Эрнекун, 19.04.2024, 16:04
Эсир кунта çак ятпа кĕтĕр Хăна | Ушкăн "Хăнасем"

Тĕп страница | Манăн профиль | Тухас

                     Нестĕр Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх

                

)?>
Салам кĕтесĕ
500


Тĕп страница » 2009 » Авăн » 7 » САНА МАНАСЧĔ
САНА МАНАСЧĔ
19:17
Сăн ÿкерчĕк
ТĂВАТĂ çул иртрĕ санпа паллашнăранпа. Тăватă çул... Тĕлĕнмелле хăвăрт шăвать-çке вăхăт. Каялла çаврăнса пăхатăн та - ĕнер кăна тĕл пулнăн туйăнать, çав хушăрах сана ĕмĕр-ĕмĕр пĕлетĕп пек.

Пĕрле ирттернĕ кунсемшĕн чун-чĕререн тав тăватăп сана. Ман пурнăçри чи телейлĕ те чи савăк вăхăтсем вĕсем. Ма яланлăхах çапла юлма пултараймасть-ши? Çук пулĕ çав. Юрату суккăр теççĕ те вăхăт иртнĕ май куç пур пĕр уçăлчĕ. Çакăншăн пĕр савăнатăп, пĕр ÿкĕнетĕп...

Айван пулнă ĕнтĕ. Эсĕ манран кулнине ăнланса çитереймен. Каçараттăм сана. Пуриншĕн те... Халĕ те усал тытса пурăнмастăп. Анчах иртнĕ кунсен тискерлĕхĕ куç умне тухса тăрсан - хăрушă... 

Савнă хĕре сивĕ сăмах калама та, алă çĕклеме те хăяймăп тесе тупа тăваттăн. Çапах та çапасси йывăр пулмарĕ саншăн. Халĕ те куç умĕнче çав самант. Анчах та мĕншĕн? Пуçа вырнаçмасть сăлтавĕ. Эсĕ манăн хыçра юратулла вылянă хĕрпе тĕл пулса калаçнишĕн. Ытла хăюллă пулни килĕшмерĕ курăнать.

Нихăçан та каçармăп тесе шутлаттăм... Каçартăм. Юратакан чĕре сансăр пултараймарĕ. 

Вăхăт иртнĕ майăн хутран-ситрен алă çĕклеме пуçларăн. Е эпĕ тăхăннă кĕпе кĕске пек туйăнатчĕ, е ытларах капăрланаттăмччĕ сан шутупа, е тата хĕр тантăшăмсемпе те тĕл пулма юрамастчĕ... Чи хăрушă туйăм - кĕвĕçÿ - явса илчĕ сана. Кашни иртен-çÿрене ман çума хушма пултараттăн.

Хăв вара юлташусемпе çĕрĕ-çĕрĕпе катаччи чупаттăн. Эпĕ чарма пултараймастăм сана. Хăвăнпа хăв хуçаччĕ эсĕ. Эпĕ вара - чура. Санăн мар, юрату чури пулнă эпĕ. Çав туйăмран иртейместĕм. Çĕрлехи шăплăха: “Малашне манăн вăл. Пире ан чăрмантар, çул çинчен пăрăн”, - ыйха вĕçтерекен шăнкăрав та пĕрре кăна мар пулнă. Пур пĕр таврăнаттăн. Эпĕ вара - каçараттăм. Хама телейлĕ туяттăм...

Юрату асамлă та çепĕç туйăм теççĕ. Анчах та маншăн вăл тискер пулса тухрĕ... Эпĕ каçарнине кура пуканелле выляттăн. Манăн туйăмсем вырăнсăрччĕ. Сана юрас тесе чун-чĕрепе тăрăшаттăм. Эсĕ шелсĕр таптаттăн. Ура айĕнчи çĕтĕк евĕр сăтăраттăн хура уруна. Эпĕ вара тÿсеттĕм. Çапах: “Саватăп”, - тесе калаттăн та - ирĕлеттĕм. Эпĕ, айванскер, ĕненеттĕм. Вăхăт иртнĕ май ăнланасса, хисеплессе шанаттăм. Вăл вара сана сиплеме шутламарĕ те, хăрушăран хăрушă пулса пычĕ. Çапса яма çеç мар, çур çĕр варринче çитсе тискеррĕн хĕнеме тытăнтăн. Чăмăрккапа сулса яни çителĕксĕрччĕ саншăн. Урапа тапма та “ÿркенместĕн”. Эпĕ çăвара тулнă юнпа чыхăна-чыхăна кайни те пăшăрхантармастчĕ сана. Шăпăртатакан куççуль ниме те пĕлтерместчĕ...

Çаксене те манма вăй-хал çитертĕм. Каçарма пултартăм. Чун-чĕререн, вилсе каясла килĕштереттĕм сана... халĕ те юрататăп... Ăшшăн ыталаса илсе пĕр ăшă сăмах калани - савăнăç, телей. Хăв çумна пăчăртаса пуçран ачашлаттăн та пĕтĕмпех манаттăм. Манран телейлĕрех çын çук пек туйăнатчĕ. Эсĕ çумра пулнинчен ытла нимĕн те кирлĕ марччĕ.

Анчах... Ывăнтăм... Юратса мар, асапланса... Малалла та кун пек пулма пултарайманнине ăнлантăм. Чунри ырату мар, ÿт-пÿ сурни йăлăхтарчĕ. 

Халĕ эпĕ канлĕ пурăнатăп пулĕ тесе шухăшлатăн тăк - йăнăшатăн. Вут-çулăм ăшĕнче эпĕ. Сана малтанхинчен те вăйлăрах саватăп. Курма пултарайманнипе, çумна сĕртĕнейменнипе асапланатăп. Тĕлĕкре çеç йăпанатăп. 

...Сана хирĕç ыткăнас, малтанхи пекех ачашланас килет. Нихăçан та, никама та юратаймăп эпĕ урăх... Чĕрере вырăн çук манăн. Чышсан та, хăваласан та кăларма çук сана... Анчах та кун-çулăм малтанхи пек те тăсăлаймасть - ывăнтăм... 

Пĕр шухăшсăр пурăнса курасчĕ... Сана манма пултараясчĕ...

"ÇАМРĂКСЕН ХАÇАЧĔ"


Çыпăçтарнисем:
Миçе çын пăхнă: 620 | Кам хушнă: mixaj_58 | Рейтинг: 5.0/1 |
Пĕтĕмпе миçе комментари: 0


Кĕмелли форма

Шырав

Кун тăрăм
«  Авăн 2009  »
ТнЫтЮнКçЭрШмВс
 123456
78910111213
14151617181920
21222324252627
282930

Хыпарсем архивĕ

Ыйту
Нестер Янкас ячĕллĕ пĕрлĕх ĕçне епле хак паратăр?

Пурĕ миçе хурав: 50

Баннерсем

null

null

null

chuvash.eu

Пушкăрт чăвашĕсен хаçачĕ


Сайт тусĕсем

Статистика



Кунта халĕ: 1
Хăнасем 1
Юзерсем 0

!--
Copyright © Аксар Чунтупай 2024Сделать бесплатный сайт с uCoz