Тунтикун, 29.04.2024, 08:13
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
21.09.2009 
"Хыпар" 

Елена АТАМАНОВА 

ПĔЧĔКРЕН юрра-кĕвве кăмăллаттăм. Анне питĕ уçă саслăччĕ, юрлама юрататчĕ. Асатте те ăста кĕслеçĕ пулнă. Пилĕк çултах Гена пиччен балалайкипе калама хăнăхрăм. Вăл хут купăс туянни халĕ те асра. Епле ăмсаннăччĕ ăна. Мана тыттарасшăн марччĕ купăсне, пытарса хăваратчĕ, пур пĕрех шыраса тупса вăл сисиччен алла илеттĕм. Çапла хам тĕллĕнех, никам вĕрентмесĕрех выляма хăнăхрăм, - каласа кăтартать Красноармейски тăрăхĕнчи Кушкăра пурăнакан Илья Романович Степанов композитор.

Колхоз сачĕ витĕр выртакан сукмак илсе çитерчĕ вĕсем патне. Пĕр ретлĕ пĕчĕк урам сăрт айккипе ларса тухнă. Йĕри-тавра ем-ешĕл, умĕнче пысăк-пысăк çырма. Илья Романович çыран айккине йывăç лартса кил умне пĕчĕк пахча çавăрнă. Ял варринчи аслă çултан аякра, улах вырăнта пурăнаççĕ вĕсем. Чÿречерен тинкерсен те Кушкă çыннисен çурчĕсем мар, сип-симĕс курăклă улăх, çырма, уй-хир кăна курăнать. Пĕр кил урлă - колхоз сачĕ. Чăн-чăн ырлăх, мĕнешкел иле ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 676 | Хăçан хушнă: 22.09.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш классикĕсем çинчен сăмах тухсан Константин Ивановпа, Çеçпĕл Мишшипе пĕрлех Александр Артемьев писатель асăма килет. Тен, вăл çырнă «Салампи» кĕнеке манăн пурнăçри хам тĕллĕн вуланă чи пĕрремĕш кĕнеке пулнăран, тен, чăваш ялĕнче çитĕнсе вырăсла вулама хăнăхма ĕлкĕрменскер, Тургенева, вырăссен мăнаçлă писательне «Пирвайхи юрату», «Ася», «Чĕрĕ виле» повĕçĕсемпе прозăлла сăввисене Александр Артемьев куçарăвĕ урлă паллашса чĕрене хывнипе-ши? Миçере пулнă-ши эпĕ ун чухне? Халĕ астумастăп та ĕнтĕ. Анчах писатель тăван сăмахсемпе питĕ асăрханса, питĕ чечен те черчен япалана ватасран шикленнĕн, чĕлхе çеммине пăхăнса куллен шухăшлаттаракан ыйтусене пĕр вăхăтрах ансат та, илемлĕн çырса кăтартнипе-ши? 
Александр Артемьев çуралнăранпа сентябрĕн 14-мĕшĕнче 85 çул çитрĕ. Вăл Чăваш Енри Элĕк районне кĕрекен Тури Вылара çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса хастаррăн çапăçнă, о ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 2133 | Хăçан хушнă: 22.09.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
Эрĕнпур хулин центрĕнче “Наци ялĕ” музей-парк уçас шухăша Алексей Чернышев кĕпĕрнаттăр 2004 çулта пĕлтернĕ. Çавна май “Наци ялĕ” культура комплексĕ тăвасси” хушу çирĕплетнĕ. Халăх шутне тĕпе хурса ку ĕçе хутшăнма кăмăл тăвакан вунă наци пĕрлешĕвне палăртнă. Каланă - тунă. Акă паянхи кун тĕлне 10 “урамлă” тĕлĕнмелле ял ÿссе ларнă. Юрий Гагарин ячĕллĕ паркра вырнаçнă вăл.

2007 çулта украин‚ казах‚ пушкăрт килĕсем уçăлнă ятпа чаплă мероприятисем ирттернĕ. Сăмах май каласан‚ пирĕн республикăран унта ПР Президенчĕ М. Г. Рахимов тата ытти официаллă çынсем‚ артистсем хутшăннă. Уяв хăнисене пушкăрт апат-çимĕçĕпе сăйланă‚ юрă-ташăпа савăнтарнă.
Тепĕр çултан ялта мăкшăпа белорус‚ нимĕçпе вырăс чĕлхисем “янăрама” пуçланă. Çаплах тутарсемпе армянсен çурчĕсем хута кайнă.
Кашни центрта наци апат çимĕçĕпе хăналакан ресторан‚ библиотека тата этнографи музейĕ ĕçлеççĕ. 
Авăн уйăхĕн юлашки кунĕсенчен пĕринче Эрĕнпур облаçĕнче пурăнакан 17 пин чăваш та “кил-çуртлă” пул ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 670 | Хăçан хушнă: 22.09.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Авăн уйăхĕн 17-мĕшĕнче Красноармейски районĕн халăх пултарулăх çурчĕнче Нестер Янкас ячĕллĕ Преми лауреачĕн, Чăваш Республикинчи композиторсен ассоциацийĕн членĕн, Чăваш Республикинчи музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕн, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕн Юрий Васильевич Шепиловăн асăну каçĕ-концерчĕ иртрĕ.

Пултаруллă композиторăн сумлă ĕçĕ-хĕлĕ çинчен Красноармейски ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.К.Шестаков, Чăваш Республикинчи композиторсен ассоциацийĕн председателĕ, Раççей Федерацийĕнчи музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ Н.А.Зимин музыковед тата композитор, педагогика наукисен кандидачĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика университечĕн доценчĕ, Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх премийĕн лауреачĕ, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ культура ĕçченĕ Ю.Кудаков композитор тухса калаçрĕ ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 592 | Хăçан хушнă: 18.09.2009 | Рейтинг: 5.0/2

Сăн ÿкерчĕк
Красноармейскинче пурăннă Юрий Васильевич Шепилов композиторăн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Иртнĕ çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче вăл 57 çул тултармасăрах пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Ентешĕмĕр вăтăр ытла юрă кĕвĕленĕ, вĕсенчен чылайăшне чăваш радио передачисем тăрăх, ялсенчи культура керменĕсен сценисем çинчен шăрантараççĕ. Чуна пырса тивеççĕ, кăмăла уçаççĕ, вăй-хал хушаççĕ Шепилов юррисем. Вĕсем ĕмĕр-ĕмĕрхалăхра янăраччăр, хăйсен çĕкленÿллĕ кĕввисемпе пурăнма, ĕçлеме, вĕренме хавхалантарса пыччăр малашне те.

(Юрий Шепилов композитор çĕре кĕнĕренпе çулталăк çитнĕ май) 

Юрă-кĕвĕ тĕнчин пуянлăхне алла илес çĕрте унăн çывăх тус-юлташĕ Михаил Васильевич Дмитриев та иксĕлми тÿпе хывать. Вăл ентешĕмĕрпе 1987 çулта туслă çыхăну тытма пуçланă. Туслăх вара ытларах творчество ĕçĕпе çыхăннă. Пĕри юрă-кĕвĕ çырнă, тепри нотăсенчи йĕркесене вăл е ку музыка инстуменчĕсемпе усă курса "вăй кĕртнĕ". 

— Михаил Васильевич, эсир халь темиçе çул ĕнтĕ Трак тăрăхĕнче ĕçлетĕр. Тĕ ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 690 | Хăçан хушнă: 10.09.2009 | Рейтинг: 5.0/3 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Ытла та ир качча тухрĕ Клара: 17 çултах хĕртен арăм пулса тăчĕ. Тин çеç аттестат илнĕскере ашшĕпе амăшĕ те, тантăшĕсем те ку утăма васкаса тума юраманни пирки асăрхаттарчĕç, çук, ÿкĕте кĕртеймерĕç.

- Мĕнле ăнланмастăр-ха эсир: юрататăп эпĕ Олега, вăл та мансăр пурăнаймасть. Ан кулянăр, пурте йĕркеллех пулать. Çапла вĕт, чунăмçăм? - çывăх çыннисенчен вăтанмасăрах пырса ыталарĕ савнине телейпе çиçекен хĕр. Лешĕ инçетри хулара милици тытăмĕнче ĕçлекенскер, отпуск кунĕсемпе усă курса яла амăшне курма килнĕскер, нимĕн те чĕнмерĕ. Ку калаçу ăна пачах та пырса тивмест тейĕн.

- “Пиллĕксемпе” çеç вĕренсе пытăн, халĕ аслă пĕлÿ те илесшĕн мар. Тăрăшни сая кайтăр тетĕн-им? Тантăшусем институт-университет пирки ĕмĕтленеççĕ, эсĕ вара... - çаплипех ÿпкелешрĕ амăшĕ.

- Халь мар тăк нихăçан та качча каймастăп, - Клара çапла хăратсан тин çывăх çыннисем туя хатĕрленме пуçларĕç.

Хăна-вĕрле самаях пухăнчĕ, çамрăксене телейпе юрату сунчĕ, çине-çинех “йÿçĕ” тес ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 631 | Хăçан хушнă: 07.09.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
ТĂВАТĂ çул иртрĕ санпа паллашнăранпа. Тăватă çул... Тĕлĕнмелле хăвăрт шăвать-çке вăхăт. Каялла çаврăнса пăхатăн та - ĕнер кăна тĕл пулнăн туйăнать, çав хушăрах сана ĕмĕр-ĕмĕр пĕлетĕп пек.

Пĕрле ирттернĕ кунсемшĕн чун-чĕререн тав тăватăп сана. Ман пурнăçри чи телейлĕ те чи савăк вăхăтсем вĕсем. Ма яланлăхах çапла юлма пултараймасть-ши? Çук пулĕ çав. Юрату суккăр теççĕ те вăхăт иртнĕ май куç пур пĕр уçăлчĕ. Çакăншăн пĕр савăнатăп, пĕр ÿкĕнетĕп...

Айван пулнă ĕнтĕ. Эсĕ манран кулнине ăнланса çитереймен. Каçараттăм сана. Пуриншĕн те... Халĕ те усал тытса пурăнмастăп. Анчах иртнĕ кунсен тискерлĕхĕ куç умне тухса тăрсан - хăрушă... 

Савнă хĕре сивĕ сăмах калама та, алă çĕклеме те хăяймăп тесе тупа тăваттăн. Çапах та çапасси йывăр пулмарĕ саншăн. Халĕ те куç умĕнче çав самант. Анчах та мĕншĕн? Пуçа вырнаçмасть сăлтавĕ. Эсĕ манăн хыçра юратулла вылянă хĕрпе тĕл пулса калаçнишĕн. Ытла хăюллă пулни килĕшмерĕ курăнать.

Нихăçан та каçармăп тесе шутл ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 621 | Хăçан хушнă: 07.09.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Андреев Филипп Андреевич, — сăвăç, прозаик. 1919 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕнче Етĕрне уесĕнчи (халĕ Чăваш Енĕн Красноармейски районĕ) Кĕрекаç Упи (халĕ Кĕрекаç) ялĕнче çуралнă. 1994 çултанпа Раççейĕн тата Чăваш Енĕн Çыравçисен Пĕрлĕхĕсене кĕрет. Япони вăрçине хутшăннă. 1939 çулта çара кайнă, яппун милитарисчĕсене хирĕç вăрçа хутшăннă, тĕрлĕ орденсемпе медальсене тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăн аслă пĕлӳ илнĕ, нумай çул хушши шкулта вăй хунă. Ялта шкулта ĕçленĕ чухне халăх юрри-такмакне пухнă. Пĕрремĕш калавне 1938 çулта «Сунтал» журналта пичетленĕ.

Пичетленнĕ кĕнекисем:
«Тухăçри тапă» (повесть);
«Шкул сачĕ» (1963);
«Чĕмпĕр çути» (1980);
«Тухăçран хăпарать шурăмпуç» (1993);
тата ыттисем.

Хăйĕн сăввисене, поэмисене, калавĕсене тата хайлавĕсене хаçатсемпе журналсенче тата çавăн пекех сăвă пуххисенче пичетлет. Çавăн пекех вăл «Атте килĕ», «Тайга кашлать» поэмăсене çырнă.

Миçе çын пăхнă: 602 | Хăçан хушнă: 01.09.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (2)

Сăн ÿкерчĕк
nullИгорьпе Жанна пĕр-пĕрне пĕрре курсах килĕштерчĕç. Хĕр каччăпа ĕмĕр пĕрле пуласса шанчĕ. Икĕ çамрăк тĕл пулмашкăн тĕрлĕ сăлтав тупрĕç. Акă çу кунĕсем те вĕçленчĕç, кĕркунне çитрĕ. Жанна хулара вĕренме пуçларĕ. Укçа-тенкĕ çителĕксĕррипе вăл яла икĕ уйăхра пĕрре çеç килсе çӳрерĕ. Игорь вара, савнийĕсĕр тунсăхласа çитнĕскер, Маринăпа та, Ларисăпа та туслашрĕ. Каярах вăл Ларисăна Жаннăран та хытăрах юратма пуçларĕ пулас. Марина юлташ хĕрне каччи ют хĕрсем патне çӳренине каласа пачĕ.
– Мĕнле çапла килсе тухрĕ-ха? Пĕр-пĕрне юрататтăмăр-çке. Çук, эсĕ суятăн пулĕ... – шанмарĕ Жанна.
– Суймастăп, тĕрĕссине калатăп. Эсĕ хулана кайсан вăл манпа та çӳрерĕ, – пытармарĕ Марина.
– Мĕншĕн маларах пĕлтермерĕн?
– Сана кӳрентерес темерĕм, – шеллерĕ Марина юлташне. 
Жанна çакăн пек мăшкăла тӳсеймерĕ, каччăпа куçа-куçăн курса калаçм ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 604 | Хăçан хушнă: 29.08.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
null26.08.2009 null
"Хыпар" 
Осип АЛЕКСЕЕВ, Красноармейский район 

Пурнăç ăçта кăна илсе çитермест, мĕнле халăх çыннипе кăна тĕл пултармасть. Чăваш халăхне ытти халăхсемпе çыхăнтаракан чăн элчĕ Андриян Григорьевич Николаев пулнă. Çакна эпĕ Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă чухнех туйса илнĕ. Чаçри казах, узбек, туркмен, таджик, калмăк тата ытти халăх çынни маларах манпа, эпĕ вĕсен сăнлăрах пулнăран, хăйсен чĕлхипе сăмах хушатчĕç.
- Эпĕ сирĕн тăрăхран мар, сирĕн чĕлхене пĕлместĕп, - теттĕм.
- Ăçтан вара? - тĕлĕнсе ыйтатчĕç.
- Шупашкар хулинчен.
- Ăçтарах вăл - Шупашкар?
Çине тăрса вĕсене чăвашсен тĕп хули Атăлăн сылтăм çыранĕнче Чулхулапа Хусан хушшинче ларнине ăнлантараттăм. Апла та пĕлсех каймастчĕç.
- Ан ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 555 | Хăçан хушнă: 27.08.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 54 55 56 57 58 ... 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz