Эрнекун, 26.04.2024, 06:44
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2021 » Пуш » 4 » "Янкас вулавӗсем" пиллĕкмĕш хут иртрĕç
"Янкас вулавӗсем" пиллĕкмĕш хут иртрĕç
19:13
Сăн ÿкерчĕк

Сăнсем

Кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хамӑрӑн паллӑ ентеш — сӑвӑҫ, прозаик тата куҫаруҫӑ Нестер Кириллович Ефимов (литературӑри псевдонимĕ - Янкас) ҫуралнӑранпа 112 ҫул ҫитрӗ. Ҫакна халалласа, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче районти Культура ҫуртӗнче "Янкас вулавӗсем" ӑслӑлӑхпа тавра пӗлӳ конференцийӗ иртрӗ. Хальхипе вӑл пиллĕкмӗш хут пулчӗ.

Конференцине Н. Янкас ячӗллӗ литературӑпа искусство тата культура пӗрлӗхӗн ертÿçи Иван Афанасьевич Прокопьев уçрĕ. Вăл тата Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕн наградăсем парас енĕпе ĕçлекен комисси председателĕ Виталий Михайлович Михайлов Упи енче çуралса ÿснĕ, нумай çул хушши Упири вăтам шкулта ачасене пĕлÿ панă Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенне, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреатне Матвеев Иван Петровича педагогика ĕçĕнче, сăн ÿкерÿ, капăрлăх тата хушăм ал ĕç пултарулăх енĕпе нумай çул хушши тăрăшса ĕçленĕшĕн, район культурине аталантарма сумлă тÿпе хывнăшăн «Чăвашлăха аталантарнăшăн» медальпе чысларĕç.

Унтан Красноармейскинчи вӑтам шкул учителĕ В.М. Михайлов "Ильин Анатолий Владимирович - артист-режиссёр" темӑпа тухса калаçрӗ. Ентеш-юбилярсен пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ пирки конференцире малалла докладсене ҫаксем туса пачӗҫ: Григорьева Т.Ю ("Алагер Василий Осипович - драматург, критик, куçаруçă"), Гурьева С.А. ("Алексеев Анатолий Петрович - ăста музыкант"), Филиппова Т.Н. ("Борисов Юрий Зиновьевич - пултаруллă журналист"), Герасимова И.В. (Виръял-Петров Юрий Петрович - паллă çыравçă"), Назарова С.М. ("Васильев Владимир Васильевич - Совет Союзĕн Геройĕ"), Петрова С.В. ("Деменцова Роза Трофимовна - пултаруллă радиожурналист"), Серафимов В.С. ("Васнар-Иванова Фаина Михайловна - юрăçă" тата "Шепилов Юрий Васильевич - композитор"), Борисов Ю.З. ("Константинов Владимир Захарович - тавра пĕлÿçĕ"), Козлова И.Н. ("Николаев Георгий Николаевич - художник"), Тусли-Ефимов Г.Л. ("Рудникова Валентина Васильевна - педагог, поэт, композитор"), Прокопьев И,А. ("Сементер-Семенов Юрий Семенович - паллă поэт"), Фёдорова И.М. ("Соловьёв Илья Тихонович - Супенкке Илли - педагог, журналист"), Тихонова Л.А. ("Степанов Илья Романович - паллă композитор"), Алексеев А.П. (Чернышев Никита Константинович - Шетмĕ - композитор"), Михайлова З.П. ("Яковлев-Тоймак Василий Яковлевич - поэт, прозаик, журналист").

Докладчиксене хастарлӑхшӑн пурне те рай­он администрацийӗн Дипломӗсемпе чысларӗҫ. Конференцине хутшӑннисем культура ӗҫченӗсен хамăр ентеш-композиторсен кĕвви-сăввисемпе йĕркеленĕ концертне те (ертÿçи - Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ, Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ Н.М. Никоноров) пӑхса савӑнма пултарчӗҫ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 165 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Пуш 2021  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
293031

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz