Кĕçнерникун, 25.04.2024, 13:12
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Авăн » 7 » “Эсĕ те пĕччен, эпĕ те...”
“Эсĕ те пĕччен, эпĕ те...”
21:18
Сăн ÿкерчĕк
Ытла та ир качча тухрĕ Клара: 17 çултах хĕртен арăм пулса тăчĕ. Тин çеç аттестат илнĕскере ашшĕпе амăшĕ те, тантăшĕсем те ку утăма васкаса тума юраманни пирки асăрхаттарчĕç, çук, ÿкĕте кĕртеймерĕç.

- Мĕнле ăнланмастăр-ха эсир: юрататăп эпĕ Олега, вăл та мансăр пурăнаймасть. Ан кулянăр, пурте йĕркеллех пулать. Çапла вĕт, чунăмçăм? - çывăх çыннисенчен вăтанмасăрах пырса ыталарĕ савнине телейпе çиçекен хĕр. Лешĕ инçетри хулара милици тытăмĕнче ĕçлекенскер, отпуск кунĕсемпе усă курса яла амăшне курма килнĕскер, нимĕн те чĕнмерĕ. Ку калаçу ăна пачах та пырса тивмест тейĕн.

- “Пиллĕксемпе” çеç вĕренсе пытăн, халĕ аслă пĕлÿ те илесшĕн мар. Тăрăшни сая кайтăр тетĕн-им? Тантăшусем институт-университет пирки ĕмĕтленеççĕ, эсĕ вара... - çаплипех ÿпкелешрĕ амăшĕ.

- Халь мар тăк нихăçан та качча каймастăп, - Клара çапла хăратсан тин çывăх çыннисем туя хатĕрленме пуçларĕç.

Хăна-вĕрле самаях пухăнчĕ, çамрăксене телейпе юрату сунчĕ, çине-çинех “йÿçĕ” тесе кăшкăрчĕ. Çĕнĕ çын туй хыççăнах упăшкипе пĕрле инçете тухса кайрĕ. Ют çĕрте ăна малтанлăха çăмăл пулмарĕ: тăванĕсемпе пĕлĕшĕсем çук, килти пĕтĕм ĕçе хăйĕн пурнăçламалла, çемье пурнăçне те хăнăхайман-ха. Чуп-чуп уйăхĕ иртсенех хăйне япăх туйма пуçларĕ Клара. Тĕнчене кĕçех çĕнĕ чун килессине пĕлсен Олег малтанлăха савăнчĕ-ха, анчах икĕ-виç уйăхранах улшăнчĕ, ĕçрен каярах та каярах юлса килме пуçларĕ. Арăмĕ больницăра выртнă хушăра килĕнче çĕр каçманнисем те пулчĕç.

“Мăшăрăм çук чухне юттисем патне кайсан та юрать”, - терĕ, ахăртнех, арçын.

“Кашкăра темĕн чухлĕ тăрантарсан та вăрманаллах пăхать” тенешкел Олег ывăлĕ çуралсан та, вăл ача садне, унтан шкула çÿреме пуçласан та усал çак йăлине пăрахаймарĕ. Арăмĕ упăшки хăйне улталанине сисрĕ, çавна май унпа лăпкăн калаçса пăхма шут тытрĕ. Çук, хăй çылăхлине йышăнмарĕ Олег:

- Эсĕ килте лара-лара ухмаха ернĕ пулинех, - терĕ çиллессĕн.

Ывăлĕ ăс пухакан шкула тирпейлÿçĕне вырнаçрĕ хĕрарăм, çав хушăрах килĕнче çывăх çыннисем валли тем тĕрлĕ тутлă апат пĕçерме те ĕлкĕрчĕ. Çук, айккинелле пăхакан упăшкине çаплипех юраймарĕ. Лешĕ кашни вак-тĕвекшĕн чăкăлташма пуçларĕ. Е яшка тăварлă пек туйăнать уншăн, е салатри çимĕçсене шултра туранă...

Çамрăк пикесемпе çеç мар, çемьеллĕ хĕрарăмсемпе те çыхланчĕ Олег, çавна май вĕсен мăшăрĕсенчен “патак та çикелерĕ”. Ашшĕ кăвак питпе çÿренĕрен çитĕнсе пыракан ывăлĕ те намăсланма пуçларĕ. Упăшкине тăна кĕме ыйтса йĕре-йĕре тархасларĕ хĕрарăм, лешĕ çакăншăн алă çĕклеме те именмерĕ. Лару-тăру лайăх еннелле улшăнмассине сиссе Клара Олегран уйрăлма шут тытрĕ. Арçын хирĕçлемерĕ.

- Турă пурне те курать. Ман куççуль те çĕр çине ÿкмĕ, санăн хăвăн утăмусемшĕн явап тытма тивĕ, - çапла каласа хĕрарăм ачипе пĕрле тăван тăрăхне куçса килчĕ, амăшĕ патĕнче пурăнма пуçларĕ. Çывăх çынни пулăшнипех вăл техникума куçăн мар майпа вĕренме кĕчĕ, ĕçе вырнаçрĕ. Упăшки пулнă çын тепĕр çур çултан шыва путса вилнине пĕлсен пĕрре те макăрмарĕ. Ара, пĕрле пурăннă чухне мĕн чухлĕ йĕртмен-ши ăна Олег?

Çĕнĕ ĕçе хăвăртах хăнăхрĕ Клара, пĕрле вăй хуракансем лайăх çынсем пек туйăнчĕç ăна. Хĕрĕхелле çывхараканскерĕн куçĕ те çамрăк чухнехи пек ялкăшма пуçларĕ. Вăл тăрăшакан уйрăма тепĕр çынна ĕçе илессине пĕлсен малтанлăха пăшăрханчĕ хĕрарăм, вăл арçын пулнине систерсен кулянмах пуçларĕ.

- Темех мар, Клара Васильевна, Петр Петровичпа эсир пĕр чĕлхе тупатăрах. Çитменнине, вăл пĕчченех пурăнать, - лăплантарма тăрăшрĕ ăна пуçлăх.

Петр Петровичпа малтанлăха питех калаçма ăнтăлмарĕ хĕрарăм, ăна сăнарĕ çеç. Лешĕ хăйĕн пирки тĕпĕ-йĕрĕпе каласа кăтартрĕ: мăшăрĕ виçĕ çул каялла вилнĕ иккен, ачисем “вĕçсе тухса кайнă”, ашшĕне уйăхра пĕр-икĕ хутчен çеç курма килеççĕ. Арçынна пĕччен питĕ кичем, çавна май вăл лайăх хĕрарăм тупăнсан авланма та хирĕç мар. Вăхăт иртнĕçемĕн Клара Васильевна та ăна чунне уçса пачĕ. Кăнтăрла пĕрлех чей ĕçме тытăнчĕç вĕсем. Хĕрарăм кукăль-пÿремеч пĕçерсе килме пуçларĕ, ĕçтешĕ кашнинчех канфет-мармелад таврашĕ туянчĕ. Клара Васильевна хăй Петр Петровича килĕштерме пуçланине ăнланчĕ. Чăн та, питĕ йĕркеллĕ çын вăл: усал мар, шÿтлеме пĕлет, япăх йăласемпе иртĕхмест... Тен, Турри вĕсене пĕрлех пулма çырнă?

Çакăн пек шухăшланă-ĕмĕтленнĕ вăхăтра вĕсен пÿлĕмне çамрăк ĕçтешĕ Инга кĕрсе тăчĕ, арçынпа йăл кулса калаçма пуçларĕ. Лешĕ ăна çавăтсах коридора илсе тухрĕ. Тепрехинче вара Петр Петрович хĕр пÿлĕмне кĕрсе кайнине хăй те курчĕ. Чĕри ĕсĕклеме пуçларĕ унăн. Нивушлĕ телей кайăкĕ ку хутĕнче те ун аллине лекмест? Тата тепрехинче арçын ĕçе чечек çыххипе килчĕ.

- Тен, мана парнелесшĕн? - вĕçрĕ пуçра шухăш.

Çук иккен, Ингăна çуралнă кун ячĕпе савăнтарасшăн. Уява чĕннĕ пулин те Клара Васильевна унта каймарĕ. Петр Петрович вара кунĕпе çиçсе çÿрерĕ, палăртнă вăхăтра тÿрех çамрăк пикене саламлама васкарĕ. Тепĕр кунне арçын темшĕн питĕ салхуллăн ларчĕ, нимĕн те калаçмарĕ. Кайран ĕçтешĕсем акă мĕн пĕлтерчĕç: арăмне çухатнăскер пĕр вĕçĕм Инга çумĕнче пулнă, вальс ташланă хушăра çамрăкскере хăйне качча тухмашкăн та сĕннĕ. Пике вара кÿреннĕ, ĕçе хăйĕн савнине чĕнсе илнĕ. Лару-тăру çавăн пек çаврăнса тухнине пĕлсен хĕрарăм вăрттăн савăнчĕ. Тепĕр уйăхран вăл хăй тахçантанпах кĕтекен сăмахсене илтрĕ:

- Клара Васильевна, эсĕ те пĕччен, эпĕ те, пĕрле пурăнса пăхар мар-и? Тен, телей курки хальхинче тулли пулĕ?

Хĕрарăм хăй килĕшнине систерсе пуçне сĕлтрĕ, пит çăмарти тăрăх савăнăç куççулĕ юхса анчĕ...

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 629 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz