Эрнекун, 29.03.2024, 18:09
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Çурла » 27 » Космонавтпа Президент автографĕллĕ пултăм
Космонавтпа Президент автографĕллĕ пултăм
13:55
Сăн ÿкерчĕк
null26.08.2009 null
"Хыпар" 
Осип АЛЕКСЕЕВ, Красноармейский район 

Пурнăç ăçта кăна илсе çитермест, мĕнле халăх çыннипе кăна тĕл пултармасть. Чăваш халăхне ытти халăхсемпе çыхăнтаракан чăн элчĕ Андриян Григорьевич Николаев пулнă. Çакна эпĕ Совет Çарĕнче хĕсметре тăнă чухнех туйса илнĕ. Чаçри казах, узбек, туркмен, таджик, калмăк тата ытти халăх çынни маларах манпа, эпĕ вĕсен сăнлăрах пулнăран, хăйсен чĕлхипе сăмах хушатчĕç.
- Эпĕ сирĕн тăрăхран мар, сирĕн чĕлхене пĕлместĕп, - теттĕм.
- Ăçтан вара? - тĕлĕнсе ыйтатчĕç.
- Шупашкар хулинчен.
- Ăçтарах вăл - Шупашкар?
Çине тăрса вĕсене чăвашсен тĕп хули Атăлăн сылтăм çыранĕнче Чулхулапа Хусан хушшинче ларнине ăнлантараттăм. Апла та пĕлсех каймастчĕç.
- Андриян Николаев космонавт çинчен илтнĕ-и? Эпĕ унăн ентешĕ, чăваш, - теттĕм.
Вĕсем Совет Союзĕн виççĕмĕш космонавтне пĕлнине савăнсах каласа паратчĕç. Манăн ят-сум та ÿсетчĕ вара.
Эпир дивизионта икĕ чăваш çеçчĕ. Сергей Виссарионов Шупашкар районĕнчи Толик Хураски ялĕнченччĕ. Вăл çар хĕсметне пĕрле ирттерекенсем географие начар пĕлнинчен тĕлĕнетчĕ.
- Мĕн тăвăн, вĕсене, тен, географи предметне вĕрентсех те кайман, е вĕсем çав уроксенче шăна тытса ларнă, - теттĕм.
1967 çул. Республика тĕп хулинче çĕнĕ аслă шкул уçăлнă. Ун çинчен пире, Аçтăрханти консерв заводĕнче ĕçлекенскерсене, республикăри аслă шкулсен студенчĕсен строительство отрячĕпе Чăваш Ен тулашне пуçласа кайнăскерсене, телеграмма ярса пĕлтерчĕç. Тĕппи ку мар-ха. Чи кирли акă мĕнре: эпир Аçтăрхана çитсен вырăнти çынсем, хăйсем самай çÿллĕ-вăрăм пулнăран, пирĕнтен, лутрарах çынсенчен, хытах тĕлĕнетчĕç. “Ăçтан пуçтарăнса килнĕ эсир, - тĕпчеççĕ. - Хăш халăх çыннисем?”
- Чăвашран эпир, Шупашкартан, - тетпĕр. - Андриян Николаев космонавт çинчен илтнĕ-и? Çавăн ентешĕсем. В.И.Чапаев çинчен пĕлетĕр-и тата?
- Маттур чăваш халăхĕ, - терĕç пире. Хаваспах йышăнчĕç. Эпир те мухтавлă ентешĕмĕрсен ятне çĕре ÿкерес мар тесе тăрăшса ĕçлерĕмĕр. Предприяти икĕ уйăхри плана 110-шар процент тултарчĕ. Килĕштерчĕç чăвашсене Аçтăрхансем. Тепĕр çул та чĕнсе илчĕç чăваш студенчĕсене ĕçлеме.
Эпир, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн историпе филологи факультечĕн студенчĕсем, çĕнĕ аслă шкулта - Чăваш патшалăх университетĕнче - вĕренме тытăнтăмăр. Пирĕнпе тĕл пулма Андриян Николаев килмелле тесен çав кунпа сехете чăтайми кĕтрĕм.
...Аслă шкулăн пухусен тĕп залĕ. Хăнана лăк тулнă зал ура çине тăрса, тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕ.
Тĕреклĕ çан-çурăмлă çын йăл-йăл çиçсе çирĕппĕн утать. Сĕтел хушшинче те хăйне типтерлĕ тытрĕ. Кăштахран такам хушнăн залрисем харăссăн: “3-мĕш космонавта урра! Андриян Николаева урра!” - тесе кăшкăрса саламлани стенасене чĕтретрĕ. Мачча йăтăнса анать пулĕ терĕм.
Андриян Григорьевич кĕскен хăйĕнпе паллаштарчĕ, ăсчахсемпе космонавтсем тĕнче уçлăхне малалла çине тăрса тĕпчес енĕпе тăрăшсах ĕçлени пирки асăнчĕ, хăйне çапла чыслăн кĕтсе илнĕшĕн ăшшăн тав турĕ, пухăннисене ĕçре, вĕренÿре ăнăçу сунчĕ. Чăвашла та калаçса илчĕ. Çапла вăл пире тата çывăхрах туйăнчĕ.
Шупашкарти Юрий Гагарин урамĕнче тĕнчери пĕрремĕш космонавт палăкне уçнă чухне /1976 çул, ака уйăхĕн 12-мĕшĕ/ Андриян Николаева лайăхрах курас тĕллевпе чăрсăр шухăш пырса кĕнĕччĕ: икĕ урам хĕресленнĕ вырăнти 12-мĕш номерлĕ çурт тăрринчен çумăр, ирĕлнĕ юр шывĕ юхса анмалли тимĕр пăрăх тăрăх виççĕмĕш хута хăпартăм. Балконсене ун чухне хупламастчĕç. Вĕсем çинче те, çывăхри çуртсем тăрринче те çын темĕн чухлĕччĕ. Ун чухне космос улăпĕ татах тĕрекленнĕн туйăнчĕ. Ун çинче генерал тумĕ йăлтăртатса-çиçсе тăрать. Лăпкăн та шухăшласа, кашни сăмах пĕлтерĕшне виçсе калаçать.
Пакунлă, хĕрлĕ кăшăллă карттус тăхăннă çынсем пырса çитсен балконрисем мана хăйсем патне каçма чĕнчĕç. Таркăн пулас килмерĕ, пакунлисем патнех шуса антăм. “Урăх кун пек ан хăтланах, тем курса ларăн”, - терĕç те пăрăнса утрĕç.
Андриян Григорьевич Николаев çĕр çине килнĕренпе 70 çул çитнине Тăван çĕршывăмăрта анлăн палăртрĕç. Çăлтăрсен ытамĕнче икĕ хут пулнă паттăрăн юбилей каçĕ Чăваш оперăпа балет театрĕнче иртрĕ. Унта тĕп хуламăр çыннисем, аякри хăнасем йышлăччĕ. Республикăри пур районтан та килнĕччĕ. Шăп çак кун тĕлнелле “Космический автограф” кĕнеке пичетрен тухрĕ. Çав кăларăм манăн та пур.
Залра ларма-тăма вырăн çук. Савăнăçлă самант хыççăн Чăваш Республикин Президенчĕпе Н.В.Федоровпа юбиляр таçта пуçтарăннăн туйăнчĕ. “Вĕсем кунта урăх тытăнса тăрас çуках”, - текен шухăш çуралчĕ пуçра. Ыттисем вырăнтан тапраниччен фойене васкарăм. Ара, манăн çĕнĕ кăларăм çине иккĕшне те алă пустарас килет-çке-ха.
Николай Васильевичпа тата Андриян Григорьевичпа пĕрремĕш хута илсе çитерекен картлашка умĕнче тĕл пултăм. 
- Эпĕ сире темиçе самантлăха чăрмантарасшăн, - терĕм.
Вĕсем пĕр-пĕрне тинкерчĕç те:
- Вăхăчĕ нумаях мар та - мĕн туса ĕлкĕрĕпĕр-ши? - тесе шÿтлесе илчĕç.
- Ĕçĕ йывăрах мар. Эпĕ сире Андриян Григорьевича халалланă çак çĕнĕ кĕнеке çине алăра пустарасшăн. Унта мухтавлă ентешĕмĕрпе тĕл пулнине аса илсе çырни манăн та пур. Литературăри ятăм - “Ăсан Уçăпĕ”, - терĕм.
- Кайăксем нумайланмаççĕ-и литературăра? - те шÿтлесе, те чăнласа ыйтрĕ Николай Васильевич.
- Андриян Николаев та пуçласа космоса вĕçнĕ чухне кайăк пулнă вĕт, - пулчĕ хуравăм.
Андриян Григорьевич “Ăсан Уçăпне” тесе çырчĕ те автограф хăварчĕ. Унтан Николай Васильевичăн сăмахĕсем йĕрленчĕç: “Ĕмĕрÿ вăрăм килтĕр”.

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 551 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 0.0/0 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Çурла 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
     12
3456789
10111213141516
17181920212223
24252627282930
31

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz