Вырсарникун, 05.05.2024, 20:27
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2021 » Çĕртме » 11 » Ольга Архипова сăвăç-çыравçăна Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕн ятне панă
Ольга Архипова сăвăç-çыравçăна Нестер Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕн ятне панă
13:55
Сăн ÿкерчĕк

Архипова (Александрова) Ольга Александровна 1929 çулхи авăн уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш Республикин Красноармейски районĕнчи Тусай ялĕнче çуралнă. Ачалăхĕ колхозсем йĕркеленнĕ пăтравлă вăхăтра, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1941-1945 çулĕсемпе пĕр килнĕ. Тусайри пуçламăш, Упири вăтам шкулта (1949),  Шупашкарти И.Я.Яковлев ячĕллĕ патшалăх педагогика институтĕнчен историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литература уйрăмĕнчен вĕренсе тухнă (1953). Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпари вăтам (1953-1956),  Кĕçĕн Таяпари çичĕ çул вĕренмелли (1956-1957),  Елчĕкри вăтам(1957-1958),Çĕмĕрле районĕнчи Юманайри вăтам (1958-1985) шкулсенче чăваш чĕлхипе литератури вĕрентнĕ.

Педагог, фольклорист, таврапĕлÿçĕ, общество деятелĕ, ĕçпе вĕрентÿ (1953-1985) тата тыл (1941- 1945) ветеранĕ, вăрçă ачи, Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлешĕвĕн пайташĕ (1997), фольклор ансамблĕн никĕслевçи тата ертÿçи (1970), «Ылтăн тата хурçă перо» тăван чĕлхепе литература  кружокне пуçараканĕ тата ертсе пыраканĕ, «Çамрăк хунавсем» литература антологийĕпе альманахне йĕркелекенĕ,  республика тата Раççей пичет кăларăмĕсенчи статьясен тата чылай кĕнеке авторĕ, радио-тележурналистикăра та палăрнă.

Алексей Талвир ячĕллĕ литература, И.Я.Яковлев ячĕллĕ чăваш наци премийĕсен лауреачĕ, чăваш халăх пултарулăхĕн тĕрлĕ фестиваль-конкурс лауреачĕ (1960-1980), СССР халăх артисчĕ Вера Кузьмина ячĕлл илемлĕ вулав конкурсĕн лауреачĕ (2017).  «Ĕç ветеранĕ», 2-мĕш степенлĕ «Медаль материнства», Раççейри ача çыравçисен пĕрлешĕвĕн «Мудрая сова», «Вăрçă ачисем», Тăван çĕршывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçин Çĕнтерĕвĕн юбилейлă медалĕсене тата Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.

Ольга Александровна Севастиан Михайлович Архипов мăшăрĕпе пĕтĕм пурнăçне ачасене вĕрентессипе, воспитании парассипе çыхăнтарнă, халăха çутта кăларас тесе нумай тăрăшнă. Севастиан Михайлович вун çиччĕре чухнех çак ĕçе пикеннĕ, 58 çул педагогика тытăмĕнче тăрăшнă, 20 çул ытла Çĕмĕрле районĕнчи Юманайри вăтам шкул директорĕнче вăй хунă. Ольга Александровна çамрăксен темиçе ÿсĕмне хамăрăн пăлхар-сăвар-чăваш чĕлхине вĕрентес пархатарлă ĕçе пĕтĕм пурнăçне хывнă, чăваш сывлăшне сиплĕх кÿрес енĕпе пысăк утăмсем тунă. Архиповсем пилĕк ачана ура çине тăратнă. Вĕсем те ашшĕ-амăшĕн çулĕпе утаççĕ. Çемьен пĕтĕмĕшле педагогика стажĕ 550 çул ытла шутланать. Ольга Александровна тата Севастиан Михайлович Архиповсем вĕрентÿпе культура аталанăвне пысăк ÿсĕм кÿнĕ.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 122 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2021  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz