Шăматкун, 27.04.2024, 00:58
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » Материалсен архивĕ
Сăн ÿкерчĕк
nullБерлинти Ирĕклĕ университетра (Freie Universität Berlin) та чăваш чĕлхине вĕрентеççĕ. Çак тĕлĕнмелле япала çинчен тĕплĕнрех пĕлес тесе эпĕ Клаус Шёниг (Claus Schönig) профессорпа тĕл пултăм. Вăл Тюркологи институчĕн ертӳçи. Ирĕклĕ университет Германи тĕп хулин кăнтăр-анăçĕнче вырнаçнă. Хулан çак пайĕ студент сывлăшĕпе, тĕрлĕ культура сĕмĕ пуррипе уйрăлса тарать. Клаус Шёниг профессорпа тĕл пулма малтанах калаçса татăлтăм. Хăй вăхăтне шеллемесĕр вăл манпа тĕл пулса калаçма килĕшрĕ. Шёниг профессор çамрăках мар пулсан та унăн куçĕсем йăлтăртатса çиçеççĕ. Ман умра икĕ çын ларать пек туйăнать. Пĕри профессор, тепри – яланах ыйтусем паракан студент. 

- Герр профессор доктор Шёниг, сирĕн студентсенчен пĕри манăн пĕлĕш. Эсир чăвашла вĕрентни çинчен мана вăл каласа пачĕ. Çакă мана калама çук тĕлĕнтерчĕ. Тĕрĕс-и ку?

- Çапла. Эпĕ чăваш морфологипе грамматикине вĕрентетĕп, сас у ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 677 | Хăçан хушнă: 03.08.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
nullТатьяна КРАСНОВА ("Хыпар")

Чăваш халăхĕн апат-çимĕçĕ ĕмĕрсен хушши аталанса, пуянланса пынă. Çавăнпа та ăна хăйне евĕрлĕ йăла-йĕрке теме те пулать. Пирĕн несĕлсем ĕлĕк-авал апата ытларах выльăх ăш-чикĕнчен, курăкран, сĕтпе чустаран хатĕрленĕ. Паянхи чăваш кухни пуян та тĕрлĕ енлĕ: чаплă, техĕмлĕ апат-çимĕç сахал мар. Какай шÿрпипе шăрттан, хуплупа чăкăт тата шаркку тутине Чăваш Енре çеç мар, унăн тулашĕнче те аван пĕлеççĕ. Пуç-ура /кукар/ яшки, ĕне ырри, тултармăш та халăхра анлă сарăлнă. Чăвашсем мĕн авалтан çак апатсене хатĕрлесен пĕр-пĕрне хăнана чĕннĕ. Кил хуçи хĕрарăмĕ хăйĕн пултарулăхне, ăсталăхне кăтартма тăрăшнă. Сăмах май, ĕне ыррипе кÿршĕ-арша хăналасси республикăри хăш-пĕр ялта паян та сыхланса юлнă.

Апат-çимĕç тутлă та техĕмлĕ пуласси ăна мĕнрен хатĕрленинчен нумай килет. Чăваш хуплăвне илер-ха. Паян ăна ытларах туй сĕтелĕ çинче курма пулать. ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 1772 | Хăçан хушнă: 29.07.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (1)

Сăн ÿкерчĕк
nullnullПĕрре кĕрекере темиçе чăваш пухăнса лартăмăр: вĕрентекен, ташă ăсти, çурт-йĕр тăвакан, хăрушсăрлăха сыхлакан, ăсчах, çыравçă тата салтак. Пурте ят-сум çĕнсе илнĕ пултаруллă та хисеплĕ çынсем. Пĕр-пĕрне тахçанах паллакан туссем хушшинче пĕрне-пĕри мухтаса ларса пуш сăмах ваклас йăла çук, çавăнпа калаçу тӳрех хамăр халăх шăпи çине куçрĕ. Чăвашлăхшăн çунакансене халăхăмăрăн хăйне-хăй упраса хăварасси канăç памасть. Пĕр хĕрӳленсе, пĕр лăпланса пычĕ калаçу. Шухăшсем – хăшĕ татăклă, хăшĕ ăнланмалла мар – кашнийĕн тĕрлĕрен вĕт... 
ПУРĂНАСЛĂХ
«Мĕнле халсем?» – тетпĕр эпир палланă çынсене курсан. Вырăссем: «Как дела?» – теççĕ. Пĕлтерĕшĕсем çывăх та çак сăмахсен, çапах пĕр пек мар. Хал ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 759 | Хăçан хушнă: 18.07.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Утă уйăхĕнчи чи паллă кун чăвашшăн - Питрав. Вăл çулсеренех июлĕн 12-мĕшĕнче килет. Тĕпрен илсен, авалхи чăвашсен йăли-йĕркипе - пирĕн асатте-асаннесен, кукаçи-кукамайсем вăхăчĕпе ĕçлеме, вăхăчĕпе савăнма пĕлнĕ. Иртнĕ ĕмĕрте те хĕрсем утă çулма тухнă чухне уяври пекех хитре тумланма тăрăшнă. Питрава уявланине курма кỹршĕ ялсенчи хурăнташсен хĕрĕсемпе каччисем те нумайăн килнĕ. Вăйă калама çав хĕрсем те тăнă. Çавна пула Питрав кунĕ хĕрсен вăййи урам урлă виç-тăватă картана пайланса тăма лекнĕ. Вăйă карти, пĕр урамран тепĕр урама куçса пырса, пĕтĕм яла вăйă янратса илем кỹрсе пынă. Вăйă курма кашни килти хăна-вĕрле урама тухнă, савăнса пăхса тăнă. Вăйă картинче вăйă пуçĕ питĕ пысăк вырăн йышăннă. Унăн пур çамрăка та хăй хыççăн ертсе пымалла, вă ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 722 | Хăçан хушнă: 12.07.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк

nullМуром кнеçĕ Петр пĕррехинче питĕ хытă чирлесе ӳкет, ăна ахаль хресчен хĕрĕ Феврония сиплесе вилĕмрен çăлса хăварать. Юратса пăрахать çак хĕре кнеç. Унсăр пурăнайманнине ăнланса илсен, кнеçсен хресчен хĕрне качча илме юрамасан та, авланма шутлать. Анчах боярсем çакна хирĕç пулаççĕ. Петр кнеçе мăшăрĕпе власть хушшинче суйлав тума ыйтаççĕ. Петр трон пăрахса арăмĕпе урăх çĕре пурăнма тухса каять. Çак кунран Муром облаçĕнче пăлхавсем пуçланаççĕ. Турă ирĕкĕпе пуль, часах Муром боярĕсем Петра каялла таврăнма тархаслаççĕ. Петрпа Феврония пĕр-пĕрне мĕн ватăличчен юратса, Турă ирĕкĕнчен тухмасăр пурăнаççĕ, пĕр кунрах – июлĕн 8-мĕшĕнче вилеççĕ. Виличчен вĕсем хăйсене пĕр тупăкра пытарма каласа хăвараççĕ. Анчах та кнеçсен халалне итлемесĕр вĕсене уйрăм тупăксенче тĕрлĕ çĕрте пытарма шутлаççĕ. Мĕн тери тĕлĕннĕ вĕсем иккĕшĕ пĕрле пĕр тупăкра выртнине курсан, темл ... Малалла вула

Миçе çын пăхнă: 662 | Хăçан хушнă: 07.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Нурлат районĕнче кăçал виççĕмĕш хут чăвашсен «Уявĕ» иртет. Халăхсен культура аталанăвĕшĕн вăл питĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине кура ăна тахçанах республика статусне панă. Халĕ çак праçнике чăвашĕ те, тутарĕ те, вырăсĕ те юратса кĕтеççĕ. Мĕншĕн-ха ăна çынсем çав тери кăмăллаççĕ? Кун пирки Эпир Нурлат районĕн ĕçтăвкомăн социаллă ыйтусен ертӳçин çумĕпе Рамзия Сунгатуллинăпа курса калаçрăмăр.
– Кама тăрăхĕнчи районсенче мĕн ĕлĕк-авалран чăвашсем уяв ирттернĕ. Ăна пирĕн Сабантуй пекех чаплăн ирттерес килетчĕ. Тăрăшни харама каймарĕ, «Уяв» район чиккисенчен тухса Раççей шайнех çитрĕ. Тавтапуç Константин Яковлева, Аркадий Клементьевпа Юрий Терентьева, Фатих Сибагатуллина тата ыттисене те. Кăçал уяв ирттерме республика грантне çĕнсе илтĕмĕр, вăл пилĕк çĕр пин тенкĕпе танлашать. Ку питĕ пысăк пулăшу.
Уява йĕркелеме, хатĕрленме питĕ çăмăл. Кашни хаваспах пулăшма хатĕр. Юрă-ташă, фольклор ансамблĕсем хăйсемех сценари хатĕрлеççĕ. Йĕркелӳ комитечĕ те питĕ туслă ĕçлет. 
... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 638 | Хăçан хушнă: 03.07.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Лапра ларакан Патраклă çыннисем ял çумĕнчи чи çӳллĕ вырăна улăхса ак ĕнтĕ виççĕмĕш хут республика шайĕнче Учӳк ирттереççĕ. Çак, хăнасене пурне те килĕшекен, ытти халăх çыннисене тĕлĕнтерекен, пĕтĕм ял халăхĕпе пухăнса туслăн ирттерекен авалхи йăла Элмет районĕнчи чăвашсене çӳллĕ шая хăпартать, уйрăмах тĕне кĕменнисене. Ун пек пулмасан кашни ирттермессерен Учӳка курма килекенсен шучĕ ӳсмен пулĕччĕ. 
Хăна-вĕрле
Кăçал йышлă хăнасен хушшинче ТР Президенчĕн Аппаратĕнчи халăхсен хутшăнăвĕсемпе ĕçлекен уйрăм ĕçченне В.А.Никифорова, ТР ЧНКА Канашĕн пуçлăхне К.Г.Яковлева, ТР Халăхсен ассамблейин Председателĕн çумне С.К.Джаксыбаева, Элмет муниципаллă район пуçлăхĕн çумне В.И.Самойлова, РФ тава тивĕçлĕ судйине В.И.Федорова, А.П.Молоствов генерал-майора, чăвашлăхшăн çунса тăракан Р.Н.Чентаевăна, Мускаври чăваш çамрăкĕсен пĕрлешĕвĕн хастарне А.Н.Васильева, районсенчи ЧНКЦсен пуçлăхĕсене – В.Н.Козлов ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 656 | Хăçан хушнă: 03.07.2009 | Рейтинг: 0.0/0 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Чăваш халăхĕ çак черчен те хитре чечексен асамлă вăйне пĕлсе тăнă, шаннă. Ватăсем каласа панă тăрăх Хăят каçĕ ирччен вăйă каласа çамрăксем Чӳк кӳлли патне çитсе ун йĕри-тавра тăрса юрланă. Юлашкинчен хăят чечекĕнчен явнă кăшăлĕсене, аллисенчи çыххисене кӳлле пăрахнă. Унтан çав кӳлĕри шывпа пичĕ-куçĕсене çуса тин килĕсене саланнă. Тахçан авалтан ирттерекен çак уяв паян кун та хăйĕн илемĕпе, чăн-чăн чăвашлăх уявĕ пек пулнипе илĕртсе тăрать. Хăят иртсен ялсенче каçсерен юрлакан вăйă юрри илтĕнмен. Çурхи Микуларан пуçласа Хăятчен – хĕрĕх кун, каннă халăх çак кунтан ĕçе пикеннĕ: выльăх апачĕ хатĕрленĕ, тыр-пул пуçтаракан хатĕрсене юсанă. 
Хăят (гвоздика полевая) нумайччен чечекре ларать. Çĕр чăмăрĕ çинче çамрăк хĕр илемĕпе танлаштараççĕ ăна. Çак чечеке Европăна Тунисран илсе килнĕ, Италие те, ытти çĕршывсене те вăл çавăнтан куçнă. Суха кĕмен Тăхăрьял хирĕсене тел ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 634 | Хăçан хушнă: 03.07.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
29.06.2009 
"Хыпар" 
nullРоза ВЛАСОВА 

Предприяти е хуçалăх епле аталанасси пуçлăх çаврăнăçулăхĕнчен, хавхаланăвĕнчен нумай килет. Сăмахăм хальхинче хуçалăх ертÿçи пирки мар-ха, ялти культура “вучахĕн” хуçи пирки. Ял пурнăçĕ клуб ĕçĕ-хĕлĕпе тачă çыхăннă. Вăл çук е ĕçлемест тĕк çамрăксем те тăван тăрăхра тытăнса тăмаççĕ. Ку енчен эпир, иртнĕ ĕмĕрĕн 80-90-мĕш çулĕсенче çитĕннĕ ăру, телейлĕччĕ. Красноармейски районĕнчи Шупуç ялĕнче культура пурнăçĕ кĕрлесе кăна тăратчĕ. Клуб заведующийĕ Радомир Репин пуçарнипе спектакльсем, концертсем лартаттăмăр. Таврари ялсене те çитеттĕмĕр. Утă, вырма вăхăчĕсенче агитбригада йĕркелесе хире концерт лартма çÿреттĕмĕр. Ферма пÿртне пухăннă дояркăсене те хамăр пултарулăхпа пĕрре кăна мар савăнтарнă. Клубра ташă каçĕсем пулатчĕç. Дискотекăна тÿлевсĕрех кĕртнĕ. Вăл вăхăтра палăрнă артистсен юрри-кĕвви пурте тенĕ пекех пурччĕ. Ку йă ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 667 | Хăçан хушнă: 02.07.2009 | Рейтинг: 5.0/1 | Комментарисем (0)

Сăн ÿкерчĕк
Çакă паллă, 1920 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Совнаркомпа çĕр-шывăн Тĕп ĕçтăвкомĕ "Автономиллĕ Чăваш облаçĕ çинчен" Декрет йышăннă. Халĕ çеç йĕркеленнĕ область территорийĕнчи влаçа Революци комитетне панă, унăн председателĕ пулма патшалăх тата обществăпа политика деятельне Д. С. Эльмене çирĕплетнĕ. 2009 çулта 'Чăваш Республикинчи Патшалăхăн пичет архивĕ" РПУн фончĕ "Д. С. Эльмень (Семенов). Чăваш наци тытăмĕ йĕркепеннĕ тата аталаннă çĕрти унăн пĕлтерĕшĕ" ятлă кĕнекепе пуянланчĕ. Вăл Чăваш Енĕн халăх хуçалăхне ура çине тăратма тата тăван халăхăмăрăн культурине аталантарнă çĕрте Данил Семено ... Малалла вула
Миçе çын пăхнă: 592 | Хăçан хушнă: 23.06.2009 | Рейтинг: 5.0/2 | Комментарисем (0)

« 1 2 ... 56 57 58 59 60 61 »


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Ака 2024  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
1234567
891011121314
15161718192021
22232425262728
2930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz