Шăматкун, 27.04.2024, 02:04
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Авăн » 10 » “Кăмăллă, пулăшма тăрăшакан çынччĕ вăл…
“Кăмăллă, пулăшма тăрăшакан çынччĕ вăл…
21:01
Сăн ÿкерчĕк
Красноармейскинче пурăннă Юрий Васильевич Шепилов композиторăн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлчĕ. Иртнĕ çулхи сентябрĕн 10-мĕшĕнче вăл 57 çул тултармасăрах пирĕнтен уйрăлса кайрĕ. Ентешĕмĕр вăтăр ытла юрă кĕвĕленĕ, вĕсенчен чылайăшне чăваш радио передачисем тăрăх, ялсенчи культура керменĕсен сценисем çинчен шăрантараççĕ. Чуна пырса тивеççĕ, кăмăла уçаççĕ, вăй-хал хушаççĕ Шепилов юррисем. Вĕсем ĕмĕр-ĕмĕрхалăхра янăраччăр, хăйсен çĕкленÿллĕ кĕввисемпе пурăнма, ĕçлеме, вĕренме хавхалантарса пыччăр малашне те.

(Юрий Шепилов композитор çĕре кĕнĕренпе çулталăк çитнĕ май) 

Юрă-кĕвĕ тĕнчин пуянлăхне алла илес çĕрте унăн çывăх тус-юлташĕ Михаил Васильевич Дмитриев та иксĕлми тÿпе хывать. Вăл ентешĕмĕрпе 1987 çулта туслă çыхăну тытма пуçланă. Туслăх вара ытларах творчество ĕçĕпе çыхăннă. Пĕри юрă-кĕвĕ çырнă, тепри нотăсенчи йĕркесене вăл е ку музыка инстуменчĕсемпе усă курса "вăй кĕртнĕ". 

— Михаил Васильевич, эсир халь темиçе çул ĕнтĕ Трак тăрăхĕнче ĕçлетĕр. Тĕрĕссипе, пирĕн йышрах çирĕпленнĕ çын пултăр. Çавах та Юрий Васильевичпа çыхăну тытма пуçланин сăлтавне уçса парăр-ха? 

— Мана Трак тăрăхĕ хăйпе 1975 çулта çыхăнтарчĕ. Шупашкарти Ф.Павлов ячĕллĕ музыка училищи хыççăн Красноармейскинчи культура пайĕн тытăмĕнче вăй хума тиврĕ. Ун чухне культура пайĕн “тилхепине” Наум Григорьев тытатчĕ. Кăмăллă, çаврăнăçуллă чăвашчĕ. Кунта музыка шкулĕнче преподавательте ĕçлерĕм эпĕ. 

1987 çулта-газ уçлакансен Заволжски станцийĕн культура керменĕнче. Илемлĕх ертÿçинче… Паллă, 1989 çулхи раштав уйăхĕнче, районта культурăпа икусство тата литература ĕçченĕсен Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕхĕ йĕркеленчĕ. 1990 çулта вара пирĕн Заволжски станцин клубĕ çумĕнче “Вирьял” ансамбль чăмăртанчĕ. Ансамбль малтанах пурччĕ-ха. Халь ячĕ çеç улшăнчĕ. Ушкăна çĕнĕ çынсем, çав шутра Юра Шепилов та, хушăнчĕ. “Миша, хамăр тăрăхри композиторсен тата хамăн юрăсене те, эпĕ те юрăсем çыратăп вĕт-ха, халăх умне кăларар мар-ши? — сăмах пуçарнăччĕ вăл пĕррехинче. Любăпа Владимир Григорьевсем, Веня Григорьев, Леня Кудряшов, районти культура çурчĕн методисчĕ Зоя Смирнова, Таня Рассказова пĕрлешрĕç ушкăна. 

Юра хăй юрламан, юрăсем çеç çырнă. Эпĕ пĕлнĕ тăрăх, унăн пĕрремĕш юрри, хăй сăввипе çырнăскер, “Санпа кăначчĕ” ятлăччĕ пулас. 

— Юрий Васильевичра епле майпа-ха юрă çырас туртăм вăраннă? Çакă ытларах Турă панă талантпа çыхăннă-ши? 

— Пултарулăх лаççи чунра, шалта талант пуррипе мăнаçлă вăл. “Шкулта вĕреннĕ чухнех юрă кĕвĕлессипе хăтланаттăмччĕ, — тетчĕ Юра. — Юрă тепĕр чух руль умĕнче ларса çÿресех пуçа вырнаçатчĕ”. “Вирьял” ансамбле йĕркелессине те Юра Шепилов пуçарса ячĕ. “Атя-ха ансамбль тăватпăр”, — тетчĕ. Вăл Шупашкара республикăри паллă Виктор Ходяшев композитор патне кайса çÿренине тата ăна хăй çырнă юррисене кăтартни пирки каласа паратчĕ. Аслă юлташĕсенчен ырă сĕнÿсем илни пулăшнă, паллах. 

Эпир “Вирьялпа” уйăхсерен 4—5 хутчен кая мар, тепĕр чухне ытларах та халăх умне тухнă. Тус-юлташăмăрăн юррисене çынсем хушшинче сарассипе Зоя Смирновапа Света Данилова чылай ĕçленĕ. Республика шайĕнче вара Иван Христофоров, Зоя Лисицина, Тамара Гурьева, Виталий Петров, Маргарита Туринге юрăçсем харпăр хăй тÿписене хывнă. 

Композитор хăй кĕвĕленĕ юрăсене хăшĕ-пĕрне, вăтăр ытла вĕсем, 2007 çулта “Шурăм пуç” кĕнекепе пичетлесе кăларчĕ. 

Ю. Шепилова Чăваш культурине аталантарас тĕлĕшпе иксĕлми тăрăшнăшăн “Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ” хисеплĕ ят панă. 

Ентешĕмĕр-районти Н. Янкас ячĕллĕ преми лауреачĕ, республикăри музыка обществин тава тивĕçлĕ деятелĕ, Чăваш композиторĕсен Ассациацийĕн членĕ. 

— Михаил Васильевич, Юрий Васильевича упраймарăмăр. Мĕн тăвăн. Шăпа… Çавах та композитор сирĕншĕн паян та мĕнпе асра юлать-ха? 

— Кăмăллă, пулăшма тăрăшакан çын пулнипе тесшĕн эпĕ. 

Г. Ефимов калаçнă ("Ял пурнăçĕ").

Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 690 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/3 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Cайта хак парăр
Пурĕ миçе хурав: 88

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz