Вырсарникун, 05.05.2024, 16:09
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2021 » Çĕртме » 11 » Николай Яковлев юрăçа "Чăвашлăха аталантарнăшăн" медальпе чысланă
Николай Яковлев юрăçа "Чăвашлăха аталантарнăшăн" медальпе чысланă
13:59
Сăн ÿкерчĕк

Яковлев Николай Геннадьевич 1954 çулхи январĕн 20-мĕшĕнче Красноармейски районне кĕрекен Чатукасси ялĕнче çуралнă. 1961-71 çулсенче Чатукасси вăтам шкулĕнче вĕреннĕ, ун хыççăн пĕр çул Енĕшкассинчи вулавăшра вăй хунă. 1972-74 çулсенче Совет Çарĕнче хĕсметре пулнă. 1974-75 çулсенче "Герой" колхозăн водителĕнче тăрăшнă, 1975-86 çулсенче вара Красноармейски районĕн шалти ĕçсен пайĕнче милицин участокри инспекторĕнче тимленĕ. 1986 çултан пуçласа 2011 çулччен «Чул хула трансгаз Газпромĕ» ОООн филиалĕнче – Заволжски ЛПУМГра хăрушсăрлăх енĕпе ĕçлекен служба начальникĕнче вăй хунă. Халĕ – пенсионер, тивĕçлĕ канура. Вăл – районти юрă-ташă халăх пултарулăх ушкăнĕсен хастар пайташĕ, газ уçлакан станцин Заволжски клубĕнче те артист-юрăç тĕрлĕ конкурссемпе концертсене хутшăннă. 2017 çултанпа районти Культура çурчĕ çумĕнчи "Трак ен" фольклор ушкăнĕн пайташĕ, ушкăнпа 50 яхăн тĕрлĕ пултарулăх каçĕсене хутшăннă, вĕсенчен 35-шĕнче уйрăммăн чăваш композиторĕсен юррисене юрланă.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 133 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çĕртме 2021  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz