Кĕçнерникун, 28.03.2024, 22:05
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Авăн » 22 » ЛИРИК – ПСИХОЛОГ – КУÇАРУÇĂ. А.С.АРТЕМЬЕВ ÇУРАЛНĂРАНПА 85 ÇУЛ ÇИТРĔ
ЛИРИК – ПСИХОЛОГ – КУÇАРУÇĂ. А.С.АРТЕМЬЕВ ÇУРАЛНĂРАНПА 85 ÇУЛ ÇИТРĔ
22:22
Сăн ÿкерчĕк
Чăваш классикĕсем çинчен сăмах тухсан Константин Ивановпа, Çеçпĕл Мишшипе пĕрлех Александр Артемьев писатель асăма килет. Тен, вăл çырнă «Салампи» кĕнеке манăн пурнăçри хам тĕллĕн вуланă чи пĕрремĕш кĕнеке пулнăран, тен, чăваш ялĕнче çитĕнсе вырăсла вулама хăнăхма ĕлкĕрменскер, Тургенева, вырăссен мăнаçлă писательне «Пирвайхи юрату», «Ася», «Чĕрĕ виле» повĕçĕсемпе прозăлла сăввисене Александр Артемьев куçарăвĕ урлă паллашса чĕрене хывнипе-ши? Миçере пулнă-ши эпĕ ун чухне? Халĕ астумастăп та ĕнтĕ. Анчах писатель тăван сăмахсемпе питĕ асăрханса, питĕ чечен те черчен япалана ватасран шикленнĕн, чĕлхе çеммине пăхăнса куллен шухăшлаттаракан ыйтусене пĕр вăхăтрах ансат та, илемлĕн çырса кăтартнипе-ши? 
Александр Артемьев çуралнăранпа сентябрĕн 14-мĕшĕнче 85 çул çитрĕ. Вăл Чăваш Енри Элĕк районне кĕрекен Тури Вылара çуралнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăнса хастаррăн çапăçнă, орден-медальсене тивĕçнĕ. Çакă Александр Спиридоновича кайран, çыравçă пурнăçĕнче те пулăшнă. Тĕслĕхрен, эпĕ пĕрре асăннă «Салампире» (1954) те, «Улма йывăç авăнать» (1958) кĕнекери геройсем те Артемьев ирĕке кăларнă вырăнсенчех тăшманпа çапăçнă.
Çар хĕсметĕнчен демобилизаципе таврăнсан пĕр вăхăт тăван ялĕнче вулав çуртĕнче ĕçленĕ, 1947 çулта Шупашкара куçнă, типографире корректорта ĕçлеме пуçланă. Çав çулах Александр Артемьевăн пĕрремĕш калавĕ – «Пĕчĕк Лийăн пысăк савăнăçĕ» пичетленсе тухнă. Вулакан тӳрех çын психологине лайăх пĕлекен авторăн лиризмпа пуян произведенийĕсене юратса вулама пуçлать, кашни çĕнĕ хайлавне чăтăмсăррăн кĕтет. А.М.Горький ячĕллĕ литература институтĕнче вĕренни Александр Спиридоновича пултарулăхне тата ăстарах кăтартма май панă. Çулран-çул, произведенирен произведение Артемьев-писатель ӳссе, çирĕпленсе пырать. Унăн хайлавĕсен тематики те калăпăшĕпе пысăкрах, 1970-мĕш çулсенче «Тăвăл умĕн» икĕ пайлă романра вăл тăван историре тарăн йĕр хăварнă чăваш улăпĕсен сăнарне уçса парать. Çавăн пекех литература ыйтăвĕсене те хускатать пичетре. 1984 çулта пичетленнĕ «Пурнăç чăнлăхĕпе писатель ăсталăхĕ» кĕнекере вăл тăван литературăри хăйне хумхантаракан ыйтусене çĕклет.
Сăмах та çук, чăваш литературине кăна мар, культурине те Александр Артемьев пысăк тӳпе кĕртнĕ. Çакна «ахаль çын» – вулакан кăна мар, патшалăх шайĕнче те палăртнă: 1980 çулта Александр Спиридоновича «Чăваш АССР халăх писателĕ» ят панă. Çавăн пекех ăна Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин I степеньлĕ, Халăхсен туслăхĕн, «Хисеп Палли» орденсемпе, медальсемпе наградăланă.
1998 çулхи августăн 5-мĕшĕнче Александр Спиридонович Артемьев пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайнă.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 2114 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 1
0  
1 mixaj_58   (22.09.2009 22:22) [Материал]
А.Артемьев – известный деятель чувашской литературы, мастер прозы, поэт, критик. Работал заведующим избой–читальней в родной деревне, в редакции журнала “Ялав”. Eго литературная деятельность началась после войны, с опубликованием рассказа ”Пĕчĕк Лийăн пысăк савăнăçĕ”. Он автор более 20 книг. Многие его произведения вошли в золотой фонд чувашской литературы. Они ”звучат как стихи в прозе”, ”...как песня излучает доброту, умиротворяет душу”(Давыдов–Анатри В.И. Эта проза...). На его стихи чувашскими композиторами написано немало песен. Переводил на чувашский язык произведения А.Пушкина, М.Лермонтова, А.Чехова, Д.Байрона, Г.Гейне и др. Eго перу принадлежит множество рецензий и литературно–критических статей, некоторые из них напечатаны в сборнике “Пурнăç чăнлăхĕпе писатель ăсталăхĕ“.

Основные издания: “Алтăр çăлтăр”, “Ан авăн, шĕшкĕ!“, “Салампи”, “Сăвăсем”, “Симĕс ылтăн”, “Суйласа илнисем”, Çăкăр хакĕ“, “Çăлтăр çумăрĕ“, “Тăвăл умĕн”, “Улма йывăç авăнать”, “Хунавлах хăрнисем”, “Шурă çÿçлĕ хĕр”, “Юрату юррисем”, “Перед бурей”, “Саламби”, “Яблони в цвету” и др.

Иванов И.И. Чăваш халăх писателĕ А.С.Артемьев: Пурнăçĕпе пултарулăхĕ / И.И.Иванов.– Шупашкар: Чăваш кĕнеке изд–ви, 1988.– 93с.

Айхи Г. Салампи çыравçине:[Сăвă] / Г.Айхи // Хресчен сасси.– 2000.– 14 сент.

Александр Артемьев // Çилçунат.– 1996.– № 1.– С. 14.

Горшков А. А.Артемьевăн чĕлхипе стилĕ çинчен / А.Горшков // Чĕлхене нормăлас ыйту: Ст. пуххи / Чăваш АССР Министерсен Советĕн çумĕнчи чĕлхе, лит., истори тата экономика наука тĕпчев институчĕ.– Шупашкар, 1985.– С. 45–62.

Григорьев Н. Проза ăстин вилĕмлĕ шухăшĕсем / Николай Григорьев // Григорьев Н. Пархатарлă сăнар, сăнарлă чĕлхе.– Шупашкар, 1990.– С. 205–212.

Давыдов–Анатри В. Ëçри тусăм çинчен / В.Давыдов–Анатри // Хатĕр пул.– 1984.– № 9.– С. 12–13.

Давыдов–Анатри В. Тавах сана, халăх писателĕ / В.Давыдов–Анатри // Хыпар.– 1999.– 14 авăн.

Eфимов Г. Вăхăтпа тантăшсем çинчен / Георгий Eфимов // Ялав.– 1974.– № 9.– С. 18–19.

Маяксем Л. Чĕлхе асамçи / Л.Маяксем // Хыпар.– 1999.– 5 юпа.

Петровский Н. Пĕр суйланă çултан пăрăнмасăр... / Н.Петровский // Хыпар.– 2000.– 4 çурла.

Петровский–Теветкел Н. Тулăх йăран / Н.Петровский–Теветкел // Ялав.– 1994.– № 9.– С. 24–26.

Степанова Н.И. А.С.Артемьевăн пурнăçĕпе пултарулăхне шкулта вĕрентес мелсемпе меслетсем / Н.И.Степанов // Чăваш чĕлхипе литератури: Теори тата методика.– Шупашкар, 1999.– С. 41–45.

Теветкел Н. Пăшалпа та, перопа та / Н.Теветкел // Хыпар.– 2000.– 6 çу.

Федоров Г. Авăнман шĕшкĕ тата пурнăç тăвăлĕ / Г.Федоров // Тăван Атăл.– 1994.– № 9.– С. 57–60.

Хлебников–Шанар Г. Çутă талант / Г.Хлебников–Шанар // Артемьев А. Суйласа илнисем.– Шупашкар, 1986.– Т.1.– С. 5–18.

Хусанкай П. Александр Артемьев: Сăвă / П.Хусанкай // Хыпар.– 1997.– 27 çу.

Чечек çыххи вырăнне: [Сăвăсем] // Чăваш хĕрарăмĕ.– 1999.– 29 çу (№ 20).– С. 5.

Эсхель А. Çутăлса тăракан пултарулăх / А.Эсхель // Тăван Атăл.– 1974.– № 9.– С. 7–16.

Артемьев Александр Спиридонович // Совет. Чувашия.– 1998.– 7 авг.

Вадимов В. Здесь жил и творил писатель / В.Вадимов // Совет. Чувашия.– 2002.– 17 сент.

Давыдов–Анатри В. Эта проза – как песня / В.Давыдов–Анатри // Чебоксар. новости.– 1994.– 15 окт.

Колесниченко О. ”Александру Артемьеву посвящается” / О.Колесниченко // Чебоксар. новости.– 1994.– 16 сент.

Николаев В. Автору повести ”Салампи” – 70 лет / В.Николаев // Совет. Чувашия.– 1994.– 15 нояб.

Открыты мемориальные доски // Столица Ч.– 2002.– 17 сент. (№ 40).

Петров В. Кого почитают, того и величают / В.Петров // Совет. Чувашия.– 1994.– 16 сент.

Петровский–Теветкель Н. Из шквала грозных дней / Н.Петровский–Теветкель // Совет. Чувашия.– 1998.– 12 авг.

Федоров Г.И. Внутренний мир и жанровое содержание отдельного произведения как показатель самобытности творческого мышления художника: [На примере творчества А.С.Артемьева ] / Г.И.Федоров // Федоров Г.И. Художественный мир чувашской прозы 1950–1990 гг.– Чебоксары, 1996.– С. 231–293.

Эсхель А. Парень из Тури Выла / А.Эсхель // Совет. Чувашия.– 1974.– 15 сент




Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz