Эрнекун, 26.04.2024, 17:21
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Красноармейски салинчи Культура çуртĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕн 2021 çулхи Преми лауреачĕсене чысларĕç. Пĕрлĕхĕн ертÿçи Прокопьев И.А. (Иван Чураль), наградăсем парас енĕпе ĕçленĕ комиссин председателĕ Михайлов В.М. (Аксар Чунтупай) Премие тата Лауреат ятне çак уйрăм çынсене пама йышăнни çинчен пĕлтернĕ:

Степанов Александр Иванович (Пăртта) артиста, драматурга тата сăвăçа. Тăван театрта 70 ытла сăнар калăплама пултарнăшăн, драматургире 12 пьеса çырса сцена çине кăларнăшăн тата 2021-мӗш ҫулта «Хӗллехи юратуллӑ каҫсем» (повесть, калавсем, пьесӑсем) пичетлсе кăларнăшăн тивĕçнĕ. Лауреат ятне пама Чăваш Республикин Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕх тăратнă.

... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 96 | Хăçан хушнă: 15.04.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Николай Дмитриевич Дмитриев - Карай - ача-пăча çыравçи тата шÿт ăсти пурӑннӑ пулсан кӑҫал, ака уйӑхӗн 15-мӗшĕнче, 80 ҫул тултарнă пулĕччӗ. Шел пулин те, 2016 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче йывӑр чире пула пиртен вӑхӑтсӑр уйрӑлса кайрӗ.
Николай Карай ҫемйи пысӑках пулман: ашшӗ, амӑшӗ, аппӑшӗ Валя тата пулас çыравçă Коля. Ашшӗ вӑрҫӑран таврӑнайман. Ҫавӑнпа та ачалӑхӗ те ҫӑмӑлах пулман, килти арҫын ӗҫӗ ун ҫине тиеннӗ. Пĕчӗк чух ӑна ялта Шӑнкӑрч тесе чӗннӗ. Ӳсерехпе Коля теме пуҫланӑ. «Ялти ҫичӗ класлӑ шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн 8-мӗш класа Мӑн Шетмӗ шкулне вӗренме кайрӑмӑр, анчах пурӑнмалли ҫук пирки вӗренме пӑрахрӑмӑр. Коля вара Красноармейски шкулне вӗренме кайрӗ. мӗншӗн тесен унта пурӑнма интернат пурччӗ. Вăл шкулта вӗреннӗ чухнех сӑвӑсем ҫыратчӗ, пире вуласа паратчĕ», - тесе аса илет халӗ Николай Исаков, унӑн ҫывӑх юлташӗ. Николай Дмитриевич ҫинчен шкулта чылай ҫул ӗҫленӗ Маркова Елена Антоновна та ҫапла аса илет: «Эпĕ Карай шкулне ĕҫлеме ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 199 | Хăçан хушнă: 10.04.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

СЕРГЕЕВ Геннадий Сергеевича, Трак ен кулăш ăстине, Нестер Янкас ячĕллĕ
Преми лауреатне, 89 çулхи çуралнă кунĕпе ырă сунса саламлатпăр!

Çавăн пек çын вăл Геннадий Сергеев
Сцена ăсти тесессĕн пит тĕрĕс.
Спектакльсенче тĕлĕнтерчĕ пурне те.
Калавсемпеле кулăшсен хуçи те.
Кун чухлĕ çула пурте çитеймеççĕ,
Пултарчĕ Сергеевич – кăмăлĕ çепĕç.
Халь саншăн çывăх Трак енĕн кĕтесĕ –
Шетмĕпе Çавалăн ывăлĕ эсĕ.
Тÿпери хĕвелĕ ирех йăл кулать.
Пурăн: Çÿлти хуçа мĕн чухлĕ калать.
Эс пур чух, куратпăр – тĕнче те пуян,
Тусусен ăшшийĕ юнашар ялан.

(Иван Прокопьев)

Миçе çын пăхнă: 141 | Хăçан хушнă: 10.04.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Район вулавӑшӗнче Трак енӗн паллӑ ҫыравҫипе тата таврапӗлӳҫипе, Нестер Янкас тата Трубина Мархви ячӗллӗ премисен лауреачӗпе 88 çулхи Гурий Дубров (Кăмакал Куркки) юрӑҫпа тата 25 кĕнеке авторĕпе Красноармейски вӑтам шкул вӗренекенӗсемпе вĕрентекенĕсем тӗл пулчӗҫ.

Справка: ДУБРОВ Гурий Егорович (р. 14.1.1934, д. Кумагалы) –  писатель-краевед, поэт, певец, композитор. Окончил Исаковскую 7-летнюю, Красноармейскую среднюю школы, школу киномехаников в г. Белебей Башкирской АССР, Чебоксарский кооперативный техникум (1971). Служил в рядах Советской Армии (1953–56). Работал киномехаником в Красноармейском районе (1951–53,1956–58), заместителем заведующего отделом культуры по кинофикации Клявлинского райисполкома Куйбышевской (ныне Самарской) области (1958–66), инструктором по кадрам (1966–82), заместителем председателя Красноармейского райпо (1988–94). Отличник советской потр ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 93 | Хăçан хушнă: 07.04.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Красноармейски округĕн тĕп вулавăшри вулав пÿлĕмĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх правленийĕн анлă ларăвĕ иртрĕ. Лару виçĕ ыйту пăхса тухса йышăну турĕ:

1. Чăваш Республикин таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн XIV-мĕш съезчĕ иртни çинчен отчёт (Пĕрлĕхĕн Трак енри уйрăмĕн ертÿçи - Константинов В.З.)

2. Чăваш Республикин таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Трак енри уйрăмĕн ертÿçи председательтен хăтарма ыйтса çырни çинчен (Данилов В.М.)

3. Чăваш Республикин таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Трак енри уйрăмĕн ертÿçине, уйрăм председателĕн çумне тата секретарьне çĕнĕрен суйласси (Прокопьев И.А.)

4. Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн наградăсем парас енĕпе ĕçлекен комисси йышне çĕнетесси (Михайлов В.М.)

Лару Константинов В.З. ыйтса çырнине тивĕçтерсе ăна Чăваш Республикин таврапĕлÿçĕсен пĕрлĕхĕн Трак енри уй ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 88 | Хăçан хушнă: 07.04.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Вопросы викторины «Вăл çуралнă çыравçă пулмах …»

X районной дистанционной игры-конкурса знатоков

истории и культуры родного края

«Улăп – 2022: Эпир Улăп йăхĕнчен!»

  1. Николай Карай поэт-çыравçă ă ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 196 | Хăçан хушнă: 28.03.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Нестер Янкас ячĕллĕ литературăпа искусство тата культура пĕрлĕхĕн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» («За развитие чувашской культуры») медалĕпе çак уйрăм çынна чыслас:

Чăваш Республикинчи Красноармейски муниципаллă округĕн депутатсен пухăвĕн депутатне, «Модуль» строительство организацийĕн ертÿçине, Шупашкарти «Трак ен» ентешлĕх ертÿçине Алексей Николаевич Львова çуралнăранпа 60 çул тултарнă май Трак енри культурăпа искусствăна аталантарас тĕлĕшпе тунă пуçаруллă ĕçсемшĕн, Красноармейски ял тăрăхне  илемпе хăтлăх кĕртес енĕпе тăрăшулăх кăтартнăшăн, округ центрĕн чысне-сумне республикăмăр умĕнче тивĕçлĕ шая çĕкленĕшĕн Чăваш Республикин Красноармейски муниципаллă округĕнчи Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература п ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 97 | Хăçан хушнă: 13.03.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

Степанов Александр Иванович (Пăртта) 1963-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Красноармейски районӗнчи Алманч ялӗнче ҫуралнӑ Кӑштахран çемье Туҫи-Чуракасси ялне куҫса килнӗ.1970 ҫулта ҫав ялтах пуҫламӑш шкула кайнӑ. Ялта виҫҫӗмӗш класс таран кӑна вӗрентнӗрен малалла Алманчри вӑтам шкула ҫÿреме пуҫланӑ. Шкул ҫулӗсенчех сӑвӑ-калав ҫырас туйăм вӑраннӑ. Хӑйӗн хайлавӗсене районти «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра пичетленӗ. 1980-мӗш ҫулта вунӑ класс пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти тракторсем тӑвакан завода ЧПУ станокçă вӗренекенĕ пулса ӗҫе вырнаҫнӑ. 1985-мӗш çултан Ярославльти театр институчӗн студенчӗ тата пукане театрӗн артисчӗ пулса тӑрать.

Пукане театрӗнче артистра вӑй хунӑ вӑхӑтра ача-пӑча журналӗсене валли чылай сӑвӑ-калав хайлать. «Тӑван Атӑл», «Ялав», «Ҫил ҫунат», «Коммунизм ялавӗ», &laq ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 121 | Хăçан хушнă: 06.03.2022 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

« 1 2 3 4 5 6 7 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz