ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусенче пулнă. 25840-мĕш номерлĕ çар чаçĕнче службăра тăрса 1946-1959 çулсенче стратеги тĕлĕ-шĕнчен пысăк пĕлте-рĕшлĕ ракетăсем туса кăларакан ăслăлăхпа тĕпчев институтĕнче ĕçленĕ. 1959-1963 çулсенче кунти лаборатори, 1963-1966 çулсенче ăслăлăх ĕçĕн, 1966-1969 çулсенче ятарлă вĕçев аппарачĕсен пайĕн пуçлăхĕсенче вăй хунă. Ăслăлăхăн 9 кандидачĕпе 2 докторне хатĕрленĕ. С.П. Королевпа пĕрле Р-7 ракетăсене ха-тĕрлесе кăларма тата тĕпчев ĕçĕсем ирттерме тỹрремĕне ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 224 | Хăçан хушнă: 25.01.2020 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнчи каçхине районти Культура çуртĕнче районти Н. Янкас ячĕллĕ культура, литература тата искусство пĕрлĕхĕн 30 çулхи юбилейĕпе асăннă пĕрлĕхĕн çĕнĕ лауреачĕсене чыслас енĕпе савăнăçлă каç иртрĕ. Чăн та, урамра çав тери пăрлă пулнăран унта пырса куракансен йышĕ пĕчĕкрех пулчĕ. Каçа районти Культура çуртĕнче вăй хуракан Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ Н.Филиппова уçса йĕркелесе пычĕ. Правлени членĕсем пĕрлĕхĕн "Эпир - янкасçăсем" юррине (сăвви — Н. Ершовăн, кĕвви — И. Прокопьевăн) шăрантарнă хыççăн çỹлерех асăннă пĕрлĕх председателĕ И. Прокопьев сăмах илчĕ. — 30 çул ĕнтĕ пĕрлĕх культура, литература тата искусство енĕпе пурăнать тата ĕçлет. Хальччен 89 уйрăм çынпа 18 коллектив лауреат ятне илнĕ. Вĕсен йышĕ паян тата хушăнать. Сумлă юбилей ячĕпе ăшшăн саламлатăп с ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 198 | Хăçан хушнă: 30.12.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Ку çул Янкас пĕрлĕхĕшĕн юбилейлă. Ăна йĕркеленĕренпе раштавăн 22-мĕшĕнче 30 çул çитет. Тĕллев — уява (ăна раштавăн 24-мĕшĕнче йĕркелеме шутлатпăр, унта кашниех çитессе шанатăп, правлени членĕсен, унчченхи тата хальхи мĕнпур лауреатсен ятарласа чĕнмесĕрех çитмелле) тĕплĕн хатĕрленсе ăнăçлă ирттересси. Ку чухне пĕрлĕх 25 çул тултарнă тапхăрти опытпа анлăн усă курмалла, çав ĕçре çĕнĕлĕхсем кĕртмелле. Хамăр ĕçе пуянлатса пынă май вĕсем пулаççех. Тĕслĕхрен, пĕрлĕхĕн тĕрлĕ тапхăрти ертỹçисене уявра калаçтармаллах пуль кĕскен, вĕсене пĕрлĕх членĕн билечĕсемпе тивĕçтермелле, значокĕсене çакмалла. Билетсемпе значоксем парасси те вăл çĕнĕлĕхсенчен пĕриех. Билетпа значок хамăр ĕçе ячĕшĕн мар, формализмсăр, тивĕçлĕ шайра туса пыни. Уявра çавна кăтартни кирлех. Лауреатсене медальсем, дипломсем пани йăлана кĕнĕ йĕрке. Халĕ ку ĕçре те çĕннине кĕртетпĕр. Кандидатсене тăратакан организацисене хамăрăн коллективлă членсен йышне, вĕсенчен взнос (500 тенкĕ) илетпĕр, çа ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 219 | Хăçан хушнă: 15.12.2019 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

 Раштав уйăхĕн 9-мĕшĕнче районти тĕп библиотекăн вулав залĕнче районти Н. Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн правленийĕн ларăвĕ пулчĕ. Кун йĕркине çирĕплетнĕ хыççăн унта ку пĕрлĕх председателĕ И. Прокопьев правленин 2019 çулхи ĕçĕсем çинчен отчет туса пачĕ. Иван Афанасьевич çак тапхăрта ирттернĕ мероприятисем пирки туллин чарăнса тăчĕ. Иртекен çулталăкри финанс тĕлĕшĕнчи лару-тăру çинчен председатель çумĕ В. Михайлов пĕлтерчĕ. Кăçал районти Н. Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхне йĕркеленĕренпе 30 çул çитет. Çавна май раштав уйăхĕн 24-мĕшĕнче, ытларикун районти Культура çуртĕнче савăнăçлă каç пулать. Унта районти Н. Янкас премийĕн çĕнĕ лауреачĕсене чыслаççĕ, лауреатсен пултарулăхĕн концерчĕ иртет. 18 сехет те 30 минутра пуçланать. Çỹлерех асăннă ыйтусемпе ларура В. Константинов, А. Алексеев, С. Гурьева, Н. Никоноров тата çак йĕркесен авторĕ тухса калаçрĕç. Ларура "Кедр тăрăхĕ — Трак ен" п ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 187 | Хăçан хушнă: 15.12.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Цель энциклопедии – собрать знания, рассеянные по свету, привести их в систему, понятную для людей, ныне живущих, и передать тем, кто придет после нас.

Французский энциклопедист ХVIII века Дени Дидро

В прошлом году вышла энциклопедия Красноармейского района Чувашии. Отличная книга. Ее я, пользуясь членством в наградной комиссии Союза чувашских краеведов, этой статьей представляю к диплому имени Михаила Тинехпи. Тем не менее, поскольку в подготовке труда участвовали четыре доктора наук (небывалый случай в нашей практике) и группа талантливых краеведов района, позволю себе указать на упущения, характерные и для других изданий.

Некоторые районные энциклопедии избегают исторических статей и фотографий, культуроведческих и отраслевых обзорно-аналитических тем, набивают страницы подручными биографиями и современными видами, притом они подаются в явно завышенных объем ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 216 | Хăçан хушнă: 17.11.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн авăн уйăхĕн 30-мĕшĕнче иртнĕ черетлĕ ларăвĕнче паянхи кун татса памалли ыйтусене пăхса тухнăччĕ. Пĕрремĕшĕ: пĕрлĕхĕн 30 çулхи юбилей каçне раштавăн 24-мĕшĕнче ирттерме йышăннă. Ăна 2019 çулшăн паракан Преми лауреачĕсене чыслассипе пĕрлештерме тĕв тунă. Унччен Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕн ятне тивĕçлĕ кандидатсемшĕн ыйтса çырнисене ятарлă комиссине çитермелле. Иккĕмĕшĕ: чăваш çыравçисен пĕртен-пĕр журналĕпе – «Тăван Атăл» альманахпа çыхăнăва çирĕплетме, çак журнала пĕрлĕх пайташĕсене çырăнма тата халăх хушшинче сармашкăн тăрăшма чĕнсе каларĕç. Унпа пĕрлех район хаçатне – «Ял пурнăçне» çырăнмаллине те аса илтерчĕç. Виççĕмĕшĕ: пĕрлĕх пайташĕсем сĕннипе пултаруллă тата уйрăмах талантлă ентешсене хавхалантарма «Чăваш культурине тата искусствипе литературине аталантарма тÿпе хывнăшăн» орден никĕслеме шутланă. Пĕрлĕх правленийĕн пайташĕсем Александр Казаков художник дизайнер тăр ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 214 | Хăçан хушнă: 01.11.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк

Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗх 2019 ҫулшӑн литературӑпа ӳнерте тата культура аталанӑвӗнче палӑрнӑ пултаруллӑ ҫынсене Нестер Янкас ячӗллӗ Преми памашкӑн кандидатсем тӑратмашкӑн халӑх умне сӗнӳпе тухать. Кандидат ҫинчен калакан автобиографипе характеристикӑна тата ӑна тӑратакан организацин ыйтса ҫырнине Преми паракан комиссине 2019 ҫулхи раштавӑн 20-мӗшӗччен ҫитермелле.

Нестер Янкас ячӗпе хисепленекен преми тӗллевӗ ҫакӑн пек: чӑваш культурипе искусствине, литературипе чӗлхине аталантарас, культурӑпа истори палӑкӗсене упрас, халӑхсен туслӑхне ҫирӗплетес, ӳссе ҫитӗнекен ӑрӑва тӗрӗс-тӗкел воспитани парас, уйрӑм ҫынсен пултарулӑхне аталантарас, наци культурин ҫитӗнӗвӗсене халӑх хушшинче сарас енӗпе тунӑ ӗҫсемшӗн хавхалантарасси.

Премие чӑваш культурине, литературипе искусствине малалла аталантарас ӗҫре уйрӑмах палӑрнӑшӑн, республикӑмӑрти тата районти ял ҫыннисен тӗрлӗ социаллӑ сийӗн культура ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 188 | Хăçан хушнă: 01.11.2019 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 7 8 9 10 11 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çу 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
  12345
6789101112
13141516171819
20212223242526
2728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz