Вырсарникун, 05.05.2024, 02:34
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2021 » Утă » 5 » Осип Алексеев (Ăсан Уçăпĕ) çыравçă-журналистăн Асăну хăмине уçрĕç
Осип Алексеев (Ăсан Уçăпĕ) çыравçă-журналистăн Асăну хăмине уçрĕç
11:22
Сăн ÿкерчĕк

Фоторепортаж

Утă уйăхĕн 3-мĕшĕнче Красноармейски районĕнчи Санькасси ялĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ культурăпа искусство тата литература пĕрлĕхĕ йĕркеленипе Осип Алексеев (Ăсан Уçăпĕ) çыравçă-журналистăн хăй çуралса ÿснĕ тата пурăннă çурчĕ çинче Асăну хăмине уçрĕç. Ĕç-хĕле писателĕн тăванĕсем, ял çыннисем тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх пайташĕсем хутшăнчĕç. Асăну каçне пĕрлĕх ертÿçи Иван Афанасьев çыравçă-композитор уçрĕ, сăмах каларĕ. Ун хыççăн пĕрлĕх ертÿçин çумĕ, район энциклопедийĕн тĕп редакторĕ Виталий Михайлов-Чунтупай çыравçăн чăваш литературăри тÿпи çинчен каларĕ. Виктор Данилов журналист-ветеран вара Ăсан Уçăпĕпе туслă çыхăнура пулни çинчен çирĕплетрĕ. Тăванĕсенчен çыравçăн аслă хĕрĕ Ирина тухса калаçрĕ, ашшĕн çынлăх туйăмĕ пысăк пулни çинчен пĕлтерчĕ. Асăну хăмине çыравçăн кĕçĕн ывăлĕ Александр Алексеев уçрĕ. Юлашкинчен ĕç-хĕле Николай Яковлев юрăçă илемлетрĕ. Вăл пухăннисене чăваш халăх тата тĕрлĕ композиторсен юррисемпе савăнтарчĕ.

Ăсан Уçăпĕ çинчен (кĕскен, чăвашла)

Ăсан Уçăпĕ çинчен (вырăсла)

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 132 | Кам хушнă: mixaj_58 | Тегсем: Осип Алексеев, журналист, Ăсан Уçăпĕ, çыравçă | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Утă 2021  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
   1234
567891011
12131415161718
19202122232425
262728293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz